Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗррехинче сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗррехинче (тĕпĕ: пӗррехинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче парнелӗх шӑпах ҫавнашкаллине туяннӑччӗ те вӑрӑм ҫула кӗскетсе кӗнекепе паллашрӑм.

Однажды я купила в качестве подарок именно такую и, чтобы коротать время пока едем, ознакомилась с книгой.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗррехинче пӗчӗкскерӗн аллине Александр Гринӑн «Хӗрлӗ парӑс» кӗнеки лекнӗ.

Однажды в руки малышке попала книга Александра Грина "Алые паруса".

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗррехинче вара ҫемье «консилиумӗнче» ача усрава илес текен шухӑш ҫуралнӑ хыҫҫӑнах, Татьяна Николаевна калашле, Узалуковсенчен телейлӗ ҫын та пулман.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

«Пӗррехинче пӳрнене хуҫнӑччӗ, чӗркуҫҫие, урана сиенлетнӗ самантсем те пулнӑ», – иртнине куҫ умне кӑларать шкул ачи.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пӗррехинче хытах чирлерӗм, ниепле те сывалса пӗтейместӗп.

Однажды сильно заболел, никак не могу выздороветь.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Пӗррехинче чӑтаймарӑм: «Атя пӗрле пурӑнса пӑхатпӑр», - терӗм.

Однажды не выдержал и сказал: "Давай попробуем жить вместе".

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Ун пек пулӑшаканни, — кам иккенне пӗлтермешкӗн те вӑхӑт ӗнтӗ, — тухтӑра чи малтанхи хут хупсассӑнах Марко бая вӑрттӑн пулӑшма пултарнӑскер, ватӑ бей арӑмӗ пулчӗ (вӑлах пулма кирлӗ иккенне Ровоама хаджи пӗррехинче каҫхи кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра тӗшмӗртсе илес пек шухӑш тытнӑччӗ).

Этим союзником, — пора уже нам назвать его, — тайно помогавшим Марко освободить доктора и после первого ареста, была (как правильно догадалась однажды Хаджи Ровоама посреди вечерней молитвы) жена старого бея.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать.

С каждой, встречей он открывал новые прекрасные черты в душе этой девушки и, проснувшись однажды утром, понял, что любит ее.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗррехинче Левский хӑй ун патӗнче каҫ выртнӑ имӗш.

Однажды у нее ночевал сам Левский.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тахҫан вӑл хӗрарӑм мӑнастирне пӑхакан игуменйӑ пулнӑ, анчах пӗррехинче, мӑнастир «республикинче» «пӑлхану» хускатса ярсан, ӑна вырӑнтан кӑларттарнӑ пулнӑ та, авторитечӗ тесен халиччен те тытӑнса тӑрать-ха.

Когда-то она была игуменьей, но ее свергли во время одного «восстания» в монастырской «республике»; однако ее авторитет был непоколебим до сих пор.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганкон тата тухтӑра ҫилле хывни те пур-ха, пӗррехинче тухтӑрӑн вун икӗ курка кофӗшӗн укҫа тӳлемелле пулнӑ та, ҫавна вӑл чиртен сипленӗшӗн пултӑр тенӗ иккен.

А у Ганко, кроме того, был зуб на доктора, который однажды потребовал списать с его счета стоимость двенадцати чашек кофе взамен гонорара за визит.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ пӗррехинче Бьюмонт пыман.

Но вот однажды прошел вечер, Бьюмонта нет.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче Катерина Васильевнӑн вӑл Бьюмонтшӑн тӑрӑшнине кӑтартакан япала пулса иртнӗ, анчах мӗнпе пӗтнӗ-ха вӑл!

Был один случай, в котором выказалась со стороны Катерины Васильевны заботливость о Бьюмонте, но как же и кончился этот случай!

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Агент хӑйне ҫапла пӑхассинчен пӑрӑннӑ, апатланма кайма вӑрахчен килӗшмен; анчах пӗррехинче, общество правленийӗпе питӗ вӑрахчен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ывӑннӑскер, выҫса ҫитнӗскер, вӑл ҫав пусмаранах кӗрсе ҫӳрекен Полозов патне апатланма кайма килӗшнӗ.

Агент сторонился от ухаживаний и долго отказывался от обедов; но однажды, слишком долго засидевшись в переговорах с правлением общества, уставши и проголодавшись, согласился пойти обедать к Полозову, жившему на той же лестнице.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Полозов пӗррехинче шӑпах ӑна вичкӗн сӑмах каласа хунӑ, Соловцов вара унпа тивӗҫлӗн те салхуллӑн уйрӑлнӑ та вӗсем патӗнче пулма пӑрахнӑ.

Полозов раз как-то сказал ему колкость, Соловцов с достоинством и печалью в лице простился с ним, перестал бывать.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Савнӑ тусӑм» оперӑна пыни вӑл, паллах, ыйту кӑларса тӑратмасть: Вера ӑна пӗррехинче «манпа пӗрле ытларах пул-ха» тенӗренпе вӑл хуть те ӑҫта та арӑмӗпе пӗрле ҫӳрет, — ҫавӑнтанпа вӑл ӑна нихҫан та манман, апла пулсан, вӑл пыни ӗнтӗ нимех те мар, ку вӑл пӗр ҫакна ҫеҫ, Лопухов ырӑ кӑмӑллине тата ӑна юратмаллине ҫеҫ, пӗлтерет, ку вӑл пӗтӗмпех ҫапла, анчах Кирсанов ҫак сӑлтава пӗлмест-ҫке-ха, мӗншӗн Вера Павловна майлӑ пулмарӗ-ха вӑл?

То, что миленький все-таки едет, это, конечно, не возбуждает вопроса: ведь он повсюду провожает жену с той поры, как она раз его попросила: «Отдавай мне больше времени», — с той поры никогда не забывал этого, стало быть, ничего, что он едет, это значит все только одно и то же, что он добрый и что его надобно любить, все так, но ведь Кирсанов не знает этой причины, почему ж он не поддержал мнения Веры Павловны?

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче вырсарникун, — ку вӑл ҫуллахи кунсем вӗҫленсе пынӑ вӑхӑталла пулчӗ, — хӗрсем хула тулашне тухса уҫӑлса ҫӳреме шутларӗҫ.

Однажды, — это было уже под конец лета, — девушки собрались, по обыкновению, в воскресенье на загородную прогулку.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мастерскойри хӗрсене Вера Павловна пӗррехинче кӑна вӗсемшӗн ҫепӗҫ пулман пек туйӑнчӗ: качча тухнӑ чухне пӗр хӗр ӑна хӑйӗн хӑйматлӑх амӑшӗ пулма ыйтрӗ, анчах Вера Павловна килӗшмерӗ, унтан тепри ыйтрӗ, — вӑл каллех килӗшмерӗ.

Одно только сначала казалось мастерской неделикатно со стороны Веры Павловны: первая невеста просила ее быть посаженою матерью и не упросила; вторая тоже просила и не упросила.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче Сашенька ҫӗрле урампа утса пынӑ.

Однажды Сашенька шла по улице, довольно поздно.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче, чей ӗҫсе ларнӑ чухне, Марья Алексевна: пуҫ ыратма пуҫларӗ, терӗ; вӑл стакансем ҫине чей тултарчӗ те, сахӑр суланчине питӗрсе, спальнӑна вырӑн ҫине кайса выртрӗ.

Однажды Марья Алексевна сказала за чаем, что у нее разболелась голова; разлив чай и заперев сахарницу, ушла и улеглась.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех