Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

район сăмах пирĕн базăра пур.
район (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни ҫын тӳпи район аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетет ку документлӑ фильм.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Пӗрлехи информаци информаци кунне ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «АККОНД» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ В.Иванов, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, Чӑваш Ен — ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров, «Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» ЧР бюджетлӑ учрежденийӗн директорӗ Т.Григорьева, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, унӑн заместителӗсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Михаил Игнатьев социаллӑ ыйтусене те хускатрӗ, район центрӗнчи тӗп лапампа паллашрӗ, ял ҫыннисемпе курнӑҫса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ӗне выльӑх йышӗ 2015 ҫулта 200 пуҫ ӳснине, кӑҫал 100 пуҫ хутшӑнмаллине пӗлтерчӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республика Пуҫлӑхӗ район ӗҫченӗсене уй-хир ӗҫӗсене пысӑк пахалӑхпа хатӗрленӗшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республика Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева кӑҫал район мӗн чухлӗ тырӑ туса илесси те кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ялхуҫалӑх пайӗн начальникӗ Петр Тремасов район ҫуракине мӗнле кӗтсе илни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Иртнӗ кӗрхи призывра пирӗн район тата Курнавӑш ял тӑрӑхӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Призывӑн ҫурхи тапхӑрӗ ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Л.Левый чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Тунтикун район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ял тӑрӑхӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Республикӑри муниципалитетсенче учреждени сечӗсен оптимизацийӗ иртнӗ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хӑварать, мӗншӗн тесен ялти вулакансем валли хаҫат – информацин тӗп ҫӑл куҫӗсенчен пӗри.

В муниципалитетах республики была проведена оптимизация сети учреждений, и, таким образом, районная пресса по-прежнему сохраняет тиражи, потому что для сельских читателей газеты – это один из главных источников информации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

Ҫапах та сирӗн ӗҫӗр тухӑҫлӑхне ҫирӗплетекен тӗп паллӑ республика шайӗнчи кӑларӑмсемпе район хаҫачӗсен тиражӗсене сыхласа хӑварни, теле- тата радиоаудиторисене ӳстерни шутланать.

Но самым главным свидетельством эффективности вашей деятельности являются сохранение тиражей республиканских и районных газет, увеличение теле- и радиоаудитории.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Район хӑйӗн шыв сиккийӗпе те мӑнаҫланать, мӗншӗн тесен унашкалли республикӑра урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Культура министерстви тата район администрацийӗ панӑ сертификатпа /400 пин тенкӗ/ сасӑ, ҫутӑ хатӗрӗн, компьютер, сцена тумӗ туяннӑ, художество пултарулӑх коллективӗ валли ҫӗнӗ тум ҫӗлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кашнинпех ял ҫыннисене, теприсемпе район, республика халӑхне паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӑна тӗп хулари «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи, район пухӑвӗн депутачӗ Алексей Львов парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Канашлура район пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем умне килти хуҫалӑхра сӑвакан ӗнесен хальхи йышне сыхласа хӑварас кӑна мар, ӳстерсе пырас тӗллев лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин палӑртнӑ тӑрӑх, совет саманипе танлаштарсан, халӗ выльӑх-чӗрлӗх усрама чылай ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех