Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Невски (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳресчӗ унӑн Невски тӑрӑх папаха тӑхӑнса, вӑхӑтра чеҫ парайманнисене тӑн кӗртесчӗ, кинона билет черетсӗр илесчӗ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уйрӑмах шурӑ каҫсенче Невски проспект хитре, вӑл ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ те, хӑйӗн ирӗклӗхӗпе ятарласах чунри шухӑш-туйӑмсен анлӑ вӗҫевне тата сарма пулӑшасшӑн пек, — сарлака.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мещеряковпа пӗрле вӗрентсе пурӑннӑ Невски застава хыҫӗнчи рабочисен шкулне те ырӑпа асӑнатчӗ Н. К. Крупская.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Мӗн каласан та, Невски урамра шуцман тӑнинчен намӑс пек туйӑнать!

Что там ни говори, — шуцман на Невском: унизительно как будто!

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кантрапа хитрелетсе пӗтернӗ ҫар губернаторӗ, шӑлса тасатнӑ Невски урамӗ тӑрӑх автомобильпе вӗҫтерсе иртӗччӗ; булочнӑйсенче, колбаснӑйсенче, пивнойсенче — кантӑксем ҫутӑлса йӑлтӑртатма пуҫлӗччӗҫ.

Военный губернатор, с золотыми жгутами на плечах, пролетел бы в автомобиле по расчищенному Невскому, и засветились бы окна в булочных, в колбасных и в пивных.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Невски проспектра, кӑпӑш юр ҫийӗпе кукӑр-макӑрӑн авкаланса выртакан, хӑшпӗр тӗлте урлӑ урамсене пӑрӑнса кӗрекен сукмаксем тӑрӑх пӗр-пӗр сухаллӑ господин, пасарса ларнӑ тумтир ҫухине тӑратса янӑскер, иртсе каять.

По Невскому проспекту, по извилистым тропинкам, протоптанным в пушистом снегу, сворачивающим в поперечные улицы, проходил какой-нибудь бородатый господин, поставив заиндевелый воротник.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тата Невски проспектри салтаксем пак хӗвелҫаврӑнӑш та шӗкӗлчемеҫҫӗ.

И не лузгали семечек, как солдаты на Невском.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл Мойка урамӗнче, Невски проспект ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ.

Помещалась она на Мойке, у самого Невского проспекта.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Надежда Константиновна конкӑна кӗтме Невски проспектне каялла таврӑнать.

Надежда Константиновна вернулась назад, на Невский, ждать конку.

«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӑй Надежда Константиновнӑна Невски проспекчӗ тӑрӑх хӑвӑртрах та хӑвӑртрах уттарма тытӑнать.

А сам всё быстрее вёл Надежду Константиновну по Невскому проспекту.

«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Надежда Константиновна, ӑна асӑрхасан, Невски урамнелле васкать.

Надежда Константиновна, увидев его, заспешила на Невский.

«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл Петербурга сахал пӗлет-ха, ҫавӑнпа пушӑ вӑхӑтра хӑйӗн Оля йӑмӑкӗпе Невски проспекчӗ тӑрӑх, ҫыран хӗррипе, Ҫуллахи сад тӑрӑх ҫӳреме, хулапа, чаплӑ керменсемпе, музейсемпе паллашма юратать.

Он ещё мало знал Петербург и в свободное время любил бродить с сестрой Олей по Невскому проспекту, набережным, Летнему саду, знакомиться с городом, великолепными дворцами, музеями.

Самарти кунсем-ҫулсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫав хурана эпир похода тухиччен Невски урамӗнчи спорт магазинӗнче туяннӑччӗ.

Мы купили его в спортивном, на Невском, перед походом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Пӗлетӗн-и эсӗ, Володя, эпӗ паян Невски фабрикинче ҫип арлакансем патӗнче сӑмах каларӑм, — пуҫларӗ Мария Ильинична, анчах Надежда Константиновна ш ш-ш! тесе юнаса илчӗ.

— Ты знаешь, Володя, я сегодня выступала у работниц на Невской бумагопрядильне, — начала было Мария Ильинична, но Надежда Константиновна угрожающе на нее зашикала.

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эпӗ ҫапла шутлаттӑм: халӑх асапланать, анчах эпӗ мӗншӗн-ха Невски проспект тӑрӑх ҫӳретӗп?

Мне просто думалось: если народ страдает, почему я хожу по Невскому проспекту?

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем хӑйсен аттисемпе Невски проспекта якатаҫҫӗ, шантансенче ӗҫсе супаҫҫӗ…

Они еще гранили сапогами Невский и пьянствовали по шантанам…

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Драницын, Фроловпа тата Андрейпе пӗрле Невски проспект тӑрӑх утса пынӑ май, ҫакӑн ҫинчен шухӑшлать.

Драницын думал об этом, шагая по Невскому проспекту вместе с Фроловым и Андреем.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ.

Так два малознакомых господина, встретившись на Невском, внезапно оскалят друг перед другом зубы, приторно съежат глаза, нос и щеки и тотчас же, миновав друг друга, принимают прежнее, равнодушное или угрюмое, большею частию геморроидальное выражение.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Невски проспект», — тенӗ вӑл, — тарӑн шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ ҫырнӑ произведени; ку вӑл пӗр пурнӑҫах икӗ енчен илсе кӑтартни пулать, ку вӑл чаплӑ япалапа кулӑшла япалана пӗр-пӗринпе юнашар лартни пулать.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Белинский «Невски проспекта» социальнӑй контрастсене лайӑх кӑтартнӑшӑн ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех