Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухова, практика енчен илсе, шухӑшлавҫӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхсан, вӑл ун чухне «килӗшетӗп» тени ҫирӗп маррине кӑтартса парас пулсан, вӑл, теоретик енчен илсен, хавасланса кайса: акӑ сире пирӗн шухӑшсене эгоизм тытса пынин ҫӗнӗ тӗслӗхӗ! — тенӗ пулӗччӗ — курмалла пулнӑ вӗт манӑн, анчах эпӗ курман, мӗншӗн тесен манӑн урӑххине курас килнӗ — тата пире хамӑра тытса пынин ҫӗнӗ тӗслӗхӗ, мӗншӗн тесен, мӗншӗн-ха хӗре путвалта эрне хушши ытлашши лартрӑм, маларах курса, ӗҫе йӑлтах, ҫавӑн чухнех майлаштармаллаччӗ!
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалу пысӑк мар; кӑштах практика ӗҫне те тумалла пулать, — кирлӗ таран, — ҫапла пурӑнӑпӑр вара.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна мӗн чухлӗ ҫирӗпрех туса пырасси вӗсен килти пурнӑҫӗнчен килет: хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кирлӗ мар пулсан, вӗсем практика ӗҫне пачах та тытӑнмаҫҫӗ, урӑхла каласан, ыйткалан пекрехех тӑрса юлаҫҫӗ; анчах ҫемьешӗн кирлӗ пулсан, вӗсем практика ӗҫне ҫемьесене мӗн чухлӗ кирлӗ, шӑпах ҫавӑн чухлӗ тӑваҫҫӗ, урӑхла каласан, нумай ӗҫлемеҫҫӗ тата сыватасса та чӑнахах сывмар ҫынсене ҫеҫ, наукӑн хальхи мӗскӗн вӑхӑтӗнче сыватма май пуррисене, урӑхла каласан, пӗртте усӑ паман чирлӗ ҫынсене сыватаҫҫӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Практика ӗҫне тӑвас пулсан, 30 ҫулта чапа тухма, 35 ҫулта ӗмӗр пурӑнмалӑх пурлӑх туса ҫитерме, 45 ҫулта пуйса кайма пулать, ҫакна вӗсем пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑ вӑл интереслӗ япала; юлашки вунӑ ҫул хушшинче чи лайӑх вӗреннӗ хӑшпӗр медицина студенчӗсем вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн практика ӗҫӗпе пурӑнасшӑн марри, май килсенех, медицинӑпа ҫыхӑнса тӑракан наукӑсенчен хӑшиншӗн те пулин — физиологишӗн, химишӗн е мӗн те пулин ҫавӑн пеккишӗн — медицинӑна пӑрахма хатӗрри палӑрчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл практика ӗҫӗпе пурӑнасшӑн пулман.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Средовая практика теҫҫӗ кӑна вырӑссем.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12