Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чунра (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунашкал туйӑм, турра шӗкӗр, вир пӗрчи мӑнӑш та амаланса курман-ха чунра.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левенӗн асра юлмалли кунӗсем, ырӑ е усал тӗлӗксем евӗр, ӳссе ҫитсен, сасартӑк таҫтан сиксе тухакан юратӑвӑн асамлӑ кӑварӗ чунра тӗлкӗшме пуҫласан, Тамара ятлӑ ӑшҫунтармӑшпа пурнӑҫ тӗввине туртса ҫыхма хӑтлансан тупӑнчӗҫ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чунра тӑван кӗтес ҫук ҫынна, ачам, пу-ӑнма лайӑхах мар пулас…

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫук, ҫук, ӑна никам та хал ҫитермелле мар йывӑр ӗҫре тертлентермест-ха; нихӑшӗ те хӗнемест, алӑ хумасть; пӗри те унӑн хаклӑ пурлӑхне туртса илмест — чунра пурпӗр тем явӑнать, пӗр тӑвӑнать те пӗр хӗсӗнет.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чунра пурпӗр темле паллӑ мар шанӑҫ хӗлхемӗ чӗлтӗртететчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Умра хӗвел, чунра тӗрӗслӗх пулсан, ҫулпа малалла утма тем териех ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Килте тунсӑхласа лариччен ҫын хушшине тухсан, пӗр-пӗринпе калаҫсан чунра ҫӑмӑлланать.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ман чунра тӑвӑл хускалчӗ!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тахҫанах «пӑс» кӑлармалла, мӗншӗн тесен чунра пухӑннӑ «ҫӳп-ҫап» пусарать.

Согласитесь, давно пора выпустить пар, потому что накопившийся «душевный хлам» сильно тяготит.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапла манӑн ачалӑхӑмри ырӑ сӑнсем чунра чӗпӗтсе ыратса хуллен сӗвӗрӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫав ӑшӑ сас халӗ те чунра

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Чунра темскер пӑчӑртансах килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Кашни сӑвви ҫӑмӑллӑн вуланать, чунра ӑшӑ туйӑмсем вӑратать.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Сисместӗн те, чунра ынатлӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ.

И от этого тоже я был счастлив.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗн йӑлттам ҫутисем, ҫур ҫӗр вӑхӑтӗнчи кӗлӗ кӗвви-ҫемми, сӑн-питсенчи лӑпкӑ кулӑ — ҫаксем пурте чунра чӗррӗн упранаҫҫӗ.

сияньем свеч на елке, пеньем органа в час полночной мессы, ласковыми улыбками.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак самантран ҫуралчӗ те ӗнтӗ ман чунра ӳкерсе айланас чӑтӑмсӑр туртӑм, вӑл ӳсӗмре тем парсан та «хупӑ» удавпа «уҫӑ» удавсӑр пуҫне никама та урӑх япала ӳкерттерейместӗн.

Не так это просто — в моем возрасте вновь приниматься за рисование, если за всю свою жизнь только и нарисовал что удава снаружи и изнутри,

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗншӗн тесен ҫак историе каласа панӑ чух ман чунра хурлӑхлӑ асаилӳсем капланаҫҫӗ.

Сердце мое больно сжимается , когда я вспоминаю моего маленького друга, и нелегко мне о нем говорить.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак профессире ӗҫлесси чи малтан ҫын хӑйӗнпе ҫураҫуллӑ пулмаллине, юратса ӗҫлемеллине, чунра пултарулӑх хӑватне туймаллине, ҫакӑ - ҫынсемшӗн тата обществӑшӑн ӗҫлесси - чун ыйтни, пурнӑҫ йӗрки пулнине ӑнланмаллине тӗпе хурать.

Быть в этой профессии – значит быть прежде всего с самим с собой в гармонии, работать по любви, чувствуя в себе творческий потенциал, понимая, что это призвание, главное в жизни – служение людям.

Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/28/ole ... lista-po-s

Тунтикун-ытларикун чунра лӑпкӑ пулӗ, юратнӑ ҫынпа та хутшӑнура йӑлтах лайӑх, ҫемьере килӗшӳ хуҫаланать.

В понедельник — вторник у вас будут наблюдаться душевное спокойствие и равновесие, ваши отношения с любимыми будут в гармонии, а также в семье будет царить радость.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах мӗншӗн-ха кӑшт хурлӑхлӑрах чунра?

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех