Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чунра (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑ халь чунра хурлӑ туйӑм вӑратать.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пурнӑҫ чӗрӗ чунра тытӑнса тӑрать, машина вара — пурнӑҫа лайӑхрах тумалли хатӗр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ку тапхӑра аса илсен чунра чӑннипех те ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗ чунра пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Телейлӗ ачалӑх кунчӑкӗ» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61150

— Эс питех ан пӑшӑрхан, лӑплан, эп чунра вӗчӗ тытмастӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗчченех пурӑнакан хӗрарӑм ҫитӗнсен Анатолий Васильевича темиҫе ҫул чунра упранӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ: усрав ывӑлӗ хӑйне пӑрахса каясран шикленсе унӑн докуменчӗсене ҫунтарса янӑ-мӗн вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

— Эпир аттерен хур курса ӳсмен, аннерен усал сӑмах илтмен, вӗсем кӑмӑлтан шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, килӗштерсе пурӑннӑран, ачаранах чунра лӑпкӑлӑх та ӑшӑлӑх туйса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Мотоцикл ҫине ларнӑ чухне вӑл ҫав катара вӗсен чи малтанхи юратӑвӗ ҫуралассине пачах та чухламарӗ-ха, чунра кӑна ытла та ырӑччӗ!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тем тӗрлӗ пархатарлӑ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ чунра, санӑн кама та пулин чӗнес килет, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем калас килет, ҫупӑрлас килет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗрех, ҫирӗп шанчӑк ҫуралчӗ чунра.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чунра ҫунакан хӗлхем пурин те палӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

— Анчах хӑшпӗр чухне чунра йывӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Отпусксенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫар тумне каллех тӑхӑннӑ чухне чунра мӗнле туйӑм хуҫаланать-ши?

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ахӑртнех, шӑпах халӗ эсир ыттисемпе пӗр чӗлхе тупатӑр, чунра лӑпкӑлӑх хуҫаланма тытӑнӗ.

Скорее всего, именно сейчас вы придёте к согласию с окружающими, обретёте душевное равновесие.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тивӗҫлӗ канура хастарлӑха чунра мӗнле упраса хӑвармалла-ха/ Ун «рецептне» Уравӑшра пурӑнакан Валентина Абакумова аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫак хастар ҫамрӑксен куҫӗсем ҫунса тӑни ман чунра пуласлӑх пирки черчен шанчӑк ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Сирӗн чунра халӗ лӑпкӑ, ҫураҫуллӑ.

Сейчас вас будет окружать гармония и умиротворение.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ хальхинче ун ҫине ӑшшӑн пӑхатӑп, ҫапах та чунра тем вырӑнтах мар.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ҫав сӑнчӑр тӑлли чунра чанкӑртатать, ӑша пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

– Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнине, палӑртнӑ вырӑна пылчӑк ҫӑрса ҫитнине пӑхмасӑр слет чунра ҫав тери ырӑ йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех