Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳсене хупса пӗтерчӗҫ авӑ

Церква позакрывали вот…

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пупсене ҫӑмартасем паратӑн, пӑртан ярдансем туса хӑтланатӑн, темскерле ӗҫ вырӑнӗсем пирки ӗмӗтленетӗн, хӑв авӑ ӗҫре лашасене апат пӑтратса пама та пӗлместӗн.

Попам яйца жертвуешь, ярдани изо льда делаешь, об каких-то должностях мечтаешь, а сам до дела — коням мески замесить не умеешь.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Часах тӗнчери революци ҫывхарса килсен, паллӑ, тен, пирӗн, иксӗмӗрӗн, каллех пӗр эскадронра тӑрса совет влаҫне хӳтӗлеме тивӗ, эсӗ авӑ, ҫапах та, ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ пулин те, ӗлӗкхи пекех халӗ те партире тӑмастӑн!

Дело идет к тому, что с часу на час подходит мировая революция, может, нам с тобой опять придется в одном эскадроне служить, Советскую власть отстаивать, а ты по прошествии времен, как и раньше, беспартийный!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вӗсене колхоз яхӑнне те яман пулӑттӑм, эсӗ, авӑ, ҫав калла-малла ҫӳрекен ҫынсене ҫӗрӗшӗпех каялла йышӑнатӑн, вӗсенчен лайӑх колхозниксем пулаҫҫӗ, тесе шухӑшлатӑн пулӗ-ха?

Я бы их и близко к колхозу не подпустил, а вот ты напринимал таких перевертухов целую сотню и думаешь небось, что из него сознательный колхозник выйдет?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем ӗнтӗ пӗрне-пӗри кӑкрисенчен те ярса тытнӑ пулас, авӑ!

Они уж вон, никак, за грудки один одного берут!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ авӑ вӗсен ҫав тӑваткал ҫинче тытӑҫу пырать.

А зараз вон у них стражение идет на энтой клетке.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсенче пучахлӑ тырӑсене акса пӗтерчӗҫ, кунта авӑ манӑн прорыв.

В первой и третьей бригаде кончили колосовые, а тут у меня прорыв.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна, шуйттана, сӳпӗлтие, катемпи вырӑнне кураксене хӑратма пахчана илсе кайса, шак хытса тӑмаллах тӑратса хурас пулать, эсир авӑ ӑна ман пата бригадӑна персе чикрӗр, чикана амӑш ҫумне янӑ пек йышӑнтартӑр!

Его, черта, балабона, на бахчу становить в неподвижность, замест чучела грачей пужать, а вы мне его вперли в бригаду, навязали, как на цыгана матерю!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир авӑ, ӗнер, тӑшман еннелле сулӑнса кайрӑр та, ӑна пулӑшрӑр.

А вы вчера к этому врагу качнулись и оказали ему поддержку.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫурӑмӗпе пӗтӗм стенана сӑтӑрса пӗтерчӗ авӑ! — Демка майлах ҫаптарчӗ шатра питлӗ Агафон Дубцов.

— Всю стену спиной обтерла! — поддержал его рябой Агафон Дубцов.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле?! — Нагульнов иккӗ сиксех кӗлет умне ҫитсе тӑчӗ, алӑк урати ҫинче тӑракан пӗр йӗкӗте чышкипе ҫапса сирпӗтрӗ, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ те ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑчӗ.

Вот как?! — Нагульнов в два прыжка очутился на приклетке амбара, ударом кулака сшиб стоявшего на порожке парня, резко захлопнул дверь и крепко прислонился к ней спиною.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ, Нагульнова та хӑнклаттарса пӑрахнӑ пулмалла.

Вот и Нагульнова, как видно, ухандокали.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Килет-ха авӑ тӑшман!» — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ пӗр хӗрарӑм Давыдов ҫинелле кӑтартса.

«Идет, вражина!» — истерично крикнула какая-то бабенка, указывая на Давыдова.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле вӑл, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Трубачев, Разметновӑн пӗр патронсӑр, пуш-пушӑ барабанлӑ наганне пуҫӗнчен ҫӳлерех ҫӗклесе кӑтартса…

Вот сукин-то сын! — радостно заорал Трубачев, поднимая над головой размётновский наган с порожним, без единого патрона барабаном…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ пырать ӗнтӗ шурӑ куҫлӑ шуйттан!

— Идет, чертяка белоглазый!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чухӑнсем йӗмсӗрех ҫӳреҫҫӗ, кулаксенчен юлни ҫитмерӗ авӑ, — хӑйне чарусӑр тыткаласа, ӑнлантарса пачӗ лутрарах ҫамрӑк ҫын.

Беднота без штанов ходит, а кулацкого не хватило, — развязно пояснил другой, помоложе и помельче ростом.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӗлӗн-ҫӑвӗн атӑпа ҫӳретӗн, пирӗн валли авӑ пушмаклӑх тавар та ҫук!

— В сапогах зиму и лето ходишь, а нам и на чирики товару нету!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле вӑл, ӑна йӗнер ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярать!

Ишь как оно его шибает от седла!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ сана сӑмах памастӑп, калаҫассу килетех пулсан — авӑ, крыльца ҫине тухса калаҫ!

Я тебя лишаю слова, а угодно говорить — ступай вон на крыльцо!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Англи буржуйӗсем авӑ Индие, ҫур тӗнчене, хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те хура ӳт-тирлӗ тата тӗксӗм ӳт-тирлӗ тӗрлӗрен халӑхсене пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ.

А английские буржуи завладели Индией, почти половиной мира, и угнетают всяких чернокожих и темнокожих.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех