Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шел сăмах пирĕн базăра пур.
Шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, мӑшӑрӗ Лидия 10 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ, тепӗр хӗрӗ Наташа пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа та ҫак кӗркунне пилӗк ҫул пулать.

Жаль, супруга Лидия 10 лет тому назад покинула этот мир, этой осенью будет 5 лет как ушла из жизни другая дочь Наташа.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шел!

Жаль!

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шел те, паян вӗсенчен 3-шӗ кӑна пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Питӗ шел...

Очень жаль...

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Шел, тусӑм нумаях пулмасть вилсе кайрӗ.

Жаль, друг недавно умер.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Шел пулин те, хальлӗхе ҫырма-ҫатрасем ҫав-ҫавах ҫӳп-ҫаппа тулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Шел, экологи, тавралӑхӑн санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирӗн ҫӗршывра, ҫавӑн пекех Тутарстанра та, калама ҫук нумай.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Шел те тӗрлӗ енпе ӗҫлекенсем пӗр-пӗринпе сахал хутшӑнаҫҫӗ.

Жаль, что работники разных сфер очень мало общаются между собой.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Шел те, хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ сӑлтава пула килеймерӗ.

Жаль, что некоторые по разным причинам не смогли прибыть.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Шел, ҫӑлӑнайман.

К сожалению, не спаслись.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Шел те, пур ҫемьере те телей хуҫаланмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫывӑх пӗртен-пӗр тӑванӑма, шел, упраймарӑм.

Однако не смогли уберечь единственного родственника.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина тытӑмӗнче ӗҫленӗскер, шел, хӑйӗн сывлӑхне упрайман — йывӑр чирленӗ.

Работала в медицинских структурах, жаль, не смогла сберечь свое здоровье - болела тяжело.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шел пулин те, ҫак чӑнлӑха паянхи хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ йышӑнасшӑн мар.

К сожаленью, сегодня некоторые исследователи не хотят понимать эту правду.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Шел, вӗсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа материал пухассипе хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пуррине те пытармасть ҫамрӑк тӗпчевҫӗ.

Жаль, они уже ушли из жизни, поэтому молодой краевед не скрывает о некоторых проблемах, которые возникают при сборе материала.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫавӑнпа та хальлӗхе ӑҫта кайса, кам пулса ӗҫлесси, шел пулин те, паллӑ мар-ха.

И поэтому пока, жаль, не известно куда и кем работать.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Сувар» хаҫат та хӑйӗн «Шурӑмпуҫ» литература кӑларӑмне конкурса тӑратнӑччӗ, шел, ҫӗнтереймерӗ, ҫапах 180 номинант хушшинче ҫурма финала тухни те пӗчӗк мар ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Головинсен алӑкне те тепӗр пысӑк хуйхӑ шаккать: ҫемье пуҫне Василий Архиповича халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене хупаҫҫӗ (шел, киле таврӑнаймасть вӑл, 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗнче чирлесе вилет).

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шел, совет самани арканнӑ май «Паха тӗрӗ» те, «Шевле» те пӗтрӗ.

Жаль, с распадом советских времен, и "Красивый узор", и "Луч" закрылись.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шел, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑскерӗн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр — пӗлтӗрхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче — татӑлчӗ.

Прескорбно, у депутата государственной думы Чувашской Республики жизненный путь внезапно оборвался 3 февраля прошлого года.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех