Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савантер хуллен, пӗр сас-чусӗр вӑкӑр хӑмпи карнӑ тӑвӑр кантӑка харри-мӗнӗпех кӑларса илчӗ те ҫӗлен евӗр шала шуса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки вӑйӑма пухса, чӑтлӑха шуса кӗтӗм, атту сирӗнпе калаҫса та лараяс ҫукччӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр вӗренрен пушансанах ут купарчи ҫинче тытӑнса тӑраймарӗ, шуса анчӗ, анчах ҫав чукмар алӑсемех ӑна ҫӗре ӳкме памарӗҫ, йӑтса илчӗҫ те хӑй учӗ ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай, чукмар пек алӑ тӑнлавран ҫапнипе, йӗнер ҫинчен шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ хуллен Укаслу выртакан ҫӗрелле шуса пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер арман патнерех хырӑмпа шуса пычӗ те пилӗкӗ хушшине хӗстернӗ анкарне сылтӑм аллине тытрӗ, тискерсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнмалли самант кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер вӗсен патне ҫывӑхах шуса пычӗ те уйӑх ҫутинче курах кайрӗ: ҫыран хӗрринче ҫыхса пӑрахнӑ хӗр выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, хӗнесе пӗтернӗ йытӑ ҫури пек, йынӑша-йынӑша айлӑмалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ хайхи ахлатса илчӗ те питне аллипе ярса тытса кӗтесселле шуса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хырӑмпа шуса пырса аялалла антӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Каҫ тӗттӗмӗ ҫапсан, Янеев йывӑр аманнӑ Киселев патне шуса пычӗ, унӑн ал тымарне тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кузьмич ҫӗкленет те хӑй умӗнчи хыр хыҫне шуса пырса выртать, кунтан ӑна ҫул тӑрӑх мӗнле машинӑсем иртсе кайни аванах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк чӑрӑш ҫинчен йӑшт ҫеҫ шуса анчӗ те пиччӗшӗпе Федя патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ хӑмаран ҫапса тунӑ хӳме ҫывӑхнелле шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук йывӑҫ ҫинчен хӑвӑрт шуса анчӗ те поселок хыҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗчӗк Минюк ҫеҫ, симӗс нӑймаллӑ ҫул ҫине пуснипе ури шуса кайрӗ те, шыва ҫатлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑмана туртса кӑлартӑм та чӗркуҫҫисене, чавсасене шӑйӑра-шӑйӑра хырӑмпа шуса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хамӑн Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнчи виҫ-тӑватӑ ҫулсенчи ачалӑха аса илсен, куҫ умне яланах пин-пин сӗвекки-йӳҫеккипе пӗрлех Катя ятлӑ шултра йӑхри талпан, кӗрнеклӗ кушак та шуса тухать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «васкавлӑ пулӑшу» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ, шур акӑш пек шурӑ машина Тимӗр Кӗркури пурӑнакан ҫурт умне тӳ-тӳ-тӳ! тӳлетсе, хыпӑнса, вӑрр! вӗҫсе, йӑрр! шуса ҫитсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

..» Вӗсемпе пӗрлех куҫ умӗпе ҫав сӑра сутуҫин пӗтӗм тӗнчене те тимӗр тӑхаллӑ пиҫиххипе хӑмӑррӑн-хаяррӑн юнаса тӑракан чӑртмах, сивӗ шурӑ куҫлӑ сӑнарӗ те шуса иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех