Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чунра (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тапхӑрта эсир хӑвӑра шанатӑр, чунра та лӑпкӑ.

Период способен придать вам уверенности в себе и душевное равновесие.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем япӑх шухӑшсене чунра тытма сӗнмеҫҫӗ.

Звезды советуют вам не держать негативные эмоции в себе.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тепӗр енчен, хӑш чухне чунра капланнине тула кӑлармалла, ҫавӑнпа йӑлтах чӗре ҫывӑхне ан илӗр.

Но с другой, иногда нужно выпускать пар, поэтому не принимайте все близко к сердцу.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир хӑвӑр та лӑрланатӑр, чунра канлӗ пулнине туятӑр – кун пекки тахҫанах пулман.

Вы настолько расслабитесь, что впервые за долгое время почувствуете умиротворение.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Скорпионсен чунра кризис пулӗ, ку тапхӑра чӑтса ирттерӗр.

Глубокие чувства у Скорпионов переживут кризис, переждите это время.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн профилӗ чечек ҫунаттине тутипе аялтан сывласа илнӗн сӑнарланать чунра, фас вара янӑравлӑ та хаваслӑ «сывӑ-и?» евӗрлӗ.

Ее профиль вызывал в душе образ втянутого дыханием к нижней губке лепестка, а фас был подобен звонкому и веселому «здравствуйте».

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Журналистпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫапах та чунра ҫӑмӑл пулса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчен тем йывӑр япала татӑлса аннӑнах туйӑнать: кӑмӑл хавасланчӗ, уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чунра ҫӑп-ҫӑмӑл, ирӗклӗ, лайӑха ӗненес килни — ҫакна ҫеҫ туйрӗ упӑшкаллӑ, ача-пӑчаллӑ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав хӗр пирки аса илӳ сӗвӗрӗлменнине палӑртрӑм; ҫак аса илӳ чунра сыхланса юлнӑ, шанчӑклӑ чӗрӗ сӗмлӗ кирек мӗнле ытти аса илӗве евӗрлет.

Я отметил, что воспоминание о той девушке не уходило; оно напоминало всякое другое воспоминание, удержанное душой, но с верным живым оттенком.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мана самаях йӑмшахлатнӑ чир ҫак влаҫа та кӑштах вӑйсӑрлатнӑ паллах, анчах эпӗ тепӗр чухне, чунра, унӑн хурҫӑлла куҫӑмне ҫав-ҫавах илтетӗп, вӑл хӑй ҫухалас йӳтӗмӗ ҫуккине пӗлтерет.

Эта власть несколько ослабела благодаря острой болезни, но я все еще слышал иногда, в душе, ее стальное движение, не обещающее исчезнуть.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах чӗрӗ чунра та мӗн те-тӗр улшӑннӑ.

Однако что-то изменилось и в существе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавхалантаракан ытарайми вӑхӑт.

Молодость – самый прекрасный период в жизни каждого человека, это время мечтаний, первых свершений и открытий.

Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168

Енчен те ҫын телейпе тулнӑ тата уншӑн шикленет тӗк — ют синкер чунра йӗр хӑвармасть-и, ҫав йӗр малашлӑха витӗм кӳмест-и?

Если человек полон счастья и боится за него, не может ли чужая трагедия оставить в душе след, и след этот повлияет на будущее?

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӗтӗм тӑсӑлать: вӑл курӑк ҫине ҫуттӑн выртать е айккинелле ерипен саланать; ҫакна курнипе чунра пушар тухнӑн туйӑнать, ҫын шӑла ҫыртса тимлӗ сывлать, аптӑраса тӑрать.

Тянулся дым; прозрачный его налет льнул к траве или медленно отходил в сторону; от этого зрелища веяло пожаром души, смятением и сосредоточенным, сквозь стиснутые зубы, дыханием человека.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Пӗчченҫӗ чунра, шухӑшламасӑрах туртӑна-туртӑна… аса илӳ-ши — асра юлмалли юрӑ шырать… анчах, шел, пуш хирте ҫухалса кайнӑ такама питӗ шел пек…

Воспоминания ли, бессознательно напрягаясь в одинокой душе, ищут выразительной песни… но жаль, жаль кого-то, как затерянного в пустыне…

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Чунра туйӑмсемпе шухӑшсем ытла та нумайӑн ҫӗкленеҫҫӗ!..

Много, слишком много поднимается в душе чувств и мыслей…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӗрӗн питне, уйрӑмах вара шухӑшлӑ, тимлӗ куҫӗсене тишкеререх тӗсесен сӑнавҫӑ унта эпир тахҫанах ҫухатнӑ чӗрӗлӗхе, асра юлакан самантсен ҫивӗчлӗхне асӑрхайӗччӗ; хӑнӑхӑва пула ҫав самантсем чунра пӗчӗк ачанни пек хӑвӑрт шанаслӑхпа — кашкӑр ҫырли-и унта е чие-и иккенне пачах тӗшмӗртмен туртӑмпа — вырӑн тупаҫҫӗ.

Вглядевшись пристальнее в лицо девушки, в особенности в ее сосредоточенные, задумчивые глаза, наблюдатель заметил бы давно утраченную нами свежесть и остроту впечатлений, сдерживаемых воспитанием и перевариваемых в душе с доверчивым аппетитом ребенка, не разбирающегося в вишнях и волчьих ягодах.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вара ӑна, — шутласа кӑларайми сасӑсем чунра хорпа тӑрса тухсан кунашкалли тӑтӑшах пулать, — самантӑн кӑткӑс ҫивӗчлӗхӗ, ӑнлантарма май ҫук вӑйлӑ туйӑм хӑпартлантарса ҫӗклентерчӗҫ.

И как это часто бывает, когда бесчисленные голоса хором встают в душе — сложная острота момента, сильная, необъяснимая радость охватила его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Темшӗн, чунра темскер сӳ-ӳ! туса илчӗ, ыйхӑран тин вӑраннӑ чухнехи тимсӗрлӗх самантрах таҫта кайса пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ме, тыт! Эпӗ санӑн тӑшману! Хуть вӗлер мана, хуть питрен сур!» — тейӗччӗ вӑл, чунра мӗн капланнине уҫса парӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех