Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫӳлхуҫамӑр, илтсемччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, каҫарсамччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, тӑнласамччӗ!19. Господи! услыши; Господи! прости; Господи! внемли и соверши,
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Туррӑмӑр, халӗ Хӑвӑн чуру кӗллине, вӑл тархасланине илтсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫаратса хӑварнӑ сӑваплӑ Ҫурту ҫине Хӑвӑншӑн ҫутӑ сӑнупа пӑхсамччӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир, пирӗн патшасем, пирӗн пуҫлӑхсем, пирӗн аттесем намӑс айне пултӑмӑр, мӗншӗн тесессӗн Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пирӗн аттемӗрсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене аса ан илсемччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра Хӑвӑн аллупа тунӑ хӑватсене, Хӑвӑн ятна асна илсемччӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, эпир Сана мухтава кӑларӑпӑр, Ҫӳлхуҫамӑр!
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Куҫна уҫса пӑхсамччӗ — вилнисем, ҫӗр тӗпӗнчисем, ӑшӗнчен чӗмне кӑларса илнисем, мухтамӗҫ Ҫӳлхуҫана, 18. пысӑк хӗн-хур ҫитнӗшӗн хуйхӑракан ҫын, пуҫне чиксе салхуллӑ ҫӳрекенскер, тӗксӗмленнӗ куҫлӑскер, касӑлнӑ чунлӑскер, мухтавлӗ, аслӑлӗ Сана, Ҫӳлхуҫамӑр!
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫа, пӑхсамччӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнтан, пире асна илсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, тайсамччӗ хӑлхуна, илтсемччӗ!
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн кӗлле, эпир йӑлӑннине илтсемччӗ, пире Хӑвӑншӑн хӑтарсамччӗ, хамӑра куҫарса кайнӑ ҫынсем умӗнче хӗрхенсемччӗ пире, 15. пӗтӗм ҫӗр Эсӗ пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пулнине пӗлтӗр: Санӑн ятна Израиле, унӑн йӑхне панӑ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире хирӗҫ, Израиле сут туса тӑнӑ пирӗн тӳресене хирӗҫ, пирӗн патшамӑрсене хирӗҫ, пирӗн пуҫлӑхсене хирӗҫ, израильсемпе иудейсене хирӗҫ каласа хунӑ Хӑйӗн сӑмахне вырӑна килтерчӗ: 2. Вӑл пирӗн ҫине халиччен тӳпе айӗнче пулман хӗн-хур, Моисей саккунӗнче ҫырни тӑрӑх, Хӑй Иерусалима кӑтартнӑ пек пысӑк хӗн-хур, ярӗ, 3. эпир ӗнтӗ пӗри ывӑлӗн ӳтне, тепӗри хӗрӗн ӳтне ҫийӗпӗр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16. патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17. мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18. Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пире Ху енне ҫавӑр та, эпир Сан хыҫҫӑн кайӑпӑр; авалхи пек, пирӗн кунсене ҫӗнетсем.21. Обрати нас к Тебе, Господи, и мы обратимся; обнови дни наши, как древле.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пур; Санӑн аслӑ вырӑну сыпӑкран сыпӑка пырать.19. Ты, Господи, пребываешь во веки; престол Твой - в род и род.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эпир мӗн курнине аса илсемччӗ; хӗрхенсе пӑхсамччӗ, эпир мӑшкӑл тӳснине курсамччӗ.1. Вспомни, Господи, что над нами совершилось; призри и посмотри на поругание наше.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тӑр, ҫӗрӗпе тархасла, хурал сехечӗ ҫитмессерен йӑлӑн; Ҫӳлхуҫамӑр сӑнӗ умӗнче пӗтӗм чунна шыв тӑкнӑ пек уҫса пар; кашни урам кӗтесӗнче выҫӑпа вилекен ачусен чунӗсемшӗн аллуна Ун еннелле тӑс.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫамӑр тӳрӗ, эпӗ вара Унӑн сӑмахне пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, курсамччӗ: мӗн тери мӗскӗне эпӗ юлтӑм!» 12. Эй иртен-ҫӳренсем, сирӗн тӗле ҫакӑн евӗрли ан ҫиттӗр! пӑхӑр-ха, курӑр-ха: манӑнни пек чир, Хӑйӗн вут-ҫулӑмлӑ ҫилли килнӗ кун Ҫӳлхуҫамӑр янипе мана ҫитсе ҫапнӑ чир евӗрли, урӑх пур-и тата?
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Иеремия Сераияна ҫапла каланӑ: Вавилона ҫитсессӗн асту, ҫак сӑмахсене пурне те вуласа пар та 62. ҫапла кала: «эй Ҫӳлхуҫамӑр!
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков ҫинчен савӑнса юрлӑр, халӑхсен пуҫлӑхне саламлӑр; кӑшкӑрса, янӑравлӑн мухтӑр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхна, Израиль йӑлкӑмне, ҫӑлсамччӗ!» тейӗр.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.