Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ашшӗ кровать патне шуса ҫитрӗ те аллипе хыпашлама пуҫларӗ.

Вот это отец подполз к кровати и только рукой лапнул.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен речӗсен хушшипе площадь вӗҫӗнчен ерипен комисси шуса килет.

От конца площади медленно тянулась вдоль их ряда комиссия.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашине кӳлсе купа патне пыриччен Аксинья аяккалла шуса тухнӑ та чупса ҫитнӗ Григорий ҫине шыҫӑннӑ, темле хӑйӗнни пек мар пулса кайнӑ куҫӗсемпе нимӗн ӑнланаймасӑр шӑтарса пӑхрӗ те татах йынӑшса ячӗ.

Пока запряг и подъехал — Аксинья отползла в сторону, стала на четвереньки, воткнув голову в ворох пыльного ячменя, выплевывая изжеванные от муки колючие колосья.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗркуҫҫи ҫийӗн стена патне шуса ҫитрӗ, ҫаван авӑр ҫине лартмалли купташкине пӗрене ҫумне тӗкӗлерӗ, унтан вӑл, аллисене пуҫӗ ҫине хуҫлатса хучӗ те, кӑкрипе малалла, малалла тирӗнчӗ…

На коленях доползла до стены, уперла в нее тупой конец, тот, который надевается на держак, и, заломив над запрокинутой головой руки, грудью твердо подалась вперед, вперед…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Валет верстак ҫинчен шуса анакан урисене меллӗреххӗн майлаштарса хучӗ, Давыдка тути ҫавракаланса ҫӑтӑ-ҫӑтӑ шӑлӗсен нӳрӗ тунисене кӑтартрӗ.

Валет удобнее подхватил сползавшие с верстака ноги, на лице Давыдки округлились губы, не прикрывая влажной кипени плотных зубов.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑрӗ унӑн ҫурӑм хыҫнелле шуса кайрӗ, тураса якатнӑ хура тӳрӗ ҫӳҫӗсем шупка хӑлхисем ҫине усӑнса анчӗҫ.

Платок ее сбился на спину, гладко причесанные черные прямые волосы свисали на бледные уши.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл, сулахай аллипе Дон тӑрӑхӗнчи пек ҫӗлетнӗ кӗрӗк аркине кӑштах ҫӗкленӗ те, хирӗҫ шуса килекен лавсем ҫине пӑхать.

Левой рукой придерживая полу донской шубы, она глядела на дорогу, навстречу двигавшимся подводам.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ, шыв хӗрринчи шур чула шӑтӑртаттарса тӗпретсе, сулӑмпала сӑмсипе ҫӗр ҫине шуса тухрӗ.

Лодка с разлета вылезла носом на землю, с хрустом дробя прибрежный мел.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ерипен шуса иртнӗ кунсем-ҫулсем.

Стекали неторопливые годы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, урисене вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, ун патне шуса пычӗ те тӗлӗнмелле сыпӑк туса илчӗ, унтан хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Петро, мелко перебирая ногами, прошел до нее, сделал чудеснейшее коленце, вернулся к месту.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр минутлӑха кӑна шуса тухрӗ вӑл горницӑран, сӗтел хушшинче ларкаларӗ, хӗсӗк пырӗ витӗр сӑрӑхтаркаласа аран-аран пӗр черкке эрех ӗҫсе ячӗ, унтан, хӗрсе кайса, тата ӳсӗрӗлме пуҫланине туйса илсе, тухса шӑвӑнчӗ.

На минутку выполз из горенки, посидел за столом, с трудом процедил сквозь суженное горло рюмку водки и, согревшись, чувствуя, что пьянеет, ушел.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самантлӑха хӗвел катрашка пӗлӗт ҫурӑмӗ хыҫне пулса тӗтреленчӗ те ҫеҫенхир, хутор, Аксинйӑн усӑнчӑк пуҫӗ ҫине, тӑскаланчӑк йытпыршин шупка хӗрлӗ чечекӗ ҫине тӗтӗм тӗслӗрех мӗлке йӑсӑрланса шуса килчӗ.

На минуту затуманилось солнце, заслоненное курчавой спиной облака, и на степь, на хутор, на Аксиньину понурую голову, на розовую чашечку цветка повители упала, клубясь и уплывая, дымчатая тень.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья мӗнле ларнӑ, ҫаплипех ларать, аллаппийӗн тӳнтер енӗ тӑрӑх кӑна пӗр тумлам вырӑнне виҫӗ тумлам куҫҫулӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла шуса анчӗҫ.

Аксинья сидела, не изменив положения, только на тыльной стороне ладони вместо одной уже три слезные дробинки катились вперегонку.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тулта тӗттӗмленет, уйӑх ҫине пӗлӗт татӑкӗ шуса килчӗ.

За окном темнеет, на месяц наплыло облачко.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таткаланчӑк пӗлӗт шӑйрӑкӗнчен уйӑх шуса тухрӗ.

Из прорехи разорванной тучи вылупливается месяц.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗт, сиввӗн сывласа, хӗвеланӑҫӗнчен Дон тӑрӑх шуса килет.

Туча, дыша холодком, шла вдоль по Дону, с запада.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ывӑҫпала шыв ӑсса илме пӗшкӗннӗччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра вӑлта аври, шывран ҫур аршӑн ҫӳлелле тухса тӑраканскер, вӑраххӑн сулланса илчӗ, ерипен аялалла шуса анса кайрӗ.

Нагнулся было зачерпнуть в пригоршню воды, — в это время конец удилища, торчавший на пол-аршина от воды, слабо качнулся, медленно пополз книзу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хыҫӗнче, шуса тухаймасӑр, хӗвел тунсӑхласа тӑрать.

За чертой, не всходя, томилось солнце.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон тӑрӑх чӗвен утнӑ евӗр тӗтре шӑвӑнать, вӑл, шур чуллӑ сӑртӑн тайлӑмӗ ҫийӗн сарӑлса, пуҫсӑр кӑвак ҫӗлен пек, авӑрсене шуса анать.

Над Доном на дыбах ходил туман и, пластаясь по откосу меловой горы, сползал в яры серой безголовой гадюкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех