Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ япала, ҫухаран пӑр янӑн, пит вӑраххӑн шуса иртет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла май вара карап пӑр ҫине шуса хӑпарса ӑна хӑйӗн йывӑрӑшӗпе ҫӗмӗрме пултарнӑ.

в результате чего судно могло наползать на лёд и ломать его своей тяжестью.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Кӗҫ-вӗҫ ҫырманалла шуса анаслах тайӑлса кайнӑскер.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хура пӗлӗтсем шуса килмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тайлӑмри ҫурма хӑрӑк чулмуҫҫи ӑна ура хунӑн, ҫырманалла шуса анса каясран вӑйпах тытса чарнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анкартисем хыҫӗнче, тарӑн ҫырманалла паян шуса анса каяс-ши е ыранччен тӑхтас тенӗн, улӑм купине аса илтерекен ҫурт йӑпшӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тахҫан ӗлӗк ҫапӑҫусем кӗрленӗ уйсене ҫӗрле авалхи ҫар ҫыннисен шевлисем шуса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Иккӗш те пылчӑк ҫине шуса ӳкнӗ, вара тӑшманӑн ҫӗҫӗллӗ аллине юлташ ярса илме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Иртнӗ хӗлле, пӑрлак ҫул ҫинче ӑнсӑртран шуса ӳксе, уруна та мӑкӑлтанӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ахмедов ура ҫине тӑма пултарайман, ҫапах та вӑл Светлана патне шуса пынӑ та унӑн суранӗсене ҫыхма хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗвелтухӑҫӗнчен, инҫетри Атӑл енчен, ҫав тери илемлӗ хӗвел шуса хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав вӑхӑтрах Ахмедов, нимӗҫ танкӗн аялти люкӗнчен тухса, хӑйӗн салтакӗсем патне шуса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпене хуллен-хуллен шуса хӑпаракан хӗвел хыҫлӑ ҫуна ҫинчи ҫынсене тӗпӗр ире — Самарин Зина патне пӗрремӗш хут пырса кӗнӗ тахҫанхи ире — аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара Петр Семенович патне шуса ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрсем еннелле пӑхмасть вӑл, Атӑл тӑрӑх мӑнаҫлӑн шуса пыракан виҫӗ хутлӑ пӑрахута сӑнаса тӑрать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ирхине ултӑ сехетре эпӗ ларнӑ «Жигули» пӑрахут юлашки сигнал пачӗ те, пристаньрен хуллен уйӑрӑлса, Атӑл варринелле шуса тухрӗ, вара анаталла Куйбышев еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ывӑнса ҫитнӗ тата тӗссӗрленме тытӑннӑ тулли уйӑх чӑрӑшсен тӑрринчен ҫӗрелле шуса анса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ ҫав кӗмӗл ҫумӑр витӗр Атӑл леш енне тинкереттӗм, унта вара пӗр мана кӑна курӑнакан пысӑк экран пур пек, ҫав экран ҫинче эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ, кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне, хуллен шуса иртнине курса тӑнӑ пек туяттӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нимӗҫсем пулеметсемпе пенине, бомбӑсем пӑрахнине пӑхмасӑрах, макӑракан хӗрача патнелле шуса пытӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех