Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Салтаксем (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксем хӑйсен каскисене урисем патне хучӗҫ.

Солдаты положили каски к ногам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шӑтӑк пӗр енче партизансем вӗлернӗ нимӗҫсене вутӑ купаланӑ пек купаласа хунӑ, тепӗр енче — салтаксем хупӑрласа илнӗ колхозниксен ушкӑнӗ тӑрать.

По одну сторону ямы, сложенные, как штабели дров, лежали убитые партизанами немцы, по другую — стояла окруженная солдатами группа колхозников.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Салтаксем ачана ярса илчӗҫ.

Солдаты схватили мальчика.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Грузовик патӗнче тӑракан фельдфебеле салтаксем сӑрса илнӗ.

Рядом с грузовиком вокруг толстощекого фельдфебеля тесной кучкой собрались солдаты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Салтаксем улӑм кӗлтисене машина ҫинчен антарса сарай тавра тӑрата-тӑрата хураҫҫӗ.

Солдаты сбрасывали с них снопы и обкладывали соломой стены.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сарай йӗри-тавра салтаксем тӑраҫҫӗ.

Вокруг сарая живым забором стояли солдаты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Камерӑра ҫаннисене чавса таран тавӑрса янӑ салтаксем аялти кӗпе вӗҫҫӗн тӑраҫҫӗ.

В камере стояли и двигались солдаты в нижних рубахах с засученными по локти рукавами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл шыв ӑснӑ чух шкулта пӑшал пени кӗрлесе кайрӗ, салтаксем ахӑлтатса кулнӑ вӑхӑтра карчӑк макӑрни илтӗнми пулчӗ.

Когда она набирала воду, в школе по-прежнему раздавались выстрелы и хохот солдат, а плач старухи уже не слышался.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Салтаксем хупӑрланӑ чӳрече витӗр Нюша инке вара карчӑкӗн ҫаппа-ҫарамас кӗлеткине кӑна курса юлчӗ.

 В окне, закрытом солдатами, тетя Нюша увидела только голое тело старухи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Салтаксем сӗтел патӗнче кӗпӗрленсе тӑнипе е чӳречесем патнелле чупкаласа ҫӳренипе Нюша инке карчӑк пит-куҫне кураймарӗ.

Солдаты, толпившиеся у стола, перебежали к окну, и тетя Нюша не смогла увидеть лица старухи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Полици чиновникӗ, хӑраса, каялла чакнӑ; салтаксем Кирджалине ҫӗклеме шутланӑ, анчах та вӑл хӑех тӑнӑ, сӑнчӑрӗсене тирпейлесе тытнӑ, каруца патнелле утнӑ та: айтӑр! тесе кӑшкӑрнӑ.

Полицейский чиновник, испугавшись, отскочил; солдаты хотели было приподнять Кирджали, но он встал сам, подобрал свои кандалы, шагнул в каруцу и закричал: Гайда!

Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.

Чӑн-чӑн салтаксем пекех.

Точь-в-точь солдатики.

Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.

Пыйтисем вара, ҫуран салтаксем пек, йӑпӑр-йӑпӑр чупса ҫӳреҫҫӗ.

А вши по ней пешком идут, как солдаты.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пионерсемпе походра ҫӳренӗ чух мӗн-мӗн курса ирттерни ҫинчен, колхозниксене пулӑшма кайсан ялта мӗн курни-илтни ҫинчен, эвакуаципе епле тухса кайни ҫинчен е Энскшӑн пирӗн салтаксем епле ҫапӑҫни ҫинчен сӑмах вӗҫӗмсӗр тупӑнса пырать.

Пошли рассказы о приключениях в пионерских походах, о происшествиях в деревнях, куда ребята ездили помогать колхозникам, о всяких случаях в эвакуации и во время боев за Энск.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Салтаксем вӑранчӗҫ.

Бойцы проснулись.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Салтаксем шашкӑлла вылярӗҫ, шапӑлтаткаларӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ.

Бойцы поиграли в шашки, поболтали и улеглись.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Салтаксем кулкалами те пулчӗҫ.

Лица бойцов сделались серьезными.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ачасем сиксе тӑрса тӗлӗнсен салтаксем пурте кулса ячӗҫ.

Все засмеялись, когда ребята вскочили, удивленно оглядываясь.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Салтаксем нар тӑрӑх ларса тухнӑ, котелокӗсене кашӑкӗсемпе янӑратаҫҫӗ.

Бойцы сидели на нарах, гремя ложками в котелках.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Салтаксем каллех кулса ячӗҫ те нарсем ҫинче меллӗрех вырнаҫса ларчӗҫ.

Бойцы опять засмеялись и уселись поудобней на нарах, поглядывая на ребят.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех