Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марья Алексевнӑн сӑн-сапачӗ кулӑшла курӑнма пуҫлать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевнӑн куҫӗсем шывланчӗҫ, пичӗ ҫинче йӑл-йӑл кулӑ палӑрчӗ.У Марьи Алексевны глаза покрылись влагою, и лицом неудержимо овладела сладостнейшая улыбка.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ».
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашниех йӑнӑшма пултарать; ҫын хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫать пулсан, айван йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ; анчах Марья Алексевна Лопухова кӑмӑллать пулсан, вӑл ӑна хӑйӗн ҫав йӑнӑшӗсене пула кӑна кӑмӑллать тени тӗрӗс мар пулӗччӗ: Марья Алексевнӑна Лопуховӑн чӑн-чӑн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсенче мӗн те пулин шанмалла марри курӑннӑ пулсан, пуян хӗр ҫинчен тата Филипп Эгалите ҫинчен пулма пултармалла мар тем тӗрлӗ шухӑшланисем те Марья Алексевнӑн сывӑ ӑс-тӑнне хупӑрласа хурайман пулӗччӗҫ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Епле-ха ҫакӑн хыҫҫӑн Марья Алексевнӑн татти-сыпписӗр сӑнама чарӑнмалла мар? — Лопухов корсет шал енне те пӑхмасть, пит-куҫӗнче те нимӗнле туйӑм ҫук, турӑш кӗнекисем те вулама парать, — ҫителӗклӗ те пек-ҫке ӗнтӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Филипп Эгалите папа тӗнне ӗненме хушнӑ-ши е хушман-ши, Марья Алексевнӑн ӑна мӗншӗн пӗлмелле-ха, Лопухов ҫакна ку таранччен те ӑнланса илеймест.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич хака чакарчӗ пулсан, чӑннипе илсен, вӑл Марья Алексевнӑна килӗшми пулмалла, Марья Алексевнӑн ӑна ҫӑмӑлттай ҫын, апла пулсан, сиенлӗ ҫын тесе шутламалла.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем хӑйӗншӗн мӗне пӗлтерни енчен илсен, урӑхла каласан, уроксемшӗн сахалрах тӳлесе укҫа перекетлесси енчен илсен, Марья Алексевнӑн ӗҫӗ вӑл хӑй ӗмӗтленнинчен ӑнӑҫлӑрах пулчӗ; тата икӗ урокран, Марья Алексевна вӗсем пуян ҫынсем пулманни; ҫинчен калаҫма пуҫласан, Дмитрий Сергеич хаклашма пуҫларӗ, нумайччен килӗшмесӗр тӑчӗ, нумайччен виҫӗ тенкӗрен катмасӑр тӑчӗ (ун чухне виҫӗ тенкӗлӗх укҫасем пулнӑ, урӑхла каласан, астӑватӑр пулсан, 75 пус тӑракан укҫасем), Марья Алексевна хӑй те унтан ытларах йӳнетессе шанманччӗ, анчах, кӗтмен ҫӗртенех, урокшӑн 60 пус таран каттарса ҫитерчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна учитель Федьӑна вӗрентекен пӳлӗме кӗчӗ; ку таранччен Федьӑна Матрена чӗнекенччӗ; учитель хӑй вырӑнӗнчех юласшӑн пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, чей ӗҫмен пирки, ҫак вӑхӑтра Федя тетрадьне пӑхса тухма пултарать, анчах Марья Алексевна ӑна вӗсем патне пырса ларма ыйтрӗ, Марья Алексевнӑн унпа калаҫмалли пур.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Павел Константинычпа пӗрле служить тӑвакансене (паллах ӗнтӗ, чинпа тата хӑйсем йышӑнса тӑракан вырӑнӗпе аслӑраххисене), Марья Алексевнӑн икӗ тус хӗрарӑмне тата Верочкӑпа ҫывӑхрах пурӑнакан виҫӗ хӗре чӗнчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Калаҫнине итлесе ларакан Марья Алексевнӑн пуҫӗнче телейлӗ шухӑш ҫиҫсе иртрӗ.У Марьи Алексевны, слушавшей разговор, блеснула счастливая мысль.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан Сторешников Марья Алексевнӑна укҫа парса майлаштарать, мӗншӗн тесен Марья Алексевнӑн урӑх ним тумалли те юлмасть.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевнӑн питҫӑмартийӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пӗр вырӑнта тӑма пӗлмеҫҫӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн терӗн эсӗ, ирсӗр? — Марья Алексевнӑн куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ.Что ты сказала, мерзавка? — Глаза у Марьи Алексевны налились кровью.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки салуксене асӑрханса илнӗ, унӑн арӑмӗнни пек тӑкак-мӗн пулман, анчах Марья Алексевнӑн тупӑшӗ те хӑвӑртрах ӳссе пынӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ҫӗр аллӑ тенкӗ пухсан, вӑл та, салук илсе, кивҫен пама пуҫланӑ, упӑшкинчен чылай теветкеллӗрех ӗҫленӗ, темиҫе хут инкек те курнӑ; темӗнле ултавҫӑ салука паспорт хурса, унран 5 тенкӗ кивҫен илнӗ, — паспорчӗ вӑрланӑскер пулнӑ, вара, вӑл ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑна тепӗр 15 тенкӗ тӑккалама тивнӗ; тепӗр ултавҫӑ, ылтӑн сехет хурса, 20 тенкӗ кивҫен илнӗ, — сехетне вӗлернӗ ҫын аллинчен вӗҫертсе илнӗ пулнӑ, вара, ҫав ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑн чылаях укҫа тӑккалама тивнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫа Марья Алексевнӑн та пулнӑ — вӑл кумӗсене каланӑ тӑрӑх, ун пӗр пилӗк пине яхӑн, чӑннипе илсен, нумайрах та пулнӑ.

- 1