Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслисем (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксемпе ачасем, аслисем, вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗринчен ыррине вӗренсе пырсан, пуласлӑх лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Халӗ манӑн урӑххипе, аслисем мухтанӑ ырӑ ӗҫпе мухтанас килетчӗ: нумаях пулмасть хур чӗпписем ҫине тапӑннӑ хурчкана пӗчӗк хулӑпа чӑвӑш! чӑвӑш! хӑмсара-хӑмсарах вӑшт кӑна хӳтерсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Вӑл куркаланӑ ӗнтӗ, пӗлет: аслисем апат-яшка, кукӑль-икерчӗ таврашне, чее вутӑ пуленкисем, шанкӑ вутӑ, хӑрӑк-марӑк ҫунтарса е ҫулӑмлӑ вутра, е шӑранакан шӗл-кӑвар ҫийӗнче, е вӗри кӑмакара вӗретеҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Мустаев пек хастар та ҫирӗп пулӑр!», – теҫҫӗ вӗсене аслисем.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Аслисем урлӑ сиксех качча тухса тарчӗ те, Ҫӗпӗрте пурӑнаҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Эпир виҫӗ уйӑх план тултараймастпӑр, виҫӗ уйӑх ман аслисем умӗнче пите хӗретме тивет.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Хӑюллӑ каччӑ пулас эсир, Ревлен Петрович, пӗрремӗш кунсенчех аслисем ҫинчен сиввӗн калаҫатӑр, — хӑй сисмесӗрех нумайлӑ хисепе куҫрӗ вӑл, — тен, эсир чӑкӑлтӑш, каялла чакаланма юратакан этем?

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халлӗхе хам тӗллӗн пӗр ӗҫ те пуҫарса туман, аслисем кӑтартса пыракан ҫулпа кӑна утса пынӑ пулин те, хама кӑштах ӳснӗ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫимун мучипе Анна аки /ялта вӗсене ҫапла чӗнеҫҫӗ/ Кушарта - чи аслисем.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Яланах аслисем тӗрӗс мар вӗт.

Ведь не всегда прав тот, кто старше.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Гидротехник» чылай хӑватлӑрах, ҫӳлти пӗвене хӗл лариччен купаласа ҫитерсе банкӑсем тумаллине шута илсен, аслисем тӗрӗс тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хыпар аслисем патне те ҫитме пултарӗ.

Еще дойдет до начальства.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Корица — аслисем умӗнче ырӑ пулас тесе юрама тӑрӑшман, анчах ӗмӗр тӑршшипех ӗҫлесе пурӑнакан учительсенчен пӗри.

Корица принадлежал к той многочисленной категории учителей, которые всю жизнь трудятся, не снискав расположения начальства.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аслисем вӑрҫмастчӗҫ уншӑн, мекен хӑйсем те ҫавӑн пек ӳснӗрен.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Ӗҫ вӑхӑтӗнче кам ӑҫта кайса ҫӳренине, пайсенче кӑнтӑрла мӗн-мӗн калаҫнине тата аслисем ҫинчен кун каҫа хӑй илтнӗ сӑмахсене йӑлтах директора каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Пӗчӗк ачасем ҫапла аслисем вӑрҫӑ ҫинчен каласа панине питӗ тимлӗ итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ара, унта тырӑ миххи йӑтмалла мар вӗт, тетчӗҫ пулас аслисем.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

«Трактор бригади ӗҫлет!», – тесе шӳтлетчӗҫ иртсе каякан аслисем.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Эпӗ аслисем хушнине ҫеҫ тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех