Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Иуда вара, вӗсем чӑнах та нумай тӗлӗшрен усӑллӑ пулма пултарассине ӑнланса, вӗсемпе килӗшнӗ; килӗшу тунӑ хыҫҫӑн арабсем хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫана — Израиле нумай ырӑлӑх кӳнӗ, хӑйсене ҫӗнтерӳ парнеленӗ Ҫӳлхуҫана — юрӑ юрласа, мухтавласа тав тунӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Макрон теекен Птоломей, иудейсен тӗлӗшӗпе нумай тӗрӗсмарлӑх пулнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе йӗркеллӗ пулни лайӑхрах тесе шухӑшлаканскер, мӗнпур ӗҫе вӗсемпе килӗшӳллӗ вӗҫлеме тӑрӑшнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ҫынна, нумай пулмасть ҫеҫ тӳпери ҫӑлтӑрсене тытма ӗмӗтленнӗскерне, ытла та усал шӑршӑ кӗнипе никам та ҫӗклесе пырайман.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑн пек ҫар иртсе пынине курма тухнӑ ҫынсене пурне те вӗлернӗ, хулана ҫарпа кӗрсе кайса, нумай ҫынна вӗлерсе хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Илиодор Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе, хӑйӗн пурӑнӑҫне Сыхласа Хӑваракана нумай тӗлӗшрен сӑмах парса, Онияна тав туса ҫар ҫыннисемпе пӗрле патша патне таврӑннӑ, 36. пурин умӗнче те Аслӑ Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен, хӑй куҫӗпе хӑй курни ҫинчен, каласа кӑтартнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6. Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Кӑмӑлне килнӗ ҫынсене патша хӑй илсе тӑнӑ парнесене нумай валеҫе-валеҫе панӑ.35. И тем, к кому царь благоволил, он раздавал много даров, которые сам получал.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Птоломее, Авув ывӑлне, Иерихон тӳремлӗхӗнчи ҫарпуҫне лартнӑ пулнӑ, унӑн ылтӑн-кӗмӗл нумай пулнӑ: 12. вӑл аслӑ священник кӗрӳшӗ пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсӗ ыйтакан Иоппипе Газара пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем хӑйсем пирӗн ҫӗршыв халӑхне нумай сӑтӑр турӗҫ; вӗсемшӗн эпир ҫӗр талант парӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Симон патне хӑйӗн пӗр тусне Афиновие унпа калаҫса илсе ҫапла калама хушса янӑ: «эсир манӑн патшалӑхӑмӑн хулисене Иоппипе Газарӑна тата Иерусалим керемне хӑвӑр аллӑрта тытса тӑратӑр; 29. эсир вӗсен таврашӗнче йӑлт ҫаратса хӑварнӑ, ҫӗре пӗтӗмпе тустарса тухнӑ, манӑн патшалӑхӑмри нумай вырӑна ярса илнӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӗнтӗ йышлӑ ҫар пухса ҫитертӗм, ҫар карапӗсем хатӗрлесе тӑратрӑм; 4. эпӗ пирӗн ҫӗре ҫаратса тухнисене, патшалӑхри нумай хулана аркатса хӑварнисене тавӑрмашкӑн хамӑр ҫӗр тӑрӑх каяс тетӗп.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшмансем Иудея ҫӗрне ҫаратса хӑварма ҫӗмӗрсе кӗрес чухне, аллине Турӑ Ҫурчӗ ҫинелле тӑсас чухне 32. вӗсене хирӗҫ Симон ҫӗкленсе тухрӗ, хӑйӗн халӑхӗшӗн вӑрҫӑ вӑрҫрӗ, халӑхӑн хӑюллӑ арӗсене кӑралпа тивӗҫтерсе, вӗсене шалу тӳлесе тӑрса хӑй те нумай тӑкак курчӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ионафаншӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши вӗри куҫҫулӗ тӑкнӑ.26. И оплакивал его весь Израиль горьким плачем, и сокрушались о нем многие дни.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир сирӗн мухтавӑра курса тӑрса савӑнатпӑр; 13. пирӗн вара инкекӗ нумай, тӑтӑшах вӑрҫӑ вӑрҫма тивет: таврари патшасем пире хирӗҫ вӑрҫрӗҫ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.