Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Нумай пурӑнас пулсассӑн та, вӗсене нимӗн вырӑнне те хумӗҫ, вӗсенӗн кая юлнӑ ватлӑхӗ те хисепсӗр пулӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем, кӑшт хаса тӳснисем, ырӑлӑхне нумай илӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ тӗрӗсленӗ, вӗсем Турра тивӗҫлӗ иккенне курнӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ пурӑнакан чухӑна хӗсӗрлӗпӗр, тӑлӑх арӑма хӗрхенмӗпӗр, ватӑ ҫыннӑн нумай ҫулхи кӑвак ҫӳҫӗнчен те именмӗпӗр.10. Будем притеснять бедняка праведника, не пощадим вдовы и не постыдимся многолетних седин старца.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пурне те сӑнанӑ, тӗпченӗ, нумай ытарлӑ сӑмах хайланӑ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ухмах ҫын нумай калаҫать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑслӑлӑх ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах; анчах та ҫылӑха кӗнӗ пӗр ҫынах ыррине нумай пӗтерет.18. Мудрость лучше воинских орудий; но один погрешивший погубит много доброго.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; 13. йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пушӑ сӑмах нумай: этеме унран мӗн усси?11. Много таких вещей, которые умножают суету: что же для человека лучше?
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.11. Сладок сон трудящегося, мало ли, много ли он съест; но пресыщение богатого не дает ему уснуть.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать: 29. «ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хаяр ҫын харкашу тапратать, авӑк ҫын нумай ҫылӑх тӑвать.22. Человек гневливый заводит ссору, и вспыльчивый много грешит.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑссӑр пуҫлӑх нумай хӗсӗрлет, мулшӑн ҫуннине курайман ҫын — ӗмӗрне тӑсать.16. Неразумный правитель много делает притеснений, а ненавидящий корысть продолжит дни.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пыла нумай ҫини аван мар пулнӑ пек, мухтавшӑн хыпӑнса ҫӳрени те мухтавлӑ мар.27. Как нехорошо есть много меду, так домогаться славы не есть слава.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ылтӑн пур, ӗнчӗ те нумай, анчах ӑслӑ чӗлхе-ҫӑвар пуринчен те хаклӑрах.15. Есть золото и много жемчуга, но драгоценная утварь - уста разумные.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫнӗ — тӗрӗс мар виҫнӗ, сахаллине нумай пек кӑтартаҫҫӗ, иккӗшӗ те — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх.10. Неодинаковые весы, неодинаковая мера, то и другое - мерзость пред Господом.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Этем чӗринче ӗмӗчӗ-шухӑшӗ нумай та, анчах Ҫӳлхуҫа палӑртни ҫеҫ пурӑнӑҫланать.21. Много замыслов в сердце человека, но состоится только определенное Господом.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Суя урлӑ нумай тупӑш иличчен вӑл сахал пултӑр та тӳрӗ ӗҫпе тупӑннӑ пултӑр.8. Лучше немногое с правдою, нежели множество прибытков с неправдою.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.