Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимлӗ кил хуҫи арӑмӗ, паллах, ҫакна асӑрхать — сире апата урӑх турилккепе илсе килсе парать.

Внимательная хозяйка, конечно, заметит это и позаботится, чтобы вы получили новую порцию.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӑвара хыпнӑ апата чӑмланӑ вӑхӑтра ҫӗҫӗпе вилка вӗҫӗсене турилкке ҫинче тытмалла.

В тот момент, когда нож и вилка не в действии, кончики их держат на тарелке.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫемҫе апата ҫинӗ чухне вилка авӑнчӑкӗпе аялалла пулмалла (кашӑкӑнни пек) — кун пек тытсан апата ӑсса илме лайӑхрах.

При употреблении мягкой пищи выпуклость зубьев может быть обращена вниз (как у ложки) — так легче брать пищу.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӗҫӗпе апата (какая, ҫӑкӑра тата ыт. те) касса ҫимелле, вилка ҫине апат илнӗ чухне те унпа тӗксе хума юрать (сӑмахран, соуса е пахча-ҫимӗҫе).

Нож используется для нарезания и как вспомогательный инструмент для накладывания пищи на вилку, например, соуса или овощей.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Лартса панӑ апата ҫисе яраймастӑр пек туйӑнать пулсан, кил хуҫи хӗрарӑмӗнчен хӑвӑра валли апат сахалрах хурса пама ыйтӑр.

Во всяком случае, если вы видите в гостях, что не сможете справиться с предлагаемой вам порцией, попросите положить поменьше.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кун пек чухне ҫакна та шута илмелле: лартса панӑ апата ҫименни тиркенӗ пек туйӑнма пултарать, апат юлашки нумай пулни савӑт-сапана ҫума кансӗрлет, хатӗрленӗ апата усӑсӑр тӑкаклани пулать.

Во-первых, для того, чтобы не оставлять впечатление, что пища была невкусной; во-вторых, обильные остатки затрудняют сбор и мытье посуды; в-третьих, это перевод пищи.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Турилкке ҫинчи апата хӑварма юрать-и?

Можно ли оставить еду на тарелке?

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анчах хӑшпӗр чухне хӑнасем сӗтел хушшине ларичченех апата турилкке ҫине хураҫҫӗ.

Но бывают случаи, когда садятся за стол, где уже приготовлены порции (суп, сладкое).

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апат ан юлтӑр тесен, тирӗкрен турилкке ҫине апата виҫеллӗ илсе хумалла.

Этого не случится, если каждый будет умеренно брать себе на тарелку из блюда или миски.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫакӑн пиркиех турилкке ҫинчи апата та ватса ирсе пӗтермелле мар.

По этой самой причине не нужно слишком размазывать на тарелке пищу.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑна хӑйӗн турилкки ҫине килӗшнӗ апата тата илсе хучӗ пулсан, пӗччен ҫинӗшӗн ан вӑтантӑр тесе кил хуҫи хӗрарӑмӗн те ҫавнах тумалла.

И, наконец, если гость вторично положит на тарелку того, что остальные уже поели, хозяйка должна сделать то же самое, чтобы человек не ощущал неловкость оттого, что ест один.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кун пек чухне черкке тӳнтерсе яма е турилккери апата такса ярса костюма варалама пулать.

Не говоря уж о том, что в подобной ситуации легко опрокинуть бокал или задеть краем пиджака тарелку с пищей и т. д.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апата никама та ирӗксӗрлесе ҫитермелле мар.

Предлагая кушанья, никого не нужно принуждать есть.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫиес теменнине пӗлтерсе: «Тавтапуҫ, эпӗ ку апата ҫиместӗп», «Мана ку юрамасть» т. ыт. те тесе лармаҫҫӗ.

Не принято отказываться от кушанья словами: «спасибо, я этого не ем», «мне этого нельзя» и т. п.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗнле те пулин апата ҫиместӗр пулсан, ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарма кирлӗ мар, «тавтапуҫ» тени те ҫителӗклӗ.

Если вы не хотите чего-либо отведать, можно пропустить это блюдо без объяснения причин, не забыв, разумеется, при этом сказать «спасибо».

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апата хӑвӑн турилккӳ ҫине курманла нумай илсе хуни аванах мар.

Еду не накладывают горой на тарелку.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел ҫине лартнӑ апата (салата, винегрета) тирӗк хӗрринчен пуҫласа йӗркипе илсе пымалла.

Кушанье берут с блюда или из миски от края.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ун чухне пурин валли яшка ярса париччен темӗн чухлӗ вӑхӑт иртет, ҫавӑнпа апата мӗнле лартса панӑ, ҫапла ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Тогда даже не ждут, пока все получат суп.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑл ҫиме пуҫламасӑр хӑнасем апата тӗкӗнмеҫҫӗ.

И гости не начинают есть раньше хозяйки.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗр тӗрлӗ апата ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл вараланнӑ турилккесене пуҫтарать те хӑй ҫумӗнчи пӗчӗк сӗтел ҫине лартать.

Если кушанье съедено, хозяйка собирает грязные тарелки и ставит их подле себя на вспомогательный столик.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех