Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ферма ҫурчӗсене Кабир улӑм вырӑнне хӑмапа виттернӗ, вӗсем халь урамран тем вӑрӑмӑш вӗрҫӗнӗ пӳртсем пек курӑнаҫҫӗ; хапхапа юнашарах ҫуна-урапа лартма тепӗр пысӑк мар сарай тунӑ; тырӑ кӗлечӗ унчченхиех, — ӑна тахҫанах сӳтсе юсама вӑхӑт ӗнтӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавӑ кукӑр патаккипе унталла-кунталла тӗлли-паллисӗр тӗккелесе урамран урама ҫӳрет.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрса тухса кайнӑ-кайманах вӑл хӗрне урамран чӗнсе кӗртрӗ те ӑна хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен хавхаланса каласа кӑтартма тапратрӗ.
6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Фармакологи кафедри Арск хирӗнчи ҫуртраччӗ, Эльгеев пурӑнакан урамран икӗ ҫухрӑмра.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫак самантра ҫӳлти урамран Мясниковпа Кантрак Евленӗ тата Кӗпӗрьянпа Трихвӑн анатчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Урамран путсӗр Ахваниҫ пырса кӗнӗ чух вӑл пӑлхавҫӑсене хирӗҫ тӑма та хатӗрччӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Мӗн ачашласа тӑран, тыт мӑйӗнчен! — ҫухӑрса ячӗ тем хушӑра урамран вирхӗнсе кӗнӗ асар-писер этем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ахтупай хӗрелсе кайса ӑна хирӗҫлеме тӑчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра хапха уҫӑлчӗ те, урамран юлан утпа Нухрат кӗнине курса, Тукай ӑна хирӗҫ утрӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ну, ӑҫта ҫухалтӑн эс, Ваҫҫа? — чӗнчӗ Валькка ҫав самантра урамран.
8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Георгиевски урамран юланутлӑ хӗрлӗ гвардеецсем ыткӑнса тухрӗҫ, контрреволюционерсене чӑл-пар сапаласа ячӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫамрӑксем пӗр урамран тепӗр урама кая-кая ҫӳренӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Урамран ямшӑк шӑнкӑравӗ сасси илтӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Урамран пӑхсан — параднӑй крыльцаллӑ, алӑкне уҫсан — пӗлӗт курӑнакан хушӑ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫыру вӗҫне ал пусмалли ҫеҫ юлнӑччӗ, сасартӑк урамран ача ҫухӑрни тата ҫынсем кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— «Култар-ха тата, култар!» — кӑшкӑраҫҫӗ ҫамрӑк ачасем урамран.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӗ ку граммофон ача-пӑчасене тем тӗрлӗ савӑнтарать: «Кантӑка уҫ-ха, Коля, крамахвун каласа кӑтарт!» — час-часах кӑшкӑраҫҫӗ урамран шӑкӑр-макӑрсем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах та, ӑна кӑштах пӗлнӗ май, ҫав кӑтартусем вырӑнлӑ та витӗмлӗ пуласси мана иккӗлентермест; ҫакна эпир урамран курнипе — хӗрарӑмӑн чӳречене ирхи сад пахчинелле уҫакан аллисен хусканӑвӗсемпе — танлаштарма юрать-тӗр.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Диван хӑлӑпӗсене пӳрнисемпе шаккакалать, унтан Гез ҫине пылчӑклӑ урамран асӑрхануллӑн каҫнӑ чухнехилле пӑхса питне пӗркелентерчӗ те куҫӗсене айккинелле пӑрчӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эверкки пӗчӗк чухне пӗр урамран саккӑрӑн-тӑххӑрӑн пӗр класра вӗренетчӗҫ вӗсем.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫак урамран чул сарнӑ ҫул ҫине тухсан каллех кӑнтӑрлахи кӗрлевпе ҫӗрлехи ҫутта лекрӗм те сулахаялла пӑрӑнтӑм, ӑшӑмри темӗнле тӗшмӗртӳ мана эпӗ малтан тата кайран утнӑ икӗ ҫул кӗтесӗн вӗҫне ҫитме хистет.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.