Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулчӗҫ (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑванӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ, йӑл кулчӗҫ те ун сӗнӗвӗпе килӗшрӗҫ.

Родственники переглянулись, улыбнулись и согласились.

Чӑвашла вӗренни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 9,11 с.

Салтаксем ахӑлтатса кулчӗҫ.

Солдаты хохотали.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн тантӑшӗсем Жуково хӗрӗсен аллапписем ҫине пӑхса кулчӗҫ.

Ее подруги осматривали руки у вырывающихся жуковских льноводок и злорадствовали.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кулчӗҫ те ҫитменнине.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Лешсем, чарӑнса, вӑрттӑн кулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Каласса вӑл питӗ ӑста каларӗ, пуҫтарӑннӑ авиамоделистсем ахӑлтатса кулчӗҫ.

Рассказывал он так остроумно, что моделисты покатывались со смеху.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Темӗнле квершлага персе ӳкернӗ унта, бремсберг (янӑравлӑран юлчӗ ку сӑмах ман асра) тӑрӑх «ӑмӑрткайӑк янинчен» каҫса кайсах кулчӗҫ, хӑраса ӳкнӗ плитовойсем мультяжкӑллӑ (пӗр-пӗр шӗвек пулас) вагонеткӑсем ҫинех хӑпарса кайнӑ.

Какой-то там квершлаг сбили, и все искренне смеялись над тем, как по бремсбергу (запомнил звучное слово) «орла пустили», а перепуганные плитовые залезли в вагонетки с мультяжкой (очевидно, жидкость такая).

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Дуняшкӑсӑр пуҫне, ыттисем пурте кулчӗҫ.

Смеялись все, кроме Дуняшки.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пробатов тутисене ҫыртрӗ, ун кӑшт хӗснӗ кӑвак куҫӗсем кулмаллипех кулчӗҫ.

Губы Пробатова были плотно сжаты, а голубые глаза, чуть суженные в легком прищуре, откровенно смеялись.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чи хыҫалти ҫуна ҫинче ларса пыракан пӗр пулеметчикӗ сулӑнкӑра юр ҫине ывтӑнса юлчӗ те, ездовой, усаллӑн ятлаҫса илсе, лашисене хӑвӑрт ҫул хӗрринелле пӑрса тытрӗ; сирпӗнсе юлнӑ пулеметчик ҫуна ҫине сиксе ларичченех вара хӗрлӗармеецсем ҫӑвар тулли ахӑлтатса кулчӗҫ.

Один из пулеметчиков на раскате сорвался с задних саней, и ядреный и смачный хохот красноармейцев звучал до тех пор, пока ездовой, матерясь, не завернул лихо лошадей и упавший пулеметчик на ходу не вскочил в сани.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Орудисене икшер кӳлӗмӗн кулчӗҫ: кашни туппа ултӑ лаша туртса пычӗ.

Орудия шли в двойной упряжке: шесть пар лошадей тянули каждое.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем хыттӑн лӗрӗплеттерсе чей ӗҫрӗҫ, шавласа калаҫрӗҫ, кулчӗҫ.

Они шумно пили чай, переговаривались, смеялись.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чыхса тултарнӑ пек хӗсӗнсе тӑнӑ казаксем, хӑйсенчен чылай ҫӳллӗ Христоня ҫине шиклӗн те хисеплӗн пӑхса, хаваслӑн шӑл йӗрсе кулчӗҫ.

Казаки, стоявшие тесным гуртом, заулыбались, с невольным почтением разглядывая Христоню, бывшего на голову выше всех.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Оце тоби нэ бублыки месить! — пӗрӗхтерсе кулса ячӗ те Хвалычко, ун хыҫҫӑн пурте, кӳренмесӗр-тумасӑр, чунӗсем каниччен ахӑлтатса кулчӗҫ.

— Оце тоби нэ бублыки месить! — фыркал Хвылычко, и все беззлобно посмеивались.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем сӗтел умне пырса, утиял ҫине пӑха-пӑха ҫав тери савӑнӑҫлӑн кулчӗҫ, вӗсем умӗнче выртакан утиял чӑнах та питӗ кулӑшла тейӗн ҫав.

Они подошли к столу, посмотрели на одеяло, посмеялись так весело, что одеяло, лежащее перед ними, как бы действительно было смешным.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем, хӗрарӑмсем ҫине пӑха-пӑха, ахӑлтатсах кулчӗҫ, хӑйсене хаваслӑ тытрӗҫ.

Казаки гоготали, веселели, глядя на женщин.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирина Сергей ҫине лӑпкӑн кӑна, хӑй патне чупса пырсан та, иртсе кайсан та уншӑн пурпӗрех тӗнӗ пек пӑхса илчӗ, анчах савӑнӑҫне пытарма пултарайман тутисем йӑл кулчӗҫ.

Ирина смотрела на Сергея так спокойно, точно ей было совершенно безразлично — подойдет он к ней или проедет мимо, только губы ее, сдерживая улыбку, чуть-чуть вздрагивали.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Штаба ҫитсен, кӗнекине писарьсене пачӗ, вара лешӗсем, ку кӗнекене пӗтӗм ушкӑнӗпех вуласа тухса, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи ҫылӑхӗсенчен киленичченех кулчӗҫ.

Книжку передал в штабе писарям, и те, скопом перечитывая ее, посмеялись над чужой коротенькой жизнью и ее земными страстями.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл нӳхрепӗн стени ӑшне чавса тунӑ вучахха ҫурҫӗрчченех тӑрӑшса вутсыпписем пӑрахкаласа ларчӗ; кунта ӑшӑ каминри пек кӑвартан кӑна сарӑлма пултарать; салтаксем шӳтлесе: ҫӗр чӑмӑрне ӑшӑтиччен, эпир ӑнсӑртран килсе пурӑнма пуҫланӑ хуралтӑра ӑшӑ пулас ҫук, тесе кулчӗҫ.

До полуночи он часто и заботливо подживлял огонь в широкой нише, выдолбленной в стене овощехранилища; тепло здесь могло быть только от углей, как в камине; солдаты шутили, что, пока не нагреешь весь земной шар, в их случайном жилище будет холодно.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем ӗнер ҫак кимӗсем ҫине пӑхса пӗр хавассӑр шӳтлесе кулчӗҫ:

Осматривая эти лодочки, солдаты вчера невесело шутили:

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех