Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран ҫемьене илсе килӗттӗм, — кӗскен ӑнлантарчӗ Антун.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурӑна киле ҫемьене те куҫарӑп-ха.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, Улька педтехникум пӗтернӗ, пысӑк пуҫлӑх, унашкаллисене вара чӑваш хресченӗ ҫемьене кӗртесшӗнех мар: вӗреннӗ ҫынна хисеплессе хисеплет вӑл, анчах, ҫав ҫын хресчен ҫемйинченех тухнине пӗле тӑркач, хура ӗҫре ӑна шанмасть.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ.Житель Чебоксар ради сохранения семьи обратился за помощью к гадалке.
Юмӑҫа 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31274.html
Атӑл тӑрӑхӗнчи выҫлӑх чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи ҫӗр-ҫӗр ҫемьене ҫӗнӗ ҫӗре — Ҫӗпӗре хӑваланӑ.Голод на Волге гнал сотни семей с чувашской земли в новую землю — в Сибирь.
Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Пултарулӑх куравне ҫавӑн пекех хӗрарӑмпа ҫемьене халалланӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Ҫуркунне ҫитсен» курав уҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31048.html
Вӑл ҫемьене укҫасӑр лартман.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Ашшӗн тивӗҫӗ ҫемьене укҫапа обеспечить тӑвасси.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Савнӑ ҫынни Тоньӑпа пӗр ҫемьене чӑмӑртансан хӑйне хӑй алла илчӗ, ӑшӗнче тек никама та хам ҫывӑха ямӑп тесе тупа турӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Атӑлӑн илемлӗ хутлӑхӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республики тӗрлӗ наци ҫыннине тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсене пӗр ҫемьене пӗрлештернӗ.
Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/24/news-3878551
Эпӗ пур ҫемьене туртатӑп, вӑл — аркатать.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ҫамрӑксем пӗр ҫемьене чӑмӑртансан йӑва ҫавӑрма пулӑшаҫҫех вӗсене Павловсем.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Пилӗк ҫемьене икҫӗршер тенкӗлӗх штрафланӑ текен сас-хура сарӑлчӗ ял хушшинче.По деревне распространились слухи, что пять семей были оштрафованы на двести рублей.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Килес ҫул, Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ, пирӗн хушӑри ҫӗнӗ ятсене уҫтӑр, кашни ҫемьене, республикӑна пархатар кӳтӗр.
Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu
— Хамӑн юратнӑ аттеме вӗлернӗ хыҫҫӑн манӑн пӗтӗм ҫемьене усрамаллӑх укҫа ӗҫлесе тупмалла.— После гибели моего любимого отца я должна зарабатывать для всей семьи.
Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хамӑрӑн пӗтӗм ҫемьене лагере илсе килме ирӗк парсамӑрччӗ мана.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Юлташсем унта пирӗн ҫемьене пурӑнма хӑрушӑ, тесе каласа параҫҫӗ: нимӗҫсем вӗсем ҫинчен шӑршласа пӗлнӗ пулмалла.Ребята рассказывают, что семье там жить опасно: немцы, кажется, о них пронюхали.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Манӑн пур ҫемьене сыхласа хӑвармалла.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малалла мӗн тӑвасси — кӗркунне курӑнӗ: ашшӗне ҫӑмӑлтарах пек пулсан, Ленька шкула кайӗ, сывалса ҫитеймесен — унӑн вара ҫемьене пулӑшма тивет.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Акӑ мӗн, Леонид, — терӗ пӗррехинче ӑна ашшӗ хӑй хытӑ аптраса ӳкнӗ хыҫҫӑн, — ҫемьене малашне санӑн пулӑшмалла пулать.— Вот что, Леонид, — сказал раз отец после особо тяжелого приступа, — надо тебе семье помогать.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.