Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур енчен те сасӑсем янӑраҫҫӗ: «Сталин юлташа урра!» «Сталин юлташ сывӑ пултӑр!» «Аслӑ Сталин сывӑ пултӑр!» «Аслӑ гение — Сталин юлташа урра!» «Виват!» «Рот фронт!» «Сталин юлташа мухтав!»
И. В. Сталин ССР Союзӗн конституци проекчӗ ҫинчен Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съезӗнче 1936 ҫ. ноябӗрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Хаҫатсенче те, лозунгсенче те, илемлӗ плакатсем ҫинче те — пур ҫӗрте те Сталин ячӗ айӗнче Сергей хӑйӗн ятне Сталин портречӗпе юнашар хӑй портретне курнӑ, Сталин ӑна темле ҫӗнӗ те пысӑк пурнӑҫа илсе кӗрсе ҫапла каланӑ пек туйӑннӑ: «Рощенски округра ҫынсем сана палличчен, хӑнӑхиччен, сана юратиччен анчах пӗрле пулӑп эпӗ, вара эсӗ кунта хӑвах ӗҫле…»
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
1930 ҫулта Ошьяра Сталин ятлӑ колхоз йӗркеленнӗ, 1951 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче вӑл пысӑкланнӑ (Сталин ятли, «Заветы Ильича», «Первомайка» тата «Фронтовик» ял хуҫалӑх эртелӗсем пӗрлешнӗ), 1961 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче колхоз Ильич ятлӑ пулса тӑнӑ.
Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F
«Кӗске курс» — тӑваттӑмӗш сыпӑк, «пире Сталин юлташ вӗрентнӗ пек», «Сталин юлташӑн генилле ӗҫӗнче…»
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сталин, Сталин!..
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Темиҫе партизан Сталин юлташӑн доклачӗпе приказне алӑпах ҫӗнӗрен хут ҫине куҫарса ҫырчӗҫ те, ирхине вара пирӗн ҫынсем Сталин сӑмахӗсене хуторсемпе ялсем тӑрӑх илсе кайрӗҫ.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Акӑ вӑл, Сталин юлташӑн генилле планӗ, Олевск — Сарны районне рейда тухасси ҫинчен Сталин юлташ пире август уйӑхӗнчех, хӑй пире Кремльре йышӑннӑ чухнех канаш панӑччӗ.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Сталин юлташпа калаҫни тата пире рейда тухма хушса Сталин юлташ хӑй приказ пани (вӑл приказа эпӗ Мускавран тухас умӗн алӑ пусса вуларӑм) ман шухӑшӑма тата тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.
Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир сапёрсем, пӑшалпа пеме пире сайра хутра кӑна тӗл килни ҫинчен эпӗ сире каласа патӑм ӗнтӗ, — ҫапах та ҫак хулана килсен савӑнтӑм, Сталин ячӗпе хисепленсе тӑракан хулана, Сталин хӑй сыхланӑскере, эпир те сыхлатпӑр-ҫке-ха.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Сталин хӑй Малика пӗлет иккен, Малика мухтать, Малика Мускавран Ылтӑн Ҫӑлтӑр ярса панӑ, халӗ Малик окопсем тӑрӑх Сталин сӑмахӗсене илсе ҫӳрет, унӑн сӑмахне пур халӑх салтакӗ тӗ ӑнланать, мӗншӗн тесен ҫав сӑмах вӗсен чунне кӗрсе вырнаҫать, тесе юрлать.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Пур фронтсенче те салтаксем хушшинче Сталин килнӗ текен легендӑсем ҫӳренӗ; фронтӑн пӗр-пӗр участокӗнче мӗн тери йывӑртарах пулнӑ, ҫынсем Сталин хӑйсемпе пӗрле пулнине ҫавӑн чул ҫирӗпрех ӗненнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сталин юлташпа тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнине, Сталин юлташ Архангельск портне пушатас ыйтӑва хускатнине аса илӗр-ха.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сталин биографипе паллашнӑ май Тимофей Ильичпа Ниловна хӑйсен иртнӗ пурнӑҫне аса илнӗ, Сталин пурнӑҫӗпе юнашар хӑйсен пурнӑҫне курма темле питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ вӗсене…Знакомясь с биографией Сталина, Тимофей Ильич и Ниловна невольно вспоминали пережитое…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак канаша йышӑнса, Юргин хуллен кӑна куҫӗсене хупса илчӗ, анчах ҫавӑнтах Сталин ҫине тепӗр хут пӑхса, ӑна хӑй енелле пӗшкӗнме ыйтрӗ, унтан, Сталин унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерсен: — Час пулать-и? — тесе ыйтрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«В. И. Ленинпа И. В. Сталин 24 ҫул каялла (1917) И. В. Сталин ҫырса хатӗрленӗ «Россия халӑх правин Декларацине алӑ пуснӑ».
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ленин пурнӑҫне эпир ҫуркуннех вӗренсе пӗлтӗмӗр, акӑ пӗр уйӑх ытла ӗнтӗ Сталин юлташӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вӗренетпӗр, анчах пирӗн «Красный кавалерист» колхозра пурне те пире Ленинпа Сталин вӗрентнӗ пек тӑваҫҫӗ-и-ха?
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен вӑл хӑй бригадӑри парторг пулнипе хӑйшӗн ҫеҫ мар, ҫынсемшӗн те ответлӑ пулнине туйса тӑни ӑна канӑҫ паман; тен, вӑтӑрмӗш ҫултан пуҫласа нумай ҫул хушши ӗнтӗ вӑл хӑй ӑшӗнче Сталин ҫинчен шухӑшланипе паян ҫав шухӑшсем ун патне пӗтӗмпех пӗрле килсе ҫитни ӑшчикне хумхантарнӑ; тен пӗтӗм айӑпӗ те Варвара Сергеевна, ыттисем пек вулани тӑрӑх, кружокра мӗн илтни тӑрӑх ҫеҫ ответлеме пӗлменнинче пулнӑ; Ленинпа Сталин пурнӑҫӗсем ҫинчен каланӑ чухне вӑл кашни хутрах хӑйсен колхозӗ ҫинчен те каланӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Зябрев Сталин юлташа сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӗсем ҫак самантра хӑйсен умӗнче Сталин юлташа Мускавра куракан телейлӗ ҫынсен сассисемпе хутшӑнса «урра» кӑшкӑрса ячӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ватӑ туркменсем Георгий пиччене питӗ хисеплетчӗҫ, вӑл Сталин ҫынни, Сталин ӑна пушӑ хире шыв кӳме янӑ тетчӗҫ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
1930-мӗш ҫулсенчен пуҫласа 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗччен университет Сталин ячӗпе хисепленнӗ.С 1930-х до начала 1960-х годов университет носил имя Сталина.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97