Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урамра (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урамра шӑв-шав илтсен, вӑл Петр патне пынӑ та мӗн пӗлмеллине унта пӗтӗмпе пӗлнӗ.

Онуслышал шум на улице, пошел к Петру и там узнал обо всем.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пуп ҫурчӗ патне ҫитсен, урамра вӑл шавлӑ ушкӑна курах кайрӗ, Петр сассине илтсен, каччӑсене чарса тӑчӗ.

Поравнявшись с домом священника, он встретил на улице шумную компанию и, услышав голос Петра, остановил парней.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн эс пире сехет хушши урамра тытса тӑратӑн йытӑ? — ятлаҫса илчӗ хӑрах куҫлӑ жандармӗ, плащӗнчен юрне силленӗ май.

— Почему ты держал нас целый час на улице, скотина? — ругался одноглазый полицейский, стряхивая снег с плаща.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн шӑв-шавӗ илтӗнет тата урамра? — терӗ Цанко, аллинчи эрехне сыпмасӑрах сӗтел ҫине лартса хӑй ура ҫине тӑчӗ.

— Что это за шум на улице? — сказал Цанко и, не допив вина, встал.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чипер курнаҫрӑр-и, чипер-и паян каҫпа, Чипер-и урамра та, чипер-и тӗттӗм урамра, Чипер лартӑр-и, чипер калаҫрӑр-и.

Добро-ле, повстречалися, добро-ле, как-то вечером, Добро-ле, да на улице, добро-ле, темной улице, Добро-ле, да сидели, добро-ле, говорили.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урнӑ пек пулса ҫитнӗ онбаши ҫиллине шӑнараймарӗ — Огнянов урамра курӑнмарӗ.

Онбаши был взбешен — Огнянов из церкви не вышел.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пиперковски урамра ӑна Михалаки Алафрангов тӗл пулчӗ.

На Пиперковой улице ему повстречался Михалаки Алафранга.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Революци юррисем кулленхи йӑлана кӗрсе ҫитрӗҫ — килте те, улахсенче те, пыра-киле урамра та ҫавӑн йышши юрӑсем илтӗне пуҫларӗҫ; савӑш юрри вырӑнне патриотла юрӑсем янӑратаҫҫӗ.

Революционные песни вошли в моду и проникали всюду — в дома, на посиделки и оттуда на улицы; сентиментальные любовные песни везде были вытеснены патриотическими.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫаплах тӑрӑшнине пула урамра ҫӳрекен йытӑсем те хирӗҫ вӗрме тытӑнаҫҫӗ.

Он проявляет такое усердие, что на его лай отзываются собаки с улицы.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ эпӗ хам урамра выртакан пӗр-пӗр ӳсӗр ҫынна та Миал-полицейские сывласа пӑхтармасӑр хупса хумастӑп, — терӗ.

Я даже пьяного с улицы и то не посажу под замок, пока не заставлю его дыхнуть на Миала, полицейского.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урамра ун хуйхине пӗлмен ҫынсем ирте-ирте каятчӗҫ, вӑл вӗсене асӑрхаса пӑхмасӑр таҫта инҫетелле ӑнтӑларӗ.

Она рассеянно смотрела куда-то вдаль, не видя проходивших по улице беззаботных и равнодушных людей.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урамра ҫил шавлама тытӑнчӗ, тӑвӑл хускала пуҫларӗ.

С улицы донесся шум сильного ветра; начиналась гроза.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урамра шӑпах иккенне пӗлсен, эп каларӑм вара хама: «Ҫак канӑҫлӑхран хӑрамалла та санӑн, Иванчо», — терӗм.

— Убедившись, что на улице всемирная тишина, я сказал себе: «Вот этого-то тебе и надо бояться, Иванчо».

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑвӑллӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупӑрласа илнӗ; сулхӑн каҫ шӑплӑхне ҫил шӑхӑрса хускатать, ҫынсӑр урамра вӑл кӳренсе улать.

Черные грозовые тучи затянули небо; тихая вечерняя прохлада отступила перед порывами ветра, жалобно завывавшего на безлюдных улицах.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫук, эпӗ кунта кӗнӗ чух урамра никам та ҫукчӗ пек.

— Нет, когда я вошел, на улице, кажется, никого не было.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вера Павловна Кирсанова Сергиевски урамра пурӑнать, мӗншӗн тесен ун упӑшкин Выборгски сторонапа ҫывӑхрах хваттерте пурӑнмалла.

Вера Павловна Кирсанова живет в Сергиевской улице, потому что мужу нужно иметь квартиру ближе к Выборгской стороне.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урамра ытлашши калаҫса кайма ҫук ҫав.

На улице не слишком расчувствуешься в разговоре.

XXVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ мӗн тӑватӑп: эпӗ сире вӑл хӗрарӑм патӗнчен кайнӑ чухне урамра кӗтсе тӑрӑп.

Я сделаю вот что: я буду ждать вас на улице, когда вы пойдете от этой дамы.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тата икӗ кунтан «Полици ведомоҫӗсенче» французла, нимӗҫле т. ыт. калаҫма пултаракан, лайӑх йӑхран тухнӑ хӗр гувернантка пулса ӗҫлеме вырӑн шырать, ун ҫинчен Коломнӑра, NN урамра, NN ҫуртра, ҫав-ҫав чиновникрен ыйтса пӗлме юрать» текен пӗлтерӳ пичетленсе тухрӗ.

Через два дня в «Полицейских ведомостях» было напечатано объявление, что «благородная девица, говорящая по-французски и по-немецки и проч., ищет место гувернантки и что спросить о ней можно у чиновника такого-то, в Коломне, в NN улице, в доме NN».

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир театрта, урамра, е ӑҫта та пулин ман пата пыма хӑятӑр пулсан, — эпӗ сире питрен ҫупатӑп.

Но я предупреждаю вас: если вы осмелитесь подойти ко мне в театре, на улице, где-нибудь, — я даю вам пощечину.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех