Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Мӗн тумалла? –> Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.30 01:43

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 421

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вера Павловна, упӑшки госпитальтен апат тӗлне килессе кӗтсе, хӑйӗн ҫемҫе кушетки ҫинче канса выртать. Паян вӑл, апат хыҫҫӑн памалли пылак япаласем хатӗрлесе, кухньӑра вӑрах аппаланмарӗ, унӑн хӑвӑртрах выртасси, канасси килчӗ, мӗншӗн тесен вӑл паян ирхине питӗ нумай ӗҫлерӗ, ӗнтӗ нумайранпа ҫапла пулса пычӗ унӑн, малашне те ирсеренех ун ӗҫ нумай пулӗ; вӑл хулан тепӗр вӗҫӗнче ҫӗвӗ ҫӗлекен урӑх мастерской уҫать. Вера Павловна Лопухова Васильевскинче пурӑнатчӗ. Вера Павловна Кирсанова Сергиевски урамра пурӑнать, мӗншӗн тесен ун упӑшкин Выборгски сторонапа ҫывӑхрах хваттерте пурӑнмалла. Мерцалова Васильевскинчи ҫӗвӗ мастерскойӗшӗн питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, — тӗлӗнмелли те ҫук: вӑл та, мастерской та пӗрне-пӗри лайӑх пӗлнӗ. Петербурга таврӑнсан, Вера Павловна ҫакна курчӗ: ҫӗвӗ мастерскойӗнче халӗ унӑн хутран-ситрен кӑна пулин те, ку вӑл унта пулма, хӑнӑхнипе, унта ӑна хӑйне хӑнӑхнипе ҫеҫ; тен, вӑл унта; кайкаласа килни усӑллӑ та пулӗ, мӗншӗн тесен Мерцалова хӑш чухне унтан канаш ыйткалать; анчах ҫакна тума ӑна вӑхӑт сахал кирлӗ, ҫавӑнпа та вӑл унта халӗ сахалтарах пулать; Мерцалова вара хӑй ӗҫне акӑ часах хӑнӑхса ҫитӗ те, ӑна Вера Павловна пулӑшӑвӗ кирлӗ те пулмӗ. Тепӗр тесен тата Петербурга таврӑнсан малтанхи кунсенче Вера Павловна Васильевскинчи ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойӗнче унта кирлӗ ҫын пек мар, юратнӑ хӑна пек ҫеҫ пулчӗ, темелле. Мӗн ӗҫе тытӑнмалла-ха? — мӗнни паллӑ: хулан тепӗр вӗҫӗнче, хӑйне ҫывӑхра, ҫӗнӗ мастерской уҫмалла…

Ҫапла вара Бассейнӑйпа Сергиевски хушшинчи переулоксенчен пӗринче ҫӗнӗ мастерской майлама тытӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫӗ, ӗлӗкхи мастерскойпа танлаштарсан, самай сахал пулчӗ: тӗп штата йышӑннӑ пилӗк хӗр кунта леш мастерскойӗнчен куҫрӗ, лере вара вӗсен вырӑнне ҫӗннисене йышӑнчӗҫ; ытти штата леш мастерскойра ӗҫлесе курнӑ ытти паллакан лайӑх ҫӗвӗҫсене илчӗҫ. Ку вара пурне те ҫуррине ытла хатӗрлесе хунине пӗлтерет: мастерскойри йӗркепе ун тӗллевне компани членӗсем пурте лайӑх пӗлсе тӑчӗҫ, ҫӗнӗ хӗрсем ӗҫе кӗнӗ чухнех леш мастерской питӗ хуллен майлаштарса пыракан йӗркесене малтанах туса ярас кӑмӑлпа кӗчӗҫ. О, халӗ ҫав ӗҫ ун чухнехинчен вунӑ хут хӑвӑртрах пырать, унпа ҫыхӑннӑ чӑрмавсем те виҫӗ хут сахалтарах. Ҫапах та ӗҫ нумаях ҫав, Вера Павловна ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех ывӑнчӗ; ҫапла вӑл икӗ уйӑх хушши ывӑнать ӗнтӗ; иккӗмӗш хут качча тухнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ пулин те, икӗ уйӑх ҫеҫ — мӗнех вара, туй хыҫҫӑн праҫник тумалла пулнӑ-ҫке-ха унӑн, вара вӑл ӑна вӑрах уявларӗ. Анчах халӗ вӑл ӗҫе тытӑнчӗ.

Ҫапла, вӑл паян ӗҫлесе ывӑнчӗ те, хӑй вара, нумай-нумай япала ҫинчен (ытларах хальхи пурнӑҫ ҫинчен) шухӑшларӗ: вӑл питӗ лайӑх, тулли! Вӑл тулли, тапса тӑрать; ҫавӑнпа та асаилӳсемпе аппаланма вӑхӑт та юлмасть; асаилӳсем вӗсем кайран пулӗҫ, кайран-кайран, вунӑ ҫултан та, ҫирӗм ҫултан та мар, кайран; халӗ вӗсен вӑхӑчӗ мар-ха, сайра хутран вӗсем халӗ те пулкалаҫҫӗ-ха, акӑ, сӑмахран, час-часах пулман асаилӳсенчен нумайрах пулаканни пӗри паян та аса килчӗ-ха ӑна. Ун асне акӑ мӗн килет:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех