Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ансат сăмах пирĕн базăра пур.
ансат (тĕпĕ: ансат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата тӗп сӑнарсен сӑмахӗсем пӗрре те ансат мар-ҫке!

Да и слова главных героев не очень то простые!

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Япалан йӗрки пур тенӗ пек, тытӑмӗ питӗ ансат: тӑвансен ялан пӗрле пулмалла.

Как говорится, у каждой вещи есть свой порядок, содержание прост: родственники всегда должны держаться вместе.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Хайхи кермене хута янӑ май конькипе пӑр ҫине тухма пуҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ: «Ансат мар. Вӗренетпӗр — тӑрӑшсан йӗркеллех пулать».

При пуске в строй того дворца сообщил том, что и сам стал выходить на лёд на коньках: «Не просто. Учимся — если постараться будет в порядке».

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Петуни, фиалка, бегони, кӑвакарчӑк куҫӗ /незабудка/, шӑнкӑрав курӑкӗ, губастик, клематис, плющ, явӑнса ӳсекен роза улӑхтарса ҫирӗплетнӗ, ансат ӑсталанӑ савӑтсенче ӳстерме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Вӗсен тымарӗ ансат пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Йӳҫеклӗхе палӑртма пулӑшакан ансат меслетсемпе паллашӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Теприсем вара тӑванне сӑпайлӑн, ансат пытараҫҫӗ пулин те ун патне килсех, вилтӑприне тирпейлесех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ачасен тӗнчине ӑшпиллӗн ҫутатса паракан авторӑн хайлавӗсем ансат, ҫав хушӑрах интереслӗ.

У автора, умеющей добродушно раскрывать детский мир, произведения легкие, в тоже время интересные.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӗсен логики ансат: «Хваттер уҫҫине эсир никама та шанса памастӑр вӗт, апла-тӑк мӗншӗн хӑвӑрӑн телефонӑрпа ытла та тимсӗр?»

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Схема ансат: калӑпӑр, пӑру сутма пӗлтерӳ панӑ ҫын патне шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Малтанласа ансат, пысӑк тӑкаксӑр ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсене ҫӗнӗрен чӗртмешкӗн условисем питӗ меллӗ, - терӗ Михаил Игнатьев. - Анчах хӑмла ансат культура мар, ӑна ӗлӗкхи шая ҫӗклеме нумай вӑй хумалла. Федераци пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Шухӑшӗ ансат – тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма май парать.

Идея проста - только честный и вдохновенный труд приносит блага, как материальные, так и духовные, является способом самоутверждения и самовыражения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ӑна хатӗрлеме ансат: лӑсӑллӑ ҫамрӑк йывӑҫӑн хулӑн туратне тӗпӗ тӗлӗнчен асӑрханса кӑшт касмалла та юхма пуҫланӑ сухӑрне савӑта пухмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ансат механизм 1980 ҫулсенче хӗрарӑмсене йывӑр ӗҫрен хӑтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн рецепчӗ ансат: сӗлӗне, урпана, куккуруса пӗр пек виҫепе /1:1:1/ илмелле, авӑртмалла.

Его рецепт прост: взять в одинаковой пропорции /1:1:1/ овес, ячмень, кукурузу, промолоть.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Унӑн биографийӗ ансат: шкул хыҫҫӑн Карагандара училище пӗтернӗ, ҫарта пулнӑ, таврӑнсан трактор-комбайнран уйрӑлман.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫынпа ӗҫлесси ансат мар.

Работать с людьми не просто.

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Раҫҫей Минстрой ертӳҫи экономика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ансат мар пулин те регион строительство калӑпӑшне сыхласа хӑварнине ырласа палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех