Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, епле паха, епле ырӑ пурнӑҫ пуҫланнӑччӗ Ваньӑшӑн: вӑл ҫав тери паттӑр, ырӑ кӑмӑллӑ разведчиксемпе паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле апат ҫимелле, сахӑрне кружка ӑшне ярса чей ӗҫмелле, вӗсемпе пӗрле разведкӑна ҫӳремелле, мунчара ҫапӑнмалла, автоматран пемелле, вӗсемпе пӗр палаткӑра ҫывӑрмалла пулатчӗ; кӗпе-тумтир илмелле — атӑ, погонлӑ гимнастерка (погонӗсем ҫинче — пӗчӗк тупӑ кӗпҫисем), шинель, тен компаспа револьвер-наган, патронсем те пулатчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Носович илсе пынӑ приказсене, ытти штабсене ыйтса ҫырнӑ хутсене, вӗсемпе килӗшмесӗр каялла ҫырса янӑ хутсене, пӗтӗм приказсен копийӗсене, вӗсем ыйтса ҫырнисене, Царицынри ытти штабсем вӗсемпе килӗшмесӗр ҫырса янисене пурне те пӑхса тухса, Сталин вӑрҫӑра ҫакӑн пек канцелярлӑ системӑпа вӑрҫма питех те йывӑр пуласси ҫинчен кӑтартса панӑ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ку ҫӑмӑл мар, йывӑр, хӑрушла йывӑр, революцине хӑйне тӑвассинчен те йывӑртарах пулать, анчах урӑхла май ҫук; унтан, акӑ, Коля пеккисем ӳссе ҫитӗнӗҫ, вӗсемпе те хӑйсене майлӑ йывӑрлӑхсем тупӑнӗҫ, анчах вӗсемпе ҫапах та ҫӑмӑлтарах пулӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чиркӳ вӗсен куҫӗсемпе хӑлхисене, алли-урине, пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗпе юн тымарӗсенчи юнне, шӑмми-шаккипе ӑшчикне, арӑмӗпе ачисене, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсене ылханнӑ; вӗсемпе хутӑшма чарнӑ, вӗсене ҫӑкӑр хытти е тумлам шыв паракана, вӗсемпе пӗр сӑмах та пулин калаҫакана ылханупа хӑратнӑ.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Эпир тӑван ҫӗршыв телейӗшӗн вӗсемпе пӗрле кӗрешетпӗр, ӑна вӑтам хресченсемпе пӗрле ертсе пыратпӑр тата демократилле ҫӗнӗ общество туса хурасшӑн та вӗсемпе пӗрлех тӑрӑшса ӗҫлетпӗр.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл вӗсемпе интересленмен, вӗсен ятне те ыйтса пӗлмен, вӗсемпе хӑҫан тата хӑш тӗлте паллашнине те манса пынӑ, унтан ялан вӗсене мӗнпе те пулин — е сӑмах каласа, е чӑрсӑр хӑтланчӑкпа кӳрентерес килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫулпуҫ та, салтак та, ҫавӑнпа вӑл яланах вӗсемпе юнашар тӑрса ҫапӑҫӗ, вилме пӳрнӗ пулсан, вӗсемпе пӗрлех вилӗ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Каймастӑп, — хушса хутӑм эпӗ кайран, — вӗсемпе пӗрле каяс килмест тесе, эпӗ тӗрес мар калатӑп; анчах вӗсемпе пӗрле кайманни мана хаваслантарать.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эп мар-им вӗсемпе пӗрле чӳрече витӗр пӑхрӑм, ҫумӑр часах чарӑнать, тесе, эпӗ мар-им вӗсемпе пӗрле савӑнтӑм?Не я ли вместе с ними смотрел в окно, не я ли радовался, что дождь скоро кончится?
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Мӗнех, апла пурӑнах вӗсемпе, вӗсемпе — эпӗ каятӑп…
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Пушкинпа Толстоя самана карапӗ ҫинчен шӑлса ывӑтни тата акӑ мӗншӗн питӗ меле килнӗ: вӗсемпе пӗрле, вӗсемпе юнашар тӗрлӗрен кубофутуристсемпе конструктивистсем, ытти шӑкӑр-макӑр «истсем» хӑйсене сар туталлӑ ачамккӑсем пек кӑна туйнӑ пулӗччӗҫ.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пирӗн вӑхӑтра ҫакна фашизм лайӑх кӑтартса пачӗ, ҫавӑн пекех тата вӗсемпе танлашма тӑрӑшакансем, вӗсемпе пӗр шухӑш-кӑмӑллисем, тӗнчере хуҫаланма хатӗрленекен Америка политикӗсем, генералӗсемпе монополисчӗсем те кӑтартаҫҫӗ.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Вилӗм вӗсемпе юнашар ял урамӗсем тӑрӑх утнӑ, вӗсемпе пӗрле пӳртсем тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ, салтаксем киле кӗрсен те вӗсенчен уйӑрӑлман, вӗсен куҫӗсене йывӑр ыйхӑн хура чатӑрӗпе карса лартнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл ҫӗр каҫах вӗсемпе пулнӑ, вӗсемпе пӗрле пулма ӑна килӗшнӗ.Всю ночь он оставался возле них, и ему было лучше рядом с ними.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем Российӑра хӑйсен тусӗсем пурӑннине, ҫав туссем вӗсемпе пӗр тӗне ӗненнине, вӗсемпе пӗр тӗллевлӗ-шухӑшлӑ пулнине, вӗсен ҫӗнтерӗвӗсемшӗн савӑннине пӗлччӗр!
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна эпӗ килӗшнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ: анчах эпӗ уншӑн ытла та ҫӑмӑлттай, эсӗ вара типтерлӗ ҫын, йӑла тӗлӗшпе те, кӗлеткӳпе те чыслӑ, ку пӗрремӗшӗ, — эсӗ тӑхта-ха, эпӗ каласа пӗтермен, — эсӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ вӑтам энтузиаст, наукӑна чунтан парӑнса ӗҫлекенсен чӑн-чӑн представителӗ, вӗсемпе, ҫук вӗсемпе мар, вӗсене вырӑссен вӑтам дворянстви тивӗҫлипе мухтать!
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл вӗсемпе интересленсе кайнӑ та вӗсемпе кампа та пулин паллашма тӑрӑшнӑ; унӑн вара Кирсановпа тӗл пулма май килнӗ, ҫавӑнтан вара унтан урӑхла ҫын, Никитушка Ломов тата ригорист, пуласси пуҫланнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗлӗкре те хӑйне майлӑ пурнӑҫ пуҫланчӗ: вӗсем темле курӑнусемпе, сӑнарсемпе тулчӗҫ, вӑл тепӗр чухне вӗсемпе сасӑпах калаҫрӗ, вӗсем ӑна темскер каласа параҫҫӗ, анчах питӗ уҫӑмсӑр, вӑл ӑнланса илеймест, вӗсемпе калаҫма, вӗсенчен ыйтма тӑрӑшать, хӑй те уҫамсӑррӑн темӗн калать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑл Анна Васильевнӑна та, Зинаида Михайловнӑна та юратать, анчах пӗрне те мана юратнӑ пек мар, — терӗ Ольга, — вӑл вӗсемпе икӗ сехет лармасть, култармасть, нимӗн те чунтан каламасть; вӑл вӗсемпе ӗҫсем ҫинчен, театр, ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен калаҫать, манпа вара йӑмӑкӗпе калаҫнӑ пек… ҫук, хӗрачипе калаҫнӑ пек, — васкавлӑн хушса хучӗ Ольга, — тепӗр чухне эпӗ мӗне те пулин сасартӑк ӑнланса илейместӗп пулсан е итлемесен, унпа килӗшмесен, ятлаҫать те.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956