Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫу сăмах пирĕн базăра пур.
ҫапӑҫу (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫапӑҫу вутӗнчен хӑй валли лавр ҫулҫинчен тунӑ пуҫкӑшӑл илсе тухасшӑн.

Хочет вынести себе из огня этого боя венок из лавровых листьев.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ҫапӑҫакан икӗ енӗн вӑйӗсене лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫапӑҫу мӗнле пулассине малтанах ӑнланнӑ.

Он хорошо знал силы двух сражающихся сторон и заранее понимал, каким будет сражение.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ыран каллех ҫапӑҫу пулать пулас…

— Завтра, пожалуй, опять бой…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кун каҫа куҫ хураличчен ӗҫлеҫҫӗ те, ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи евӗрлӗ унтах, заводрах выртса ҫывӑраҫҫӗ!

Работает весь день до поздней ночи, до потемнения в глазах, а потом как после боя, на заводе же ложаться спать.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку хутра Дубровкӑна уйрӑмах тимлӗн итлерӗҫ: хаҫатсем ҫинче юлашки ҫапӑҫу эпизочӗсене ҫырса тултарнӑ.

В этот раз слушали Дубровку особенно внимательно: в газетах было написано множество эпизодов последних боев.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи талӑк хушшинче, Андрей сӑнанӑ тӑрӑх, Юргин палламалла мар улшӑннӑ.

…За сутки после боя, по наблюдениям Андрея, Юргин изменился до неузнаваемости.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑтӑр сехет ытларах, пӗр чарӑнмасӑр, пӗр ялшӑн ҫапӑҫу пычӗ; ҫав ялта манӑн нимле ӗҫ те ҫук.

Более тридцати часов — без перерыва — шел бой за деревню, до которой мне нет никакого дела.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Калама ҫук тискер ҫапӑҫу пулчӗ.

Был невероятно жестокий бой.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паян ҫапӑҫу пулса иртрӗ.

Сегодня был бой.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах чӑн-чӑн ҫапӑҫу, пур паллӑсем тӑрӑх та, ҫӗр ҫинче вӗҫленет…

Но заканчивается она, по всем приметам, только на земле…

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӑсар хӑвӑла хӑш енчен кӗмеллине хӑвӑрттӑн шыраса тупса, чӑрӑш тӑрӑх хӑпарать, тепӗр секундран вара хаяр ҫапӑҫу пуҫланать.

Быстро прикинув, с какой стороны вход в дупло, куница бросается на ель, и через несколько секунд в дупле начинается смертная борьба.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сасартӑк Бояркин умне каҫхине пулса иртнӗ хаяр ҫапӑҫу картини тухса тӑчӗ…

Перед Бояркиным вдруг встала картина жестокой ночной схватки…

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла, лайӑх вырӑн, анчах вилсе выртма мар, пурнӑҫ валли, — кӗтмен ҫӗртен вилсе выртма ҫапӑҫу хирӗнчен лайӑххи ҫук.

Да, место было хорошее, но только для жизни, а не для смерти, — для неожиданной смерти нет лучшего места, чем поле боя.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу енчен илсе пӑхсан, кунта та десант сахал мар пулӑшать.

Если посмотреть с боевой точки зрения, и здесь немало помогает десант.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Яланах сивӗре ирттернӗ виҫӗ кун хушшинче Озеров сӑн-пичӗ хӗрелсе куштӑркарӗ, куҫӗсем тӑртанчӗҫ, хӗрелсе кайрӗҫ, пӗлмен ҫын ӑна халь, майор ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пӗр сыпкӑм эрех ӗҫмест пулсан та, ӗҫке ернӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулӗччӗ.

За три дня, проведенных все время на морозе, лицо Озерова побагровело и задубело, а глаза опухли и налились кровью, — посторонний мог принять его сейчас за непомерно пьяного человека, хотя он никогда не позволял себе в бою ни одного глотка водки.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Барсушньӑшӑн ҫапӑҫу пуҫланнӑ минутранпа вӑл канасси ҫинчен манса кайнӑ, халь ывӑнни пусса ҫитерчӗ, ҫак икӗ пӗчӗк хут листисене тытса тӑма та йывӑр пек туйӑнчӗ ӑна.

С той минуты, как начался бой за Барсушню, он забыл об отдыхе, и теперь усталость брала свое, казалось, Озерову трудно держать в руке даже небольшие листки бумаги.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче те хӗвел тухас умӗн Юргинпа тӗл пулнине аса илме кӗске самантсем тупӑнчӗҫ.

Даже в бою находились секунды, когда Лена вспоминала встречу с Юргиным на восходе солнца.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫӗнӗ ҫапӑҫу Юргин ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан унӑн шухӑшӗсене сирсе яма пултараймарӗ.

Но он не в силах был отбросить то, что связывалось для нее с именем Юргина.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑтӑр сехет ытла тӑсӑлчӗ кашни лаптӑк ҫӗршӗн пынӑ хӑрушӑ ҫапӑҫу.

Более тридцати часов шла смертная, тягостно туманящая воображение борьба за каждый клочок земли.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑна тӑн кӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра ҫӗрле пулнӑ ӗнтӗ, ҫапӑҫу хирӗнче вилнисене пуҫтаракан командӑн салтакӗсем вилесене пӑхса ҫӳренӗ, вӗсем Лена кӑшкӑрнине илтнӗ те унта пырса ҫӗр пӳртрен нимӗҫ салтакне сӗтӗрсе кӑларнӑ, унтан ӑна та туртса кӑларнӑ…

Когда к ней вернулось сознание, была уже ночь и по полю боя, осматривая трупы, ходили бойцы похоронной команды; они услышали ее крик, вытащили из землянки мертвого немецкого солдата, а затем вытащили ее…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех