Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мухтавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Мухтавлӑ (тĕпĕ: мухтавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗн хӑватпа вӗрет мухтавлӑ пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлне, Граждан вӑрҫин паттӑрне — Василий Иванович Чапаева халалласа республикӑра 55-мӗш хут ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Раҫҫей шайӗнчи турнир иртрӗ.

В честь славного сына чувашского народа, героя Гражданской войны — Василия Ивановича Чапаева в республике прошел 55-й всероссийский турнир по вольной борьбе.

Чапаева халалласа // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=5D_mtJACqBo

Мухтавлӑ ентешӗмӗр «Восток-3» караппа ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Пирӗн мухтавлӑ ентешсене кура республикӑри шкул ачисем хӑпартланнӑ, халӗ те хавхаланаҫҫӗ.

Примерами наших выдающихся земляков вдохновлены школьники республики.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Чӑваш паттӑрӗсен мухтавлӑ ӗҫӗсене, вӗсем халӑхшӑн епле кӗрешнине унран лайӑх никам та каласа кӑтартаймасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мухтавлӑ ячӗ яланах чӗремӗрсенче пулӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Юлташа пӑрахса хӑварни мухтавлӑ ӗҫ мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ял-йышра Александра Григорьевна мухтавлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Мухтавлӑ ҫурт-йӗр бригадине те салам!

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗн илсе килӗ-ши Лена валли мухтавлӑ та аслӑ тӗнчери ҫӗнӗрен ҫуралнӑ кун?

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Чӑваш Енре мухтавлӑ спорт йӑли-йӗрки пысӑк хисепре тата вӑл ҫӗршыври спортпа туслӑ регионсенчен пӗри пулнипе палӑрса тӑрать.

Чувашия имеет славные спортивные традиции и прочно закрепила за собой статус одного из самых спортивных регионов страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тивӗҫлипе чысласси, паллах ӗнтӗ, Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗпе кӑна вӗҫленмест.

Чествование достойных сыновей и дочерей Чувашии, конечно, не ограничится Годом выдающихся земляков.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мӑн асаттемӗрсен мухтавлӑ йӑлисене малалла тӑсса хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн панӑ ҫынсене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса хисеп тума сӗнетӗп.

Предлагаю почтить минутой молчания тех, кто, продолжая славные традиции наших предков, отдал свои жизни ради будущего нашей страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

- 2022 ҫул Раҫҫейре Культура эткерлӗхӗн, республикӑра вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Малалла Чӑваш Енри Мухтавлӑ ентешсен, Раҫҫейри Культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн кӑҫалхи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пулӑшас, шкулсемпе ача сачӗсем тӑвас, ҫамрӑксене патшалӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарса пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ, медицинӑпа социаллӑ сферӑра 2023 ҫулта халӑх пурнӑҫне хӑтлӑлатас, сывлӑхне ҫирӗплетес, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе тата ыттипе те ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Малтанхи иккӗшне хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлӗсене И. Я. Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшине, виҫҫӗмӗшне тӑван тӑрӑхри пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ икӗ пикене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Аван ӗҫ, мухтавлӑ ӗҫ тӑватӑн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Натюш, савнӑ йӑмӑкӑм… — хавхаланса чӗнчӗ вӑл, — ку сана валли, мухтавлӑ ӗҫ тунӑшӑн парне пултӑр, тыт!..

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех