Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ан та кала: ҫакӑнса вилсен, ҫакӑнтан авантарах!
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫенӗхпе юнашар пӳлӗме вӗсем кровать, сӗтел, кӗнекесем хунӑ арча лартнӑ, юнашар пӳлӗме Рощенски тата юнашарти районсенче пухнӑ тӑпрасене хунӑ вӑрӑмрах тӑваткӑл ещӗксем лартса тухнӑ; ҫав ещӗксенче тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене шӑтарма лартнӑ, стенасем ҫинче Чурсун утравӗнче лартса ӳстернӗ йывӑҫсен типӗтнӗ тунисемпе ҫулҫисем ҫакӑнса тӑнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ вӑрман ӑстаҫи ҫак пӳлӗмре наукӑпа сӑнав ӗҫӗсене туса пынӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Туратсем ҫинче пиҫсе ҫитмен сип-симӗс ҫимӗҫ сапакисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑҫта пӑхатӑн — ҫеҫенхирте юпасем пӗччен те, икшерӗн те курӑнаҫҫӗ; изоляторсем ҫутӑ хӑлха ункисем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ; хӗвел ҫинче алюмини пралукӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсем станицӑсемпе хуторсен урамӗсенче, ҫуртсемпе сарайсем умӗсенче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫав ҫурт-йӗрсем ҫумне гидроэлектричество станцисен питех те илемлӗ ҫурчӗсем хутшӑнчӗҫ: вӗсем пысӑк е пӗчӗк юханшывсем ҫинче лараҫҫӗ, вӗсенчен пуҫласа, ту хушшисемпе, хуралҫӑ башнисен юлашкийӗсем ҫумӗпе, пӗр станицӑран тепӗр станицӑна вӑйлӑ энерги ҫӳретмелли пралуксем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр, станица ҫийӗнче ҫакӑнса тӑракан сайра тӗтре ҫине пӑхса савӑнса тӑнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫурӑм ҫинче выртать, ун ҫинче ҫаврашка кантӑклӑ, йӗри-тавра ҫинҫе те ҫутӑ пралукпа эрешлентерсе ҫыхнӑ хунар эрешмен карти ҫинчи эрешмен пек ҫакӑнса тӑрать.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сергей сӗтел ҫинче ҫакӑнса тӑракан абажур ҫинелле шухӑшлӑн пӑхса илчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мачтӑран пуҫласа шлепке ҫакӑнса тӑнӑ кашта вӗҫне ҫитиччен икӗ аршӑнтан кая марччӗ, ӑна илме те вӗренпе мачтӑна алӑран вӗҫертмесӗр май ҫукчӗ.
Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.
Чи ҫӳле ҫитсен, упӑте карӑнса тӑчӗ те, аллипе вӗрентен ҫакӑнса, шлепкине юлашки кашта вӗҫне тӑхӑнтарса лартрӗ, хӑй мачта тӑррине чи ҫӳле хӑпарчӗ, унта кукленсе тӑрса, шӑлне йӗрсе мухтанчӗ.
Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.
Кондратьев сак ҫине ларчӗ; ун пуҫӗ ҫийӗнче ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫулҫӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем хушшинче хӑлха унки пек чие ҫырлисем хӗрлӗн-саррӑн курӑнаҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тумланас тӗлӗшпе те Игнат Савельевич ытти колхоз председателӗсем хушшинче сисӗнмеллех палӑрса тӑнӑ: вӑл ура хырӑмӗ тӗлӗнче кунчи пӗркеленнӗ хром атӑ тӑхӑннӑ, чылай кивелнӗ пустав галифе хӑмписем чӗркуҫҫи таранах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, шурӑ пиртен ҫӗленӗ гимнастеркин ҫиелтен лартса янӑ кӗсйисем яланах хӑпартланса тӑраҫҫӗ, вӗсене темле хутсем, ҫырмалли пӗчӗк кӗнекесем, кӑранташсем чиксе тултарнӑ, ӗнсипе ҫурӑмӗ ҫинче тарпа хутӑшса хытса ларнӑ тусан.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Семён ӑна вӗҫертрӗ те ҫавӑнтах, ҫутӑ ҫаврашки ӳкнӗ тӗлте, уйӑх пек пысӑк маятниклӗ тата вӑчӑраллӑ та кире муклашкиллӗ авалхи сехет ҫакӑнса тӑнине курчӗ.Семен отстегнул его и тут же, в зеленоватом круглом пятне, увидел стенные часы с маятником и гирей.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сехет ҫакӑнса тӑнӑ стена патнерех шуса пычӗ те хӑйӗн куҫҫулӗпе тата тарпа йӗпеннӗ питҫӑмартине аялалла туса, пӑчӑртанса выртрӗ, сехетӗн ачаш, уҫӑ сассине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйнӑран унӑн чӗри лӑштах пулчӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑш-пӗр ялсене тӗппипех ҫунтарса янӑ, тин ҫеҫ пушар пулнӑ вырӑнсенче вара, ҫап-ҫара кӑмака мӑрйисем хушшинче ҫынсене ҫакса вӗлермелли каштасем туса лартнӑ, — вӗсем ҫинче ҫаруран стариксемпе хӗрарӑмсем тата сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ та ҫара кӑкӑрлӑ хӗрсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑрах айккинче ун сарӑ сӑрантан ҫӗленӗ полевой сумка ҫакӑнса тӑрать.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакӑнса тӑрас ҫӗртен ҫӑлса кӑлартӑм теме пулать.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ман ҫинчен кам та пулин ҫӑвар уҫсан вара, Лукерья, манӑн та Уҫӑппа юнашар ҫакӑнса тӑмалла пулать.А обо мне кто пикнет — тогда мне, Лукерья, рядом с Осипом быть.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тепӗр минутран Ерофей Кузьмич хапха патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, хапха ҫинче Черня ҫакӑнса тӑрать, урисене аран ҫеҫ хускаткалать.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Е сан мана Черня вырӑнне хапха ҫинче ҫакӑнса тӑмалла тӑвас килет-и?
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.