Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мухтавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Мухтавлӑ (тĕпĕ: мухтавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ акцие воспитанниксен ҫемйисене гражданлӑхпа патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе пысӑк тӳпе хывма, хӑмӑр ҫӗршывшӑн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннишӗн мӑнаҫланма, ҫемьери воин-фронтовиксем ҫинчен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхӑн мухтавлӑ паттӑрла ӗҫӗсене асра тытма янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Нимӗҫ фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне паттӑр та хӑюллӑ пулнӑшӑн Порфирий Романова «Ҫапӑҫури мухтавлӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Михайловкӑри Александр Демьянович Леонтьев, февралӗн 27-мӗшӗнче мухтавлӑ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑскер, юнашар пурӑнакан ҫынсене вӑй-халӗпе тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Пӗлтӗр эпир хамӑрӑн мухтавлӑ ентешсен юбилей кунӗсене анлӑн паллӑ турӑмӑр.

В прошлом году мы широко отметили юбилейные даты наших выдающихся земляков.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Чи малтан - хамӑрӑн тӑван ҫӗршыврисене, вӗсене вӗренӳ процесне кӗртнӗ май: «Пушкин картти» программӑна тӗпе хурса, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн тавра курӑмне анлӑлатма, тепӗр енчен ҫамрӑксем пирӗн мухтавлӑ страницӑсем ҫинчен пӗлччӗр тесе, халӑхӑн йӑли-йӗрки, культура хаклӑхӗсене упрама вӗренсе пыччӗр тесе тӑрӑшмалла», - тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Иртнӗ ҫулсенче пирӗн писательсем пуринчен ытла хамӑр пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен, хамӑрпа тантӑш ӑру — коммунизм тӑвакансен мухтавлӑ ӑрӑвӗ — ҫинчен пайтах ҫӗнӗ произведенисем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Господин Янашов, эсир мухтавлӑ вӑрӑ-хурахсен аллине ҫаклантӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, пирӗн мухтавлӑ та таса ҫӑлаканӗ — христос ячӗпе ыйтатӑп: ман хуйхӑма чарса, саншӑн лӑпкӑн кӗлтумалла пултӑр тесе, ҫылӑха каҫарттарнӑ чухнехи пекех ним пытармасӑр каласа пар…

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ хам тусшӑн, мухтавлӑ паттӑршӑн, пилӗкҫӗр тенкӗ хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хали-мали Оглыпе тытӑҫса хӑйӗн мухтавлӑ ятне ӳкересшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман тус мухтавлӑ паттӑр — Тюрек Мурек Оглы ятлӑ, — малтан мӗн ят панине маннипе урӑхла каларӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашар ларакан хӗрарӑм умӗнче хӑвна мухтавлӑ тытрӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мухтавлӑ паттӑра хушса тӳлеме те пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мухтавлӑ Эллада ывӑлӗ-хӗрӗсем вӗҫен кайӑк тӗкӗсемпе, ҫӑмпа, ҫемҫе курӑкпа тултарнӑ минтерсемпе чи малтан усӑ курма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрнарти професси училищи вара, чӑнах та, пуян та мухтавлӑ историйӗнче хӑйне палӑртнӑ миссие - ял хуҫалӑхӗ валли ӑста кадрсем хатӗрлессине - тивӗҫлӗн пурнӑҫланипе асра юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Пирӗн пуянлӑх — хамӑр тӑрӑхри илемлӗ ҫутҫанталӑк, мухтавлӑ ентешсем, пирӗн заводсемпе фабрикӑсем кӑларакан продукци.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ А.Г. Николаев космонавт вӗсемшӗн хастарлӑхпа ҫынлӑх идеалӗ пулса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Мухтавлӑ Мижер ялӗ ҫӗр ҫинчен ҫухалтӑр тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсене сума сумалли кун сирӗнтен кашнинех мухтавлӑ ӗҫӗршӗн, иксӗлми ырӑ кӑмӑлӑршӑн, чун тараватлӑхӑшӗн тав тӑватӑп.

В международный день почитания пожилых людей выражаю слова благодарности и признательности каждому из вас за доблестный труд, неиссякаемую доброту и душевную щедрость.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/10/01/ole ... nim-dnem-p

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех