Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑкӑрӗнчен хӗрлӗ юн тапса юхать.

Алый поток крови струился по его груди, окрашивая рыхлую землю и смывая его позор.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапха каллех уҫӑлчӗ те, Кандов чӗри тапса сикме тытӑнчӗ.

Ворота снова открылись, и на этот раз сердце у Кандова застучало.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Данаил ҫул патнелле тапса сикрӗ.

Данаил бросился к дороге.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уҫланка тухса тӑнӑ выҫӑ кашкӑрсем таврана пӑхса илчӗҫ те ҫавӑнтах вӗтлӗхелле тапса сикрӗҫ.

Не успел он это сказать, как голодные хищники бросились в заросли.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑйне чарса тӑма хӑтланнӑ Огнянова тӗртсе, хапха патнелле тапса сикрӗ.

И, резко оттолкнув Огнянова, который пытался удержать его, он ринулся к воротам.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗрхенес вырӑнне жандармсенчен пӗри урипе тапса старике ҫӗре ӳкерчӗ.

Вместо ответа он ударил старика ногой, и тот рухнул на землю.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынни ҫав самантрах айккинелле тапса сикрӗ.

Человек мгновенно бросился бежать прочь.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо Бейзаде шурса кайрӗ, ҫамкине тар тапса тухрӗ, ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса та ячӗ:

Мичо Бейзаде внезапно прошиб пот, он побледнел и, дрожа от злобы, закричал:

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчова тапса кӑларӑр! — илтӗне пуҫларӗҫ сасӑсем.

Вон Стефчова! — раздались голоса.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тапса кӑларӑр ҫав шӑхличе!

— Вон отсюда свистуна!

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Питӗнчен юн тарнӑ тейӗн унӑнне, шурнӑ пит ҫӑмартисем канӑҫсӑр турткаланчӗҫ, тап-таса ҫамкине тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ.

Ни кровинки не было в ее лице; ее бледные щеки подергивались, с чистого, ясного лба скатилось несколько крупных капель пота.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Игумен патне пынӑ чух ӑна ик-виҫӗ утӑм ярса пусасси те хӗнлӗ терт кӳрет, ҫавӑнпа та унӑн пит-куҫне тар тапса тухать.

Те несколько шагов, которые он сделал, чтобы подойти к игумену, вызвали обильный пот на его лице.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Теттӗмре тинех вилӗмлӗ кӗрмешӳ пуҫланса кайрӗ: алӑпа ҫапкалашса та урапа тапса, шӑлпа ҫыртса та чӗрнепе чӗрмелесе ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ.

И вот во мраке началась смертельная схватка: в ход пошли руки, ноги, ногти, зубы.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мелникӗн ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Лоб у мельника покрылся холодным потом.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамкине шултӑра тар тумламӗ тапса тухрӗ.

На лбу у него выступили крупные капли пота.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич пӗррех туртӑнса аллине ҫаннинчен вӗҫертрӗ, ҫийӗнчи тумне пӑрахса хӑварса, хӑйне хуса ҫитнӗ ҫынран тапса сикрӗ.

Выпростав руки из рукавов, Кралич рванулся вперед и ускользнул от преследователя, оставив ему свою куртку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапха алӑкне шакканине илтсенех Иван Кралич ним асне илмесӗр хӳме патнелле тапса сикрӗ, каллех ун урлӑ каҫса, урама тухрӗ.

Действительно, при первом же стуке в ворота Иван Кралич, не помня себя, кинулся к ограде, снова перелез через нее и спрыгнул на улицу.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл тулли, тапса тӑрать; ҫавӑнпа та асаилӳсемпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть; асаилӳсем вӗсем кайран пулӗҫ, кайран-кайран, вунӑ ҫултан та, ҫирӗм ҫултан та мар, кайран; халӗ вӗсен вӑхӑчӗ мар-ха, сайра хутран вӗсем халӗ те пулкалаҫҫӗ-ха, акӑ, сӑмахран, час-часах пулман асаилӳсенчен нумайрах пулаканни пӗри паян та аса килчӗ-ха ӑна.

Оно так полно жизни, что редко остается время воспоминаньям; воспоминания будут после, о, гораздо после, и даже не через десять лет, не через двадцать лет, а после; теперь еще не их время, и очень еще долго будет не их время, но все-таки бывают они и теперь, изредка, вот, например, и ныне ей вспомнилось то, что чаще всего вспоминается в этих нечастых воспоминаниях.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫаврашка салана пуҫларӗ, пурте унта тапса сикрӗҫ.

Круг немедленно распался; все в беспорядке направились туда.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Мӑнтӑркка ача, таппа лекнӗ шӑши пек, талпӑнчӗ, сасартӑк шкул ачи патне пырса перӗнчӗ, ӑна тӗксе хӑварса, малалла тапса сикрӗ.

Толстый мальчишка, словно мышонок, очутившийся в западне, метнулся в сторону, но внезапно бросился к школьнику, толкнул его и пустился наутек.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех