Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр страхланисен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пӑсни пирки 56 ҫӑхав йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Амбулатори медпулӑшӑвӗ пирки калас-тӑк — пӗлтӗр шурӑ халатлисем 10,5 млн ҫынна йышӑннӑ, урӑхла каласан республикӑра пурӑнакан кашни ҫын больницӑсенче вӑтамран 8,4 хут пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Экономикӑри кризиса пула ют регионсенче те ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ чакни куҫкӗрет, ҫавна май Вячеслав Николаевич ютра саккунлӑ майпа ӗҫлекенсен йышӗ асӑннӑ шайрах юласси пирки иккӗленет.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Акӑ мӗншӗн Чӑваш Ен ертӳҫисем ӗҫ укҫине легализацилемелли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑн пирки ЧР Обязательнӑй медицина страхованийӗн территори фончӗн директорӗпе Вячеслав АЛЕКСАНДРОВПА калаҫрӑмӑр, вӑл хӑй ертсе пыракан тытӑмӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Сывлӑхран хакли ҫук» тетпӗр-ха, ҫапах ҫапла каланӑ май, паллах, укҫа пирки шухӑшламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Мари Элти Тури Ҫармӑс районӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн методисчӗ Тамара Петрова ентешӗмӗрӗн ҫармӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, Николай Пантелеймонов ҫывӑх тӑванӗпе курнӑҫнӑ самантсене аса илчӗ, Виталий Станьял ӑсчах Никольский пирки: «Вӑл Купӑрлян тӗнче умӗнчи чысӗ тата мухтавӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Игорь Васильевич каланӑ тӑрӑх — вӑл Николай Никольский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем хыҫҫӑн ҫеҫ илтнӗ, маларах ун ҫинчен калаҫман, ҫырман.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫав тапхӑрти ачалӑх пирки калама та кирлӗ мар ӗнтӗ.

О детстве в ту пору и говорить пожалуй не надо.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Эсир ҫак цифрӑсем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: кашни кун эпир вӗренӳ валли республика бюджетӗнчен 60 млн тенкӗ ытла уйӑратпӑр.

Вдумайтесь в эти цифры: ежедневно из бюджета республики только на образование мы направляем более 60 млн рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ку ыйту пирки тивӗҫлӗн канашланӑ, граждансен пӗрлӗхӗ те пуҫарӑва ырлать.

Соответствующие консультации с депутатами Государственного Совета Чувашской Республики проведены, гражданское сообщество инициативу поддерживает.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Тӗп сӑмахӑм вара - «Шашков пулнӑ, пур, пулать» кӗнеке пирки.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Эпир Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн пысӑк хак пани пирки чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗ, вӑй-халӗпе тӳсӗмлӗхӗ, тӑван ҫӗре юратни малашнехи ӑрусемшӗн ырӑ тӗслӗх пулмаллине палӑртрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Назар Константинович клубра парти пухӑвӗ пуласси пирки пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Хӑтлӑх пирки сӑмах хускатсан чи малтанах хамӑр пурӑнакан кил таврашӗ ҫинчен шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑл е ку наградӑна мӗншӗн панине те тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, наградӑна хӑҫан панине те пӗлме пулать, геройӑн вӑрҫӑри кун-ҫулӗ пирки те.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ача чухне эпир вӑрҫа хутшӑннӑ аттесен паттӑрлӑхӗ пирки ӑнлансах кайман.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Акӑ мӗн калаҫҫӗ ун пирки пирӗн районта пурӑнакансем: Раиса Николаевна НИКИТИНА, Туктамӑш ялӗ:

Вот что говорят про него жители нашего района: Раиса Николаевна НИКИТИНА, с. Черепаново:

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫапла туса Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсемпе мухтанни, вӗсене манманни пирки пӗлтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех