Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрханса (тĕпĕ: асӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул директорӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ чиперкке, аптраса ӳкнӗскер, ял Советне асӑрханса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртне ывӑлӗсене вӑратас мар тесе асӑрханса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юнашар тӑракан хӗрарӑм Ваҫиле сӑмахне илтрӗ те шӑппӑнрах, офицертан асӑрханса пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ хӗрри таран тулли витрене васкамасӑр туртса кӑлартӑм та тарасан чул пури кӗтессине асӑрханса лартрӑм.

Медленно вытащил я полное ведро и надежно поставил его на каменный край колодца.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑна шутсӑр асӑрханса упрамасан, хунар ҫутине ҫил варкӑшӗ лап! сӳнтернӗ пек, сӳнме пултарать…

Светильники надо беречь: порыв ветра может погасить их…

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Янкӑр уйӑх ҫутинче унӑн шуранкарах курӑнакан ҫамкине, хупӑ куҫ хӑрпӑкӗсене, ҫил варкӑшӗпе хускалакан ҫӳҫ пӗрчисене асӑрханса сӑнанӑ май ҫапла пӑшӑлтатрӑм:

При свете луны я смотрел на его бледный лоб, на сомкнутые ресницы, на золотые пряди волос, которые перебирал ветер, и говорил себе:

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Халь эп калакан сӑмахсем вӗҫем — чи ҫемҫе, асӑрханса каланӑ сӑмахсем!

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫынна савӑнӑҫ тенине асӑрханса тыттарас пулать.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл трубкӑна ҫӳхе кантӑкран тунӑ пекех ҫав тери асӑрханса хурать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ӑна ҫӗрӗпех Ленинград урамӗсем тӑрах ҫӳреме е вокзалсенчен пӗринче ҫӗр каҫма киле таврӑнса хӗр-тантӑшӗсем ун ҫине тем кӗтсе, асӑрханса пӑхнисене тӳснинчен ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор, асӑрханса, ӳкерчӗке малтанхи вырӑна тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя юнашарти сухаллӑ ҫынна хӑйӗн рюкзакне асӑрхама ыйтрӗ те выртакансем урлӑ асӑрханса каҫа-каҫа, ларакансемпе тӑракансем тӗлӗнчен пӑрӑнса иртсе, палуба тӑрӑх малалла пыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ Лена тепӗр хут, ытлашши ҫыпӑҫакан ҫын пек туйӑнасран асӑрханса.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тимка хӑй кайран ҫеҫ асӑрханса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса кӑна хальчченхи пек вӑш-ваш сикмерӗ, асӑрханса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович ним те ыйтмарӗ, ӗне тислӗкӗпе вараланас мар тесе, асӑрханса каллӗ-маллӗ утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах асӑрханса ӗлкӗреймерӗ, пуканран такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки, пушмакне варалас мар тесе, питӗ асӑрханса утать.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах асӑрханса ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӳлленчӗк хӗррипе асӑрханса пырса тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех