Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вулакана ҫак арҫынпа тӗплӗнрех паллаштарма вӑхӑт пулӗ тетӗп.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Апла пулин те, хӗвел ҫутине пула-ши, каркӑҫ витӗрех арҫынпа темле хӗрарӑм ыталанса ларни курӑнать.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Шурӑ халатлӑ арҫынпа хӗрарӑм Ревлене хулпуҫҫинчен тытрӗҫ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫӗрлехи вӑхӑтра арҫынпа ыр хӗр ҫӳремест, эсӗ пур… тьфу, ҫӑварлӑхлакан ҫук сана: акӑ мӗн.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Арҫынпа хӗрарӑмӑн черченкӗ туйӑма ҫухатмасӑр пӗр-пӗрне килӗштерсе ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнас тесен мӗн тумалла?
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
«Ҫынсем ӗҫленӗ чух эсӗ ӗҫме юрататӑн, мӑшӑру та сан эс ӗҫнӗрен пӑрахса кайнӑ. Кайран тата миҫе арҫынпа ҫылӑха кӗтӗн, тет. Колхоз правленийӗ штравласан та, аран-аран Ӗҫе тухкаларӑн. Ҫӗр ҫинче путсӗр пулнине кунта сана кам юсатӑр! Тамӑка!» — тесе ура тапса кӑшкӑрать турӑ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Лукарье ҫав тери улшӑнни упӑшки хӗненинчен мар, вӑл хӑй ӑшӗнче ют арҫынпа пулнӑ ачана ӳстернинчен килчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунта ӑна старшинапа вӑтам ҫулсене ҫитнӗ, шукӑль тумланнӑ арҫынпа Лаврский хушшинчи калаҫу интереслентерчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Виҫ-тӑват ҫын ӗне тата пӗр ватӑрах арҫынпа хӗрарӑм лаша ҫавӑтса тухрӗҫ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗрсе кур, мӗнле ҫӑвӑнаҫҫӗ, — яланхи пекех лӑпкӑн каларӗ те шӑллӗ, Сахара алӑкран хӑй патнелле ирттерсе тӑратрӗ, хӑй сехрисем хӑпнӑ арҫынпа хӗрарӑм енне ҫаврӑнчӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хальхинче тӑруках икӗ хӑрушла сасӑ янӑраса кайрӗ — арҫынпа хӗрарӑм сассисем.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Арҫынпа хӗрарӑм сасси.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӳртрен чупса тухса картлашка ҫинчен анмасӑр пӑхрӗ-пӑхрӗ вӑл кулкаласа тӑракан виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм ҫине, ниепле те палласа илеймерӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна та вӑл: «Арҫынпа йытӑ яланах тулта, хӗрарӑмпа кушак яланах пӳртре», — тесе кӳрентерчӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
…Тепӗр каҫхине Исаков Атӑл хӗррине тухрӗ те Зоя темле ҫутӑ-кӗрен реглан тӑхӑннӑ, эстрада артисчӗ евӗрлӗрех яштака арҫынпа кинона кӗнине курчӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ.Мужчина и женщина, 1965 и 1964 года рождения, умерли сгорев в огне.
Пайтушри пушарта икӗ ҫын вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33506.html
Ҫапла, ҫакӑнти икӗ арҫынпа та пурӑннӑ вӑл.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унччен арҫынпа пурӑнса курман Енчӗпек мухтать-ҫке ӑна.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Икӗ тӑшман, ӑнсӑртран пӗрлешнӗ арҫынпа хӗрарӑм, йытӑсем пек, пӗр пӳртре тулашса пурӑнаҫҫӗ.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Стена ҫинче ӳкерчӗк пур — хулӑм купарчаллӑ арҫынпа хытанка майра ташлаҫҫӗ.На стене красовалась картина — толстозадый кавалер кружит в танце молоденькую майру.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.