Шырав
Шырав ĕçĕ:
Олоферна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Вара пӗтӗм вӑйран икӗ хутчен Олоферна мӑйӗнчен хӗҫпе сулнӑ та унӑн пуҫне касса илнӗ, 9. унтан унӑн кӳлепине вырӑн ҫинчен ҫӗре пӑрахнӑ та юпаран ҫакӑнса тӑракан чаршава сӳсе илнӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан вӑл Олоферн вырӑнӗ пуҫӗнчи пӗчӗк юпа патне пырса унта ҫакӑнса тӑракан хӗҫе, Олоферн хӗҫне, илнӗ те 7. каялла вырӑн патне пырса Олоферна ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ та каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! мана ҫак кун тӗрек парсамччӗ! тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫак сӑмахсем Олоферна тата унӑн тарҫисене пурне те килӗшнӗ, вара вӑл хӑйне мӗнле канаш панӑ, ҫавӑн пек тума шут тытнӑ.16. Понравились эти слова их Олоферну и всем слугам его, и он решил поступить так, как они сказали.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Олоферна, Ассири ҫарӗн ҫулпуҫне, Израиль халӑхӗ вӑрҫа хатӗрленни ҫинчен систернӗ: вӗсем ӗнтӗ ту-сӑртлӑ ҫӗршыва кӗмелли вырӑнсене питӗрсе лартнӑ, ҫӳллӗ тусен кашни тӑррине хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, айлӑмри ҫулсене картланӑ, тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1