Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Социаллӑ инфратытӑм халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсем тата ҫум территорисем тавра йӗркеленет, ҫакӑ халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне комплекслӑн ӳстермелли ыйтусене татса пама пулӑшать.

Социальная инфраструктура будет строиться вокруг опорных населенных пунктов и прилегающих территорий, что направлено на комплексное решение вопросов повышения качества жизни населения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Асӑннӑ ыйтӑва татса пама муниципалитетсен чи малтанах ҫӗр ресурсӗсем ҫинчен калакан даннӑйсене ҫӗнетмелли ӗҫе вӗҫлемелле, тӗрлӗ класлӑ тата категориллӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума кирлӗ документсене йӗркелесе ҫитермелле тата туса хатӗрлемелле.

Для решения данной задачи муниципалитетам прежде всего надо завершить работу по актуализации данных о земельных ресурсах, сформировать и подготовить необходимые документы для возможного строительства жилья различного класса и категорий.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫийӗнчен ку енӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпе тухса тӑма пултаракан ыйтусене татса памашкӑн резерв фондӗнче те укҫа ҫителӗклӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ҫакӑ икӗ хула хушшинчи пассажирсен ҫӳревӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Ҫивӗч ыйтусене ырана хӑвармасӑр халех татса памалла — «эпир пулӑшӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те ҫийӗнчех татса парассишӗн вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Паян пирӗн пурнӑҫ ыйтнине тишкерсе, патшалӑх службинче тӑрӑшакансен ҫынсене пулӑшмалла, вӗсен ыйтӑвӗсене татса парассишӗн ӗҫлесе пымалла, ӑна халӗ пур программӑсенче те кашни ӗҫченӗн ӗҫ критерийӗсенчен пӗри тесе палӑртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Сӑртлӑ ландшафтпа час-часах пулса иртекен ҫӗр чӗтренӗвӗсем те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ, чуллӑ тӑвайккисенче ӗҫлекен инженерсем вӗсене татса пама тивнӗ.

Холмистый ландшафт и высокая сейсмичность были одними из других проблем, с которыми сталкиваются инженеры, работающие на скалистых склонах.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Тилли итлесе выртать; Мӑнтарӑнсем, ӑш ыйхине татса, Канаш тӑваҫҫӗ иккӗш ерипен: «Хӑш ывӑла парар-ши салтака?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн поэтсем хӑйсен ҫултан ҫул тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗпе ҫак ыйтӑва тӗрӗс татса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах та яланах халӑхӑн илемлӗ ҫырулӑхӗнче чи пахи, чи кирли — халӑхӑн хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫне, унӑн куллен-кунхи ӗҫне-хӗлне, кӗрешӗвне, кӑмӑлӗ-ӗмӗчӗсене анлӑн сӑнласа паракан, кун-ҫулӑн тапхӑрӗ ыйтнине татса парса, этеме малалла чӗнекен ӗмӗрлӗхе юлмалла ӑста ҫырнӑ кӗнекесем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лай шухӑшӗпе килӗшӗллӗн, Тайваньре ҫамрӑк китайсене ӗҫлеме ирӗк парсан ку вырӑнти ҫамрӑксен пуласлӑхне ура хурать, мӗншӗн тесен капла туни «пулас тайвань ҫамрӑкӗсен шучӗпе Китайра ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панипе тан» пулать.

Лай заявил, что не стоит разрешать молодым китайцам работать на Тайване, потому что это означает «решить проблему с безработицей в Китае за счёт будущего тайваньской молодёжи».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗршывра ӗҫлекенсем ҫитменнин ыйтӑва татса парас ӗҫре мигрантсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Он также подчеркнул важность мигрантов в решении проблемы нехватки рабочих рук в стране.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Кӑҫал Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене нумай ҫул пӑшӑрхантарнӑ шыв ыйтӑвне татса пама май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Анчах та вӗсене темӗнле тӑрӑшсан та пурне те пӗр харӑс татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Анчах та территори уйрӑмӗсенчи ялсенче куллен сиксе тухакан ыйтусене те татса памалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫитес ҫул шкул тума пуҫлас ыйтӑва татса парасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫак енӗпе нумай йывӑрлӑх пулчӗ пулин те, ку ыйтӑва хальлӗхе татса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Пӗрлехи вӑйпа ҫак тата ытти ыйтусене те татса пама май пуласси иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ыйтӑва пуҫарулӑх бюджечӗн мелӗпе татса пама йӳнех мар.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех