Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухмах сăмах пирĕн базăра пур.
Ухмах (тĕпĕ: ухмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах тепӗр ухмах тупӑнчӗ.

И ишо один глупой выискался.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Казаксем мана председателе ухмах пуҫпа суйларӗҫ.

С дурна ума выбрали меня казаки председателем.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ухмах!

Куҫарса пулӑш

Эпӗ, ухмах, эсӗ тесе шутламан, чылай пысӑк хура ҫӗлен тесе.

А я-то сдуру подумал, что ты это не ты, а порядочная гадюка!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паян станицӑна кайма юрамасть, тесе каларӑм-ҫке ҫав ухмах Давыдова, ҫук вӗт, тӳсӗм ҫитмест унӑн, каймаллах имӗш.

Говорил же этому моему дуролому Давыдову, что не надо нынче рысковать и ехать в станицу, так нет, загорелось ему, вынь да положь, а поезжай.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗнекери ӑссӑр сӑмахсене пуҫунтан кӑларса пӑрах, мана ан кала вӗсене, атту сан ҫурӑму тӑрӑх турчка ҫӳресе пӑхатех, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ, ватӑ ухмах!

Да глупые книжные слова из головы выкинь и мне их сроду не говори, а то походит по твоей спине рогач, так и знай, старый дурак!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макаркӑ Нагульнов сана темле кирлӗ мар кӗнекесем вулама вӗрентнӗ те, эсӗ, ухмах, савӑнатӑн!

Научил тебя Макарка Нагульнов разные непотребные книжки читать, а ты, дурак, и рад?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ мар ӑсран тухнӑ, эсӗ ӑслӑ ухмах пулма тӑрӑшатӑн, тӗрӗссипе вӑт мӗн калатӑп эпӗ сана!

И не я с ума сошел, а ты оказываешься умным дураком, вот что я тебе скажу начистоту!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл Лушкӑна та хӑй патӗнчен хӑваласа ячӗ, а эсӗ ӑна, ухмах, ачашлама пуҫларӑн, вӑл Тимошкӑна та, тӑшмана, пӗр пульӑпах персе ӳкернӗ.

Он и Лушку прогнал от себя, а ты ее сдуру приголубил, и Тимошку, вражину, с одной пули приласкал…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макарушка мана ухмах тесе шутлать пулмалла, анчах вӑл питӗ йӑнӑшать!

Макарушка меня вроде за глупого считает, а дюже он ошибается!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ухмах пуҫпа ҫуркунне каллех урана йӗпетрӗм те каллех аптраса ӳкрӗм!

Потому что опять с дурна ума весною промочил ноги, ну и готов, спекся!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн ӑсӗ пысӑк тесе калама ҫук, ниепле те калама ҫук, анчах чее, нумай ухмах ҫынсен пулакан темле чеелӗх пур унӑн.

Не скажешь, что у него ума палата, никак не скажешь, а с хитринкой, с какой-то простоватой хитринкой, какая бывает у большинства дураков.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ мӗн, мана ухмах тетӗн-и?

— Ты что, считаешь меня за малахольного, что ли?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл пӗртте ухмах мар, колхоз пурнӑҫӗн куҫкӗрет тӑшманӗ!

— Он вовсе не дурак, а открытый враг колхозной жизни!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ухмах ӑсӗпе вӑл манран ҫур пуҫа та ыйтма пултарнӑ…

С дурного ума он бы мог с меня и полголовы потребовать…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тимошка ухмах мар, вӑл хуторта пурӑнас ҫук, районтан пӗр-пӗр гепеушник килсенех, вӑл ҫакна ҫийӗнчех пӗлет те унтан тухса тарать.

Тимошка не дурак, и в хуторе он жить не будет, а как только появится хоть один из этих районных гепеушников, он сразу узнает и смоется отсюда.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамах ухмах пулса юлаттӑм.

И я в дураках оказался бы.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ хамӑн ватӑ, ухмах пуҫӑмпа ҫапла шутлатӑп: вӑл совет влаҫне юраман пулсан, ӑна арестлесе, приговор тӑрӑх вӗлеретчӗҫ, кун пек вӑрттӑн мар, ҫапла вӑрттӑн вӗлерчӗҫ пулсан вара, вӑрӑсем пек, ҫӗрле, тата арӑмӗпе пӗрлех вӗлерчӗҫ пулсан, вӑл совет влаҫӗн тӑшманӗсене ҫиллентернӗ; урӑхла пулма пултараймасть!

А я так глупым стариковским умом рассуждаю: ежели б он не угодил Советской власти — его бы заарестовали и убили по приговору, не втихаря, а уж ежели его убили втихаря, воровски, ночью, да ишо с женой, то не угодил он врагам Советской власти, иначе и быть не может!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, ват ухмах, ун пек вӗреннӗ ҫынсене тӗлӗкре те курман!»

Тебе, старому дураку, такие ученые люди и во сне не снились!»

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ.

— При свете вижу, что у него, у Щукаря то есть, сосновая щепка во лбу торчит… пуля, оказывается, отколола у оконного наличника щепку, она отлетела и воткнулась Щукарю в лоб, пробила кожу, а он сдуру представил, что это пуля, ну и грянулся обземь.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех