Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чернявкина (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анна Чернявкина, ӑна алсиш парса, кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ:

Анна Чернявкина, подавая ему варежки, спросила недовольным голосом:

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗрле Анна Чернявкина ҫурчӗ патӗнче кӑшкӑрашни, пӑшал перкелени илтӗнчӗ.

Вечером около дома Анны Чернявкиной послышались крики и выстрелы.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Полицайсем ҫӗр каҫма Анна Чернявкина ҫуртӗнче чарӑнчӗҫ.

На ночевку полицаи остановились в доме Анны Чернявкиной.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта вара, Чернявкина килӗнче урай варринчи шӑннӑ лапӑрчӑк кӳлленчӗкӗ ҫине пӑхса ларнӑ хушӑра, Гобельман сӗннипе килӗшсе Болотнӑя куҫма шутласа хучӗ.

И здесь, в доме Чернявкиной, смотря на застывшую грязную лужу, Лозневой твердо и бесповоротно решил принять предложение Гобельмана и уехать в Болотное.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паян ҫутӑлас умӗн кӳршӗри ял полицайӗпе Анна Чернявкина Болотнӑя ни чӗрӗ, ни вилӗ мар килсе кӗнӗ.

Сегодня перед рассветом Анна Чернявкина вместе с полицаем из соседней деревни приехала в Болотное ни жива ни мертва.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой ҫакӑн хыҫҫӑн Анна Чернявкина патне кайрӗ.

Лозневой отправился в дом Анны Чернявкиной.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ольховецсем комендатура еннелле утнӑ вӑхӑтра Крылатовпа Костя пӗр ушкӑн партизан ертсе, Бояркин хушнипе Анна Чернявкина патне чупрӗҫ.

Пока ольховцы шли в сторону комендатуры, Крылатов и Костя, ведя отряд партизан, по приказу Бояркина бежали к Анне Чернявкиной.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийкӑпа Фая, шурӑмпуҫпех отряда тухса кайнӑ пирки, Лозневой Чернявкина патне пурӑнма куҫни ҫинчен пӗлме ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа та ун ҫинчен Бояркина астутарма та пултарайман.

Уходя на рассвете в отряд, Марийка и Фая не успели узнать, что Лозневой накануне поздним вечером перешел к Чернявкиной, и поэтому не могли предупредить Бояркина.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Чылай ҫӗрле Лозневой Анна Чернявкина патне пурӑнма куҫрӗ.

…Поздно вечером Лозневой перешел жить к Анне Чернявкиной.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Крыльца ҫинче ула ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Анна Чернявкина тӑрать, вӑл тутӑрсӑрах, тӑнлавӗ тӗлӗнчи хӗрлӗ кӑтрисене лӑпкӑ ҫил вӗҫтерет.

Анна Чернявкина стояла на крыльце в пестром ситцевом платье с непокрытой головой, от легкого ветерка у ее висков шевелились рыжие кудряшки.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийкӑпа курнӑҫассинчен пӑрӑнма ӑна йывӑр пулман: мӗншӗн те пулин кайма тӗл килсен, Макариха патне Лозневой яланах Ефим Чернявкина янӑ, хӑй нихҫан та вӗсен ҫывӑхӗнче курӑнман.

Избегать встреч с Марийкой было не трудно: если требовалось, Лозневой всегда направлял в дом Макарихи Ефима Чернявкина, а сам никогда не появлялся даже поблизости.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял тулашӗнче Анна Чернявкина ҫапах та шӑппӑн йӗрсе илчӗ, анчах упӑшкинчен уйрӑлнипе хуйхӑрса мар, пытарма каякансем питӗ сахал пулни ӑна тата ытларах хӑратса пӑрахнӑ.

У околицы Анна Чернявкина все же тихонько заплакала, но не от горечи расставания с мужем, а оттого, что ей стало еще страшнее, когда она увидела малолюдную похоронную процессию.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ефим Чернявкина масар ҫине ӑсатма никам та килмерӗ.

Никто не пришел провожать Ефима Чернявкина.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗрле, упӑшки сасартӑк вилни ҫинчен пӗлсен, Анна Чернявкина, тӑнлавӗсем тӗлӗнче кӑтраланса тӑракан хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, симӗс куҫлӑ, вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗ хӗрарӑм, кӑшкӑрса макӑрса ячӗ, йынӑшрӗ, кайӑк хӑвалакан йытӑ пек уларӗ.

Ночью, узнав о внезапной смерти мужа, Анна Чернявкина, женщина лет тридцати, рыжеватая, с завитушками у висков и зелеными глазами на курносом игривом лице, так заголосила, что тошно было слушать.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта нумай пулмасть Чернявкина пула вӗлернӗ Осип Михайловича пытарнӑ, халь акӑ Чернявкинӑн хӑйӗн те унран инҫех мар выртмалла…

Здесь недавно был похоронен Осип Михайлович, преданный Чернявкиным, а теперь недалеко от него должен был лежать и сам Чернявкин…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта каякан ҫула юр шӑлса лартнӑ, ҫавӑнпа та Чернявкина ял тулашӗнче, ҫурҫӗр енче пытарма шутларӗҫ.

Дорогу на кладбище замело, и поэтому решено было хоронить Чернявкина за северной околицей деревни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан Квейс паянах, Чернявкина пытарнӑ хыҫҫӑн, Лозневойӑн нимӗҫ салтакӗсемпе пӗрле нимӗҫ ҫарӗ валли ӑшӑ тумтир пуҫтарма тытӑнмалли ҫинчен пӗлтерчӗ.

Затем Квейс объявил, что сегодня же, после похорон Чернявкина, Лозневой совместно с немецкими солдатами должен начать сбор теплых вещей для немецкой армии.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кирлӗ мар! — Квейс питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль мӗнле юхнине туса кӑтартрӗ, вӑл Лозневой Чернявкина хӗрхеннипе макӑрма хатӗрленнӗ тесе шутларӗ.

Не надо! — Квейс показал, как текут по щекам слезы, думая, что Лозневой готов заплакать от жалости к Чернявкину.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн Чернявкина хӗрхенмелле ӗнтӗ: вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫе чӗререн тӑрӑшса турӗ.

А ведь ему стоило бы пожалеть Чернявкина: он был предан и верен своей службе.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чернявкина айккинерех сӗтӗрсе пӑрахмалла, е ун урлӑ каҫса иртмелле.

Надо было оттащить Чернявкина от порога или шагать через него.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех