Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслисем (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, аслисем, сире пулӑшма тӑрӑшӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ашшӗ-амӑшӗсем ытлари кун пасарне кайнӑ тет-и. Аслисем ӗҫ вӗҫленнӗ май вӗсене тырӑ куписене улӑмпа витме хушрӗҫ те хӑйсем маларах ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аслисем килте чӑвашла ҫеҫ калаҫатчӗҫ те, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине те вӗренчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хамӑра та, тен, ытла кӑра тытрӑмӑр, аслисем вӗрентсе каланине вӑхӑтра ӑна илмерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тепрехинче тата, ҫимӗк ҫитесси икӗ эрне тенӗ чухне, юнашарти пӗве хӗрринче аслисем шыва сикме ятарласа туса лартнӑ вырӑнтан аялалла чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Аслисем каланине итлемесен, юмах ярса памастӑп, — терӗ Микулай мучи йывӑҫ урипе так-так тутарса сӗтел хушшине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Шӑпӑрлансем, эсир халӗ килӗрсене кайӑр, сӗнчӗҫ — хӑваларӗҫ пӗчӗкреххисене аслисем.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хура курак ушкӑнӗ вӗҫсе иртрӗ, улӑм ури ҫине пырса ларчӗ: аслисем чӗпписене апат тупма, вӑрӑм ҫула тухма хӑнӑхтараҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Аслисем ялан ҫапла тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Санпа сиксе тухнӑ чылай ыйтӑва аслисем татса панӑ, сана хӳтӗленӗ, ачашланӑ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аслисем ҫӗршыв тӑрӑх саланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Темшӗн аслисем курайми пулчӗҫ сана, унччен хисеплетчӗҫ… — пӗлтерчӗ Праски колхоз ветфельдшерне пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Аслисем вара 10 ҫухрӑм чупӗҫ.

Взрослым же предстоит преодолеть 10 км.

«Йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнма регистраци пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36784.html

— Манӑн хаклӑ Санька Ермолаевича, — тесе йывӑррӑн сывласа илчӗ те Эля, татӑка аслисем хыҫҫӑн вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атте вӑрҫӑра, аннене окоп чавма илсе кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ вӑл тӗплӗн, аслисем пек курӑнас тӗллевпе ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх асапланчӗ — арҫынсем ассӑн сывларӗҫ, хӗрарӑмсем хуллен йӗчӗҫ, ачасем аслисем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи аслисем вара, Хораськинсем, кун-ҫул сукмакне алла-аллӑн тытӑнса 45 ҫул ытла такӑрлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Аслисем ӗнесене, вӑкӑрсене кӳлме вӗрентнӗ, вӗсемпе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Астӑватӑп-ха, аслисем те, ачасем те окоп чаватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Аслисем пире ҫав уҫланкӑна ҫӳреме чарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех