Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗнчере (тĕпĕ: тӗнче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тӗнчере пӗр кӗреҫене те ҫавӑн пек пысӑк асаппа туса хатӗрлемен, нимӗнле кӗреҫе тунӑ чухне те ман пек нумай вӑн пӗтермен пулӗ тесе шутлатӑп.

Я думаю, ни одна лопата в мире не изготовлялась таким затейливым способом, ни на одну не тратилось так много труда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ мӗн пӗчӗкренпех ҫут тӗнчере пуринчен ытла тинӗсе юрататтӑм, караппа ишсе ҫӳреме инҫетри тинӗсе каякан кашни матросах ӑмсанаттӑм.

С самого раннего детства я больше всего на свете любил море, я завидовал каждому матросу, отправлявшемуся в дальнее плавание.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Леш тӗнчере эсӗ тамӑкра ҫунатӑн!

— На том свете ты будешь гореть в аду!

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мӗн тума кирлӗ ҫут тӗнчере хӗрарӑмсем?

К чему на этом свете женщины?

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Леш тӗнчере эсӗр пире, ыр ҫынсем, усалпа аса ан илӗр ӗнтӗ тата пире ылханса та ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире эпир нушана пула вӗлеретпӗр».

«Вы же, говорит, добрые люди, не поминайте нас на том свете лихом и не молите бога на нашу голову, потому мы это от нужды».

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах ҫылӑхӗ вара нумай, тепӗр тесен ҫылӑхсӑрри пӗртен-пӗр турӑ ҫеҫ ҫут тӗнчере.

Только вот грехов много, да ведь и то сказать, один бог без греха.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫапла юлашки хут чуп тунӑ хушӑра вӑл ӑна мӗн те пулин пӑшӑлтатса каларӗ пуль, «Леш тӗнчере курнӑҫиччен, Рада», тесе те пӗлтерчӗ пуль, апла пулсан та, ҫине-ҫине пӑшал персе шалтлатнине пула нимӗн илтӗнми пулчӗ.

Быть может, он что-нибудь сказал Раде, быть может, шепнул во время этих прощальных поцелуев: «До свидания в мире ином, Рада», — но если и так, слов его нельзя было расслышать из-за стрельбы за стеной, из-за ударом нуль внутри.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак салхуллӑ тӗнчере унӑн ним тумалли те ҫук, ӑна нимӗн ҫыхӑнтарса та тӑмасть…

Ей нечего делать в этом печальном мире, с которым ее ничто уже не связывает…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилессе те ара саншӑн ҫак тӗнчере пӗтӗмпе вилнине пӗлсен, сӑваплӑ ӗҫӳ пылчӑкпа вараланнине курсан, таса ӗмӗтӳ пӗтнине курсан ҫеҫ вилесчӗ!

Но умереть в тот час, когда все для тебя умерло в этом мире, когда видишь свои кумиры затоптанными в грязь, свои идеалы погребенными!

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Епле сутӑнчӑксем пур иккен тӗнчере!

Какие измены!..

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗнчере этем мӗншӗн пурӑнтӑр тата?

Потому что, прошу прощенья, ради чего живет человек?

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫут тӗнчере пурӑнасса та чысшӑн кӑна пурӑнатӑп…

На этом свете одна только честь у меня и осталась…

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак тупата, мӗнле пулса тӑма пултарать иккен тӗнчере!..

Господи, на какие низости способны люди!..

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…

— Первым делом я предложил бы вам бабье средство: найдите одну травку, которую называют «отворотное зелье» (забыл, как она называется по-латыни), заварите ее в ночь с пятницы на субботу, но обязательно в необожженном горшке, и облейте этим отваром вашего героя, когда он спит, он мигом возненавидит свою возлюбленную…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах эп ҫавсене йӑлтах курми пулнӑ, пӗртен пӗр мӗн курни те хамӑн куҫ умӗнче ҫав мӗскӗн чун кӑна пулнӑ иккен, е тӗнчере вӑл пуррине хам курман пулсан, пӗлес те курас та ҫукчӗ ӑна; хӑй те вӑл мӗншӗн пурӑннине, мӗншӗн пуррине ӑнланмасть-ҫке…

Но я этого не вижу, а вижу лишь какое-то жалкое создание, о чьем существовании я бы и не подозревал, если бы мне не довелось встретить его; да и оно само, это создание, не понимает, для чего оно существует…

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир мана ҫакна калӑр-ха, нумай-и ун пеккисем ҫут тӗнчере?

Скажи мне: сколько есть таких на свете?

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аллӑ ҫул пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, пӑлхарсене симӗс тӑхӑнма юрамастчӗ, юлан утпа пыратӑн пулсан, кашни тӗрӗке курмассерен лаша ҫинчен сиксе анмаллаччӗ, ҫавна пӗтӗмпе ас тӑвать-ха; пусмӑрта пурӑнан халӑх ывӑлӗ пулнӑ май хӑех вӑл мӗн-мӗн кӑна курнӑ та мӗн чӑтса ирттермен пуль те, халь тесен хӑй мӗн курнине ӗненесшӗн пулмарӗ.

Пятьдесят лет прожил он на белом свете и помнил то время, когда болгарам было запрещено одеваться в зеленое и предписывалось соскакивать с коня при встрече с каждым турком; он сам, как сын порабощенного народа, столько видел, пережил, испытал, безропотно проглотил столько унижений, что теперь глазам своим не верил.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑвӑн шӑпуна эс манпа ҫыхӑнтартӑн, манпа, суд тунӑ ҫынпа; ху савса тӑнипе эс мана тӗнчере чи телейлӗ ҫын турӑн, маншӑн эсӗ пурнӑҫра чи хаклине — хӑвӑн чысна хӗрхенсе тӑмарӑн, маншӑн тесе эсӗ нимӗнрен те хӑраса-шикленсе тӑмарӑн, ҫавӑншӑнах асапне те тӳсетӗн.

Ты связала свою судьбу со мной, осужденным, отверженным; своей любовью ты сделала меня счастливейшим человеком в мире, ты ради меня пожертвовала тем, что дороже самой жизни, — пожертвовала своей честью, и за это свет покарал тебя жестоко; ты всем пренебрегла ради меня!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйсем ҫут тӗнчере пурӑнни те лайӑх мар пек туйӑнчӗ ҫак самантра, вӗсен чи ҫывӑх паттӑрӗ вилнӗ-ҫке-ха.

Казалось, совестно было жить, когда такой герой погиб.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫут тӗнчере те пӗр-пӗриншӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, тейӗн…

Можно сказать, родились друг для друга…

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех