Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑкри кашни япалах: Атӑл шавлани-и вӑл, ӑшӑ ҫил йывӑҫ-курӑксене лӑпкӑн хумхатни-и, шӑпчӑк-кайӑк шурӑмпуҫне юрлама пуҫлани-и е тӑрӑ тӳпере ҫутӑ уйӑх канлӗн шуса тухни — пурте, пурте манӑн чӗрере илемлӗ кӗве-ҫемӗсем ҫуратнӑ пекчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пирӗн урам анаталла, Шуса анать пӗр ҫуна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫенӗк картлашки умне вӗсем шуса тенӗ пек ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул пӑрлак, шуса ӳкме те пулать, асӑрханса утмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Юнашарта сиктерсе пыракан чӑваш каччи йӗнерӗ ҫинчен йывӑррӑн шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешӗ ӑна асӑрхама ӗлкӗрчӗ: тахӑш самантра учӗ айне шуса анчӗ те тӗпӗр енчен кӑлтӑрмач пек кусса тухса, драгуна аялтан ҫулелле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑра вӑл юн юхтарса, хырӑмпа шуса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй вырӑнӗнчен шуса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхсан-пӑхсан вӑл кӑмӑлне каякан турат тупрӗ те, унта шуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресченсем патька-патша аттине чуптума хӑтланса, ун патнерех шуса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан теприн патне хырӑмӗпе шуса кайса юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк халат аркине чуптума тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хуллен, пӗр сас-чусӗр вӑкӑр хӑмпи карнӑ тӑвӑр кантӑка харри-мӗнӗпех кӑларса илчӗ те ҫӗлен евӗр шала шуса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки вӑйӑма пухса, чӑтлӑха шуса кӗтӗм, атту сирӗнпе калаҫса та лараяс ҫукччӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр вӗренрен пушансанах ут купарчи ҫинче тытӑнса тӑраймарӗ, шуса анчӗ, анчах ҫав чукмар алӑсемех ӑна ҫӗре ӳкме памарӗҫ, йӑтса илчӗҫ те хӑй учӗ ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай, чукмар пек алӑ тӑнлавран ҫапнипе, йӗнер ҫинчен шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ хуллен Укаслу выртакан ҫӗрелле шуса пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер арман патнерех хырӑмпа шуса пычӗ те пилӗкӗ хушшине хӗстернӗ анкарне сылтӑм аллине тытрӗ, тискерсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнмалли самант кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер вӗсен патне ҫывӑхах шуса пычӗ те уйӑх ҫутинче курах кайрӗ: ҫыран хӗрринче ҫыхса пӑрахнӑ хӗр выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, хӗнесе пӗтернӗ йытӑ ҫури пек, йынӑша-йынӑша айлӑмалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех