Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сталин сăмах пирĕн базăра пур.
Сталин (тĕпĕ: Сталин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗшлӗ-хывӑхлӑ, сӑсӑллӑ, мӑянлӑ ҫӑкӑр, шӗшкӗ кӑчки пашалӑвӗ, «Сталин икерчи», ҫӗрӗк ҫӗрулми, йӗлме хуппи, ҫуркунне-ҫулла серте-пултӑрантан пӗҫернӗ симӗс апат-яшка, майра, качака, пир, пултӑран кӗпҫи, кӑмӑслӑх, кашкӑр ути — акӑ мӗн ҫисе ӳсрӗҫ (хӑшӗ-пӗри выҫӑпа та шыҫрӗ) кипкери, амӑшӗн кӗпи аркинчен ҫакланса ҫӳрекен е тяптяп ҫулӗсенчи вӑрҫӑ ачисем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун ҫамкине «Сывӑ пултӑр Октябрьти социализмла Аслӑ революци 13 ҫул тултарни!» тесе ҫырса ҫакнӑ, В. И. Ленинпа И. В. Сталин портречӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑрӑм шертесем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ.

Кстати, как пишут на форуму «На связи», в 2014 году в России около 30 улиц носили имя Иосифа Сталина.

Шупашкарти урама Сталин ятне пама сӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33535.html

Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ.

К примеру, проспект Ленина ранее был проспектом Сталина.

Шупашкарти урама Сталин ятне пама сӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33535.html

КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ.

Депутат от КПРФ Александр Андреев выступил с предложением к администрации города Чебоксары назвать одну из улиц города именем Иосифа Сталина.

Шупашкарти урама Сталин ятне пама сӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33535.html

Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Сталин венгрсенчен нумайӑшне килӗшмен режим туса хуни пирки тавлашса ҫӗнтереес ҫук-тӑр.

Вряд ли можно оспорить, что после Победы Сталин установил неприятный для большинства венгров режим.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Вӑхӑт ҫитсен, Хӗрлӗ Ҫар, Сталин ертсе пынипе, Пӗтӗм халӑх пулӑшса Хӑват парса тӑнипе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вӑл ялта революци туни пулчӗ, Сталин юлташ ӑна Октябрь революцийӗпе танлаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Варлӑха тӗрӗслесе пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсем радиопа Сталин приказне итлерӗҫ — пирӗн ҫарсем нимӗҫ ҫӗрӗ ҫинчи пысӑк хулана илнӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Уралта пысӑк домна кӑмаки туса пӗтернӗ, ҫавӑн ҫинчен рабочисем Сталин юлташа рапорт параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак паянхи хаҫатра Сталин юлташ патне янӑ пӗр телеграммӑна пичетленӗ, — хаҫатне сарчӗ Куҫма.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сталин телеграмми!..

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илтӗм — Сталин телеграмми!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сталин та хут ярать иккен ӑна…

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Танк илме укҫа панӑшӑн Кӑтра Михалана Сталин тав тунӑ тетӗп, — терӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала патне Сталин телеграмма янӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сталин ун ҫине тӑванла ӑшшӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗтел хушшинче ларакан Михалан ӗненес те килмерӗ: чӑнах та ун ҫырӑвӗ Сталин патнех кайӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хаклӑран та хаклӑ ҫулпуҫ Сталин юлташ!

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Мускав, Кремль, Верховный Главнокомандующине Иосиф Виссарионович Сталин юлташа.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех