Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Серёжӑна апата чӗнчӗҫ.

Сережу позвали обедать.

Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Атьӑр ирхи апата, — терӗ Ваҫка амӑшӗ.

— Идем завтракать, — сказала Васькина мать.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тося инке кӑнтӑрла хӑш чух ӑна апата лартса килет.

Днем тетя Тося иногда завозит его домой пообедать.

Коростелев хӑвачӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пирӗн лашасем вара, апата тиркесе тӑманскерсем, ҫӑмӑл та ывӑнма пӗлменскерсем, кунӗн-ҫӗрӗн таплаттараҫҫӗ те таплаттараҫҫӗ, пӗр тӑтӑш пыракан чи чӑнкӑ тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, пур ҫӗрте те боецсене пулӑшаҫҫӗ.

Наши же лошади, неприхотливые в корме, легкие и неутомимые, топали и топали дни и ночи, поднимаясь на самые крутые кряжи, верно служа бойцам.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пире тӑрантарнинчен те усси ҫук, апата сая яни кӑна.

И кормить нас уж ни к чему, только корму перевод…

2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Эпир, летчиксемпе штурмансем, тин кӑна боевой вӗҫеве тухма хатӗрленсе ҫитнӗскерсем, апата кайма хатӗрленнӗччӗ.

Мы, лётчики и штурманы, только что кончили подготовку к боевому вылету и собирались пойти пообедать.

Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Анадырьте мунча кӗнӗ хыҫҫӑн пурте пӗрле каҫхи апата пухӑнтӑмӑр.

После бани в Анадыре все собрались на товарищеский ужин.

Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Шансах тӑратӑп, ҫак апата пӗр повар та ят парайман пулӗччӗ.

Я уверен, что ни один повар не сумел бы назвать это кушанье.

«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Апата вӑл чылай вӑхӑт хатӗрлерӗ, мӗн хатӗрленине вара калама та йывӑр.

Готовил он долго, и что именно приготовил — сказать трудно.

«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Тӗрмери ҫав тери начар апата виҫӗ эрне ҫинӗ тата нӳрлӗ ҫӗрте йӑваланса выртнӑ хыҫҫӑн, ун пек пулнинчен тӗлӗнмелли те ҫук.

Да оно и неудивительно после трех недель отвратительной тюремной жизни и тюремного воздуха.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Синьор Риварес, сирӗн каяс умӗн хӑвӑрӑн та апатланас пулать, эсир кӑнтӑрла апата тутанса та пӑхмарӑр, унтанпа вӑхӑт нумай иртрӗ ӗнтӗ, — терӗ Джемма.

— Синьор Риварес, подкрепитесь, прежде чем идти домой, вы почти не обедали, а теперь очень поздно, — сказала Джемма.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ку Грассинисем, арӑмӗпе упӑшки иккӗшӗ те, кирек мӗнле апата та ҫиекен выльӑхсем пекех! — терӗ Мартини Джеммӑна, пӗр вырсарникун уяр та сулхӑнтарах ир Синьория ятлӑ площадьпе иртсе пынӑ чухне, — Кардинал кӳмине епле пуҫ тайса илчӗ вӑл — куртӑр-и?

— Вот всеядные животные, эти супруги Грассини! — сказал как-то раз Мартини Джемме, переходя с нею через площадь Синьории в одно холодное воскресное утро, — заметили вы, как они поклонились, когда подъехала коляска кардинала?

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Глэдисӑн тарҫи пулнӑ ватӑ кухарка итальянка поднос ҫине хаяр хуҫа арӑмӗ киле кӗриччен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хурса тултарнӑ пулнӑ, ҫав апата юратакан Артур чиркӳ йӗркисене пӑсмасӑрах ҫиме пултарать, тесе шухӑшланӑ вӑл.

Старая кухарка-итальянка, служившая Глэдис до появления в доме новой строгой хозяйки, уставила этот поднос всякими деликатесами, которые, как она знала, ее дорогой синьорино мог покушать, не нарушая церковных правил.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Сывлӑша, хӗвеле, шыва тата ахаль, анчах техӗмлӗ апата пула, унӑн ӳт-тирӗ питӗ ҫирӗп ҫитӗннӗ, вӑл чугунран шӑратса тунӑ пекех пулнӑ.

Воздух, солнце, вода, простая здоровая пища сделали его тело крепким, словно отлитым из чугуна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

— Каҫхи апата лар, — сӗнчӗ Алёнка.

— Садись ужинать, — предложила Аленка.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Сана вара, атте, апата вӑхӑтра килме тархасласах ыйтатӑп.

— А тебя, папа, я очень прошу приходить обедать вовремя…

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Каҫхи апата паян мӗн пулать?

Что сегодня на ужин?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Унпа юнашар ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ старик саркаланса ларнӑ та кӑвайт ҫинче ҫакӑнса тӑракан хуранти апата пӑтратать.

Рядом с ним развалился старик с трубкой в зубах, неторопливо помешивал какое-то варево в котелке над костром.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хмара килни каҫхи кӑмӑллӑ апата пӑсрӗ.

Хмара испортил им ночной чай.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Участокра, ҫар лагерӗнчи пекех, ҫирӗп йӗрке туса хучӗҫ, ҫынсем гудок кӑшкӑртнипе тӑраҫҫӗ, кӑтартса панӑ кӗске вӑхӑтра ҫӑвӑнаҫҫӗ, ирхи апат ҫиеҫҫӗ, кӑнтӑрлахипе каҫхи апата яланах пӗр вӑхӑтра тӑваҫҫӗ, ҫывӑрма та гудок кӑшкӑртса пӗлтереҫҫӗ.

На участке был введен жесткий распорядок военного лагеря: поднимались по гудку, с умыванием и завтраком укладывались в считанные минуты, обедали и ужинали все в одно время, «отбой» ко сну объявлялся тоже гудком.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех