Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та Правительствӑра, муниципалитетсенче кадр ӗҫне лайӑхлатмалли ӗҫ тӑтӑш пулса пырать, ӑна пысӑк предприятисемпе хутшӑнса ӗҫлемелли майпа пурнӑҫласа пымалла.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл пур муниципалитетсенче те пуҫлӑхсем пӗрремӗш класра вӗренекенсене – СВОна хутшӑнакансен ачисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма, пӗрремӗш класра вӗренекенсене ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫемьесене пулӑшса тӑма хушнӑ.
Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... yn-3416375
Муниципалитетсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗсем те пушанса пыраҫҫӗ: 73,1 пин гектар ҫинчен /85 процент/ утта пухса илнӗ.
Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce
Муниципалитетсенче индивидуаллӑ ҫурт-йӗр валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗ нумай, анчах вӗсенче строительство ӗҫӗсем питӗ ерипен пыраҫҫӗ — васкатма пулӑшмалла.
«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar
Республикӑра пурӗ 22 лапам хатӗрленӗ, вӗсенчен 12-шӗ муниципалитетсенче.
Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg
Муниципалитетсенче пулса пыракан улшӑнусене малашне те тӗрӗслесе пыма шантарчӗ вӑл.
Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU
«Чӑваш Ен Правительстви тӗрев панине кура, федераци гранчӗпе спорт туризмне аталантарма республикӑри муниципалитетсенче хастар ӗҫлеҫҫӗ. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫамрӑксем - 6 пине яхӑн яш-кӗрӗм ҫӳреме пултарайрать», – тенӗ ведомство ертӳҫи.
Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p
Кунта ҫакна та палӑртса хӑвармалла, ку муниципалитетсенче Чӑваш Республикин саккунӗнчи 10.9 статьяпа протокол ҫырасси те уксахлать иккен.
Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей ФАСӗн представителӗсене пур муниципалитетсенче те кулленхи йӗркепе туяну ӗҫ-хӗлне йӗркелес енӗпе вӗренӳ мероприятийӗсене кӗртме сӗннӗ.
Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche
Муниципалитетсенче ӗҫлекен специалистсене тарӑн пӗлӳпе тивӗҫтересси те куҫ кӗретех пулӗ.
Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal
Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, пӗтӗм ырӑ пуҫарура тата муниципалитетсенче пурӑнакансен пултаруллӑ шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/21/news-3549116
«Муниципалитетсенче пурӑнакан ҫынсен шухӑшне илтни пирӗншӗн калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Хӑтлӑх валли мӗн ҫитменнине вӗсенчен лайӑхрах тата кам пӗлтӗр?» — тенӗ тӗп архитектор.
Ҫынсем — хӑйсен ялӗн архитекторӗсем // Авангард. Авангард, 2021.03.19
Тата тепӗр сӑлтав вӑл – муниципалитет заказӗн тытӑмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллӗ органсем пулманни, ҫакӑ бюджет тухӑҫлӑхне кӑна мар, ҫавӑн пекех муниципалитет контракчӗсен пахалӑхӗ тата вӗсене пурнӑҫламалли срок ҫине те япӑх витӗм кӳрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Муниципалитетсенче кадр резервне туса хунине пӑхмасӑр инструкторсен — 2, ҫыруҫӑсен 4 проценчӗ ҫитмест.
Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16 пин ытла ҫул ҫитмен ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле, ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче 7 млн тенке яхӑн, муниципалитетсенче 3 млн 343 пин тенкӗ пӑхса хунӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессипе организацисемпе предприятисемпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа шкулсем урлӑ 349 килӗшӳ тунӑ», – пӗлтерчӗ Альбина Егоровна.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Халӗ ҫакна ытти муниципалитетсенче те тумалла.Теперь это нужно сделать и в других муниципальных образованиях.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев муниципалитетсенче ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармалла маррине каларӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Республикӑри муниципалитетсенче учреждени сечӗсен оптимизацийӗ иртнӗ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хӑварать, мӗншӗн тесен ялти вулакансем валли хаҫат – информацин тӗп ҫӑл куҫӗсенчен пӗри.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
Патшалӑх пулӑшӑвӗ асӑннӑ муниципалитетсенче предпринимательлӗх ӗҫне хавхалантарма пулӑшрӗ, инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ темиҫе проекта пурнӑҫлама, ӗҫ рынокӗнчи ҫивӗчлӗхе чакарма май пачӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
- 1