Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫтӑру ҪҪЗ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки информаци ҫителӗксӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ, паллах.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Вӗсем каяша диоксинсӑр технологипе пӗтерме сӗннӗ, «Ростех» кун пирки пӗлнине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Завод проектӗнче сиенлӗ япаласен концентраци шайӗ пирки ӑнлантарни те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Граждансенчен кун пирки нумай ҫыру килет.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

«Мэри те, ытти ведомствӑсемпе учрежденисем те ку ӗҫе пуҫламан-ха. Тутарстанра КХК-на сортлама пуҫлани пирки калаҫаҫҫӗ, анчах пурнӑҫра курмастӑп ҫакна. Муниципаллӑ учрежденисем тӗслӗх паччӑр малтан», – пулчӗ унӑн сӑмахӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Хусан хулин Думинчи КПРФ ертӳҫи Алексей Серов ҫӳп-ҫапа уйрӑм пуҫтарасси пирки хӗрӳ калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Пластик япаласене тӳлевлӗ пуҫтарас е ҫакӑн йышши каяшсемшӗн тариф палӑртмалла мар (ҫӳп-ҫапа тӳлевсӗр турттарни пирки пырать сӑмах) текен регионсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

КХК пирки каласан, Атӑлҫире унӑн тарифӗсем пӗрпекрех – ҫын пуҫне 70 тенке яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ученӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Ростех» вӗсем пирки пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Эсӗ ватӑрах пирки, вӑйсӑр ҫын пулӗ тесе, ҫул ҫинче йывӑр пӑхӑр укҫа сана халран ярасран хӑрарӑм.

Из-за того, что ты старый, что у тебя нет сил, побоялась, что медные деньги на дороге тебя обессилят.

Тутлӑ калаҫу // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172-173 с.

Анчах тӗттӗм пирки нимӗн те уйӑрса илеймерӗм.

Но из-за темноты ничего не смог разобрать.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

«Грина куҫарнӑ чухне эпӗ географи ячӗсене ҫавӑн пекех хӑварнӑ, вырӑс каларӑшӗсене, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене вара чӑвашлисемпе улӑштарнӑ. Пурӑна киле куҫару опытне тӗпе хурса хӑйне евӗр «япала» (теори пирки пырать сӑмахӑм) ҫырас килет.

"Когда переводил Грина, я географические названия оставил такими же, а русские поговорки, словосочетания заменял чувашскими. Со временем положив на поверхность опыт перевода хочется написать своего рода "вещь" (речь идёт о теории).

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ҫутӑ тепӗр ӗмӗчӗпе те паллаштарчӗ куҫаруҫӑ, «Николай Никольский пирки хитре роман курас килет. Сюжетне те, ыттине те шухӑшласа хунӑ. Вӑхӑт тата мехел кӑна ҫиттӗр. Ытти автор ҫырсан та тем пекехчӗ, ҫынни — Улӑп».

И с другой светлой мечтой познакомил переводчик, "Хочется увидеть красивый роман о Николае Никольском. И сюжет, и другое придумано. Лишь бы хватило времени и досуга. Было бы хорошо, если б и другой автор написал, человек - Титан".

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ.

Он же заговорил о том, что сегодняшние люди сошли с ума.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Телевизорпа, сак кун пурри ҫине пӑхмасӑр иртнӗ вӑрҫӑ пирки шӳтсем калӑплаҫҫӗ, ухмахла шӳтсем.

По телевизору, несмотря на законы придумывают шутки про прошедшие войны, дурацкие шутки.

«Юратап сана» // Аскольд Де Герсо. https://chuvash.org/content/4778-%22%D0% ... B0%22.html

Икӗ уйӑха ҫитсе пыракан йытӑ ҫурине мӗнле ят парас пирки Петӗр пичче шутласа та тӑмарӗ — Шураҫка.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Телефон пирки калас пулсассӑн – ӑна илсе кӗрсе теветкелленме кирлех-ши?

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Апла пулин те телефон кӑна мар, наркотик хутӑшӗсем илсе кӗнӗ тӗслӗхсем пирки те пӗлетпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӑна улталаса тата шантарса сулахай куҫне хӑй ӳксе амантни пирки калама ӳкӗте кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Анчах та ҫакӑн пирки пӗлтернине йышӑнма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех