Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее; 29. Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ; 30. Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ.26. И взял их Навузардан, начальник телохранителей, и отвел их к царю Вавилонскому в Ривлу.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан унта иҫӗм ҫырли пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме чухӑн хура халӑха ҫеҫ хӑварнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ хӑш-пӗр чухӑнсене, Вавилон патши патне тарнӑ ҫынсене тата чӗрӗ юлнӑ ӑстасене пурне те тыткӑна илсе кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ, 13. вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, сӑнчӑрланӑ Иеремийӑна тыткӑна лекнӗ, Вавилона куҫарса каймалли халӑх хушшинче — Иерусалимпа Иудея ҫыннисем хушшинче — шыраса тупса Рама хулинчен ирӗке кӑларса янӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та 14. Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Питех те чухӑннисене сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан Иудея ҫӗрӗнчех хӑварнӑ, вӑл ҫавӑн чухнех вӗсене иҫӗм ҫырли пахчисемпе хирсем панӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑй патне тарса пынисене тата ытти ҫынсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилона куҫарса кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе ҫитернӗ.20. И взял их Навузардан, начальник телохранителей, и отвел их к царю Вавилонскому в Ривлу.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑйсен енне — Вавилон патши енне — тарса пынисене те, ытти тӗрлӗ халӑха та тыткӑна илсе кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1