Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытла та ырӑ иккен тӳлеккӗн ҫуталса выртакан тулли юханшыв ҫийӗн ҫапла киленчӗклӗн ярӑнса пыма!
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Хӗветӗр кукашшӗн ӗҫес кӑмӑлӗ те пурччӗ, анчах халӑх нумаййине курса унта тӑрас темерӗ, пӗр тикӗссӗн ешерсе ӳсекен йывӑҫсем ҫине киленчӗклӗн пӑхса малалла утрӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Кӑштах тӑрсан вӑл киленчӗклӗн малалла утнӑ, пурне те сутӑн илме пултаратӑп, анчах илместӗп, тесе пӑхнӑ.И, постояв немножко, отходил с приятным чувством: могу все купить, да вот не сделаю.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Григорий шырлан хӗрринче ӳсекен хура вӗрене тӗмӗ ҫине киленчӗклӗн пӑхса пычӗ.Григорий залюбовался росшим на склоне буерака кустом черноклена.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Степан киленчӗклӗн йӑлкӑшса кулчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья ҫапла тӑркаларӗ те кравать патне пырса пичӗпе вырӑн ҫине тирӗнчӗ, чуна пусарса ҫӑмӑллатакан вӗри куҫҫульне юхтарса, киленчӗклӗн макӑрса ячӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑҫҫ! — унтан киленчӗклӗн качака путеккине ҫамкинчен шаклатса илчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бахарьтен раснах сыхлан, пит ҫывӑха пынӑ ан пул, тапса вӗлерет, — терӗ вӑл, йӗнер йӑранинчен тытса тата урисене улӑштарса тӑракан кӗсрен нӑкӑ-нӑкӑ йӑмӑх хура ҫиллине киленчӗклӗн хыпашласа.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ҫавӑ ҫав — ҫуралнӑ ҫӗршыв! — киленчӗклӗн сывласа ячӗ Пантелей Прокофьевич.— Что значит — родина! — удовлетворенно вздохнул Пантелей Прокофьевич.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тутипе мӑйӑхне ывӑҫ тупанӗпе майӗпен сӑтӑркаласа, куҫӗпе черкке тӗпнелле сӑхса илчӗ, унтан, пуҫне каялла каҫӑртрӗ те черкке тӗпӗнче тӑлӑххӑн юлнӑ тумлама тепӗр хут хура шӑллӑ ҫӑварне силлерӗ; вара, тин вӑл сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, хӑяр ҫыртса илсе, куҫне вӑрахчен киленчӗклӗн мӑчлаттарса хӗстерчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Киленчӗклӗн выртса пырать Григорий, кашни сас-чӗве итлесе, ҫара ура пӳрнисене выляткаласа.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ку шлафрок мар, халат, — терӗ Обломов, халатӑн анлӑ аркисемпе киленчӗклӗн пӗркенсе.— Это не шлафрок, а халат, — сказал Обломов, с любовью кутаясь в широкие полы халата.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1