Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аллӑ тенкӗ! — татса хучӗ лаша хуҫи.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗлетӗп… — урӑх сӑмах тупайман енне татса хучӗ вӑл, икӗ куҫӗнчен куҫҫуль юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, кӑна тӗрӗс каламарӑн эсӗ, Илья Никонорович, — хумханнине аран пытарса татса хучӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, йӑнӑшатӑр! — татса хучӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗнӗ тырра ҫитет-и е ҫитмест-и, куҫ курӗ унта, халь мӗн пуррипе пулӑшас! — татса каларӗ те Наҫтик пуҫламан ҫӑкӑр илсе хӗрне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм ыйтӑва лӑпка тата меллӗ майпа татса пама май килӗ.

Все задачи получится решить очень спокойно и в удобном темпе.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вырсарникун килти пухӑннӑ чылай ыйтӑва татса пама пултаратӑр.

В воскресенье вам удастся решить большую часть наболевших домашних проблем.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫлӗ ыйтусене татса панӑ чухне шалти сасса итлӗр.

В решении деловых вопросов больше полагайтесь на интуицию.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама, пысӑк япала туянма лайӑх вӑхӑт. пултарулӑх профессийӗн ҫыннисене ӑнӑҫу кӗтет.

Благоприятное время для операций с недвижимостью и крупных покупок. Звёзды благосклонны к представителям творческих профессий.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таня, икӗ Володя та — сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха татса пама тӑрӑшакансем — лӑпкӑн лараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хохол килӗшмест, ҫак ыйтӑва вӑй виҫсе татса пама сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ те васкамасӑр, сӑмахсене татса, хамӑр камсем пулнине, шалта мӗнле хӗрсем ларнине, кунта экспедицире мӗн тӗллевпе ҫӳренине уҫӑмлӑн ӑнлантарса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Малтан арҫынсем пӗрпӗринпе сӑмах татса алӑ тытнӑ та мӑкӑрич ӗҫнӗ, каярах вӗллине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Вӗсемех тата мафи ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынна илнӗ чухне ун умне тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратса вӗсене мӗнле татса пама пултарнине сӑнаса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Амӑшӗн тӗслӗхӗпе хӗр ҫулла армути татса типӗтет, ӑна типӗ хутаҫра тытать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сирӗн — тупӑнмаллах, пӗр-пӗриншӗн тупӑнмалла, — татса хучӗ Васелиса Петровна хӗре телейлӗ тӑвас тӗллевпе.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Виталие ӗнер аслӑ агроном района ҫитсе вӑл-ку ыйтӑва татса пама хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗлӗтрен ҫӗре ҫити юпан-юпан ялтӑртатакан ҫиҫӗмрен, ҫурт-йӗре кисретекен аслатирен шикленсе чӳрече умӗнче ҫут ҫанталӑк вӑйӗнчен тӗлӗнсе тӑнӑ хыҫҫӑн ача сӗтел хушшине кайса ларчӗ, тетрадьрен шурӑ хут листи татса илчӗ те ручка тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Калаҫмалли, татса памалли тем чухлех ҫамрӑксен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Улюк алӑри хунарпа умри ҫула ҫутатнӑ май сукмак хӗрринчи ҫеҫкери утмӑлтурата асӑрхать, ӑна татса Улькана тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех