Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗм сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗм (тĕпĕ: пӗтӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм Раҫҫейри юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, ялта пурӑнакан арҫынсенчен 61 проценчӗ - ҫемьеллӗ, вӗсенчен 10 проценчӗ вара хут уйӑрттарса пӗрлешмен.

Согласно итогам последней переписи России 61 процент сельских мужчин - состоят в браке, из них 10 процентов не расписаны.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ку вара Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫӗ ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.

Это связано с приближением Всероссийской сельскохозяйственной переписи населения.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

- Паянхи савӑнӑҫлӑ кун чи малтанах хисеплӗ хӗрарӑмсене, чипер пикесене Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хӑтлӑх сотрудникӗсемпе волонтерсем юр тӑрӑх кайса куҫ умне пулакан пӗтӗм йӗре хут ҫинче палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1918 ҫулта Николай Михайлович хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне Етӗрне хулине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗренӳ тытӑмӗнче ирттерекен пӗтӗм мероприяти ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ илме май паракан условисем туса хурассипе ҫыхӑннӑ», - палӑртнӑ министр.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Республика Пуҫлӑхӗ тата театр ертӳлӗхӗ пӗр ӗмӗре ҫывхарса пыракан искусство храмӗн малашлӑх аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, Михаил Васильевич ҫавӑн пекех театрти хӗрарӑмсене ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе - саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫей регионӗсем тӗлӗшпе 2015 ҫулшӑн экологи рейтингӗ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш Енри пусӑ ҫаврӑнӑшӗнчи лаптӑк - Раҫҫейри ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм ҫӗрӗн 0,5% чухлӗ, пирӗн производство тӳпи - ҫӗршывра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗн 1% яхӑн чухлӗ.

Площадь севооборота в Чувашии - 0,5% всех сельскохозяйственных площадей в России, а доля нашего производства сельскохозяйственной продукции в стране составляет около 1%.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анӑҫ пирӗн ҫӗршыва тӗрлӗ санкципе хуптӗрленӗ тапхӑрта мӗнлерех туяҫҫӗ хӑйсене Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри уйрӑмӗн членӗсем, вӗсене мӗн канӑҫсӑрлантарать?..

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн кӗмӗл призерӗн Мария Пандаковӑн та «бронза».

У серебряного призера Всемирной Универсиады Марии Пандаковой тоже «бронза».

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫавӑнпа та ачасене тӗрӗс-тӗкел ӳстерме тӑрӑшмалла, пӗтӗм юратӑва вӗсене парнелемелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

«Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем».

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Кӗҫех вӗсен уявӗ: хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ!

Скоро их праздник: международный женский день!

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Анчах темшӗн кӗвӗ пӗтӗм зала илтӗнмелле янӑрама васкамарӗ-ха.

Но почему-то музыка не спешила зазвучать на весь зал.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мастерскойра тупнӑ пӗтӗм саппас пайсемпе агрегатсене тӗрӗслӗҫ: вӗсем те вӑрланӑ машинӑсенчен сӳтсе илнӗскерсем мар-и?

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пӗтӗм Раҫҫейри турнирсен ҫӗнтерӳҫипе призерне - «Сокол-2002» - Юрий Салканов хӑйӗн хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех